Архив - 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

Август 11th

11 Авг, 2016

Тĕлĕкре те кĕвĕ илтет

Катя ПЕТРОВА юрăçа, мусăкçа, ЧР тава тивĕçлĕ артисткине Чăвашра çеç мар, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕскер, хăмăр куçлăскер, пилĕк таран вăрăм çÿçлĕскер сцена çинче сăпайлăхĕпе, тараватлăхĕпе палăрса тăрать.

11 Авг, 2016

Уçă сывлăшра кино курма чĕнеççĕ

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культурăпа искусство тытăмĕнчи инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн грант уйăрнине çирĕплетекен хушăва алă пуснă. Ăна республикăри 5 организаци тивĕçнĕ, вăл шутра — Чăваш патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ «Уçă тÿпе айĕнчи кино» урамри фестиваль» проектпа çĕнтернĕ.

11 Авг, 2016

Патшалăх тунă çурта пурăнма куçаймаççĕ

«Параканран — ил, çапаканран — тар», — теççĕ халăхра. Анчах çак сăмахсене Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан Вера Григорьева çамка çине картса хуманни курăнать. Çынсем пĕлĕтрен анакан укçа-тенкĕшĕн е ытти пурлăхшăн чунран хĕпĕртеççĕ. Вăл вара янттипе усă курма васкамасть.

11 Авг, 2016

Вĕренме пăрахса чăх-чĕп пăхнă

Ефросиния Егорова 82 çулта. Çак ÿсĕме çывхарнисем, аслăраххисем хури-шуррине пайтах курнă. Евруç аппан пурнăçĕ пыл та çу пулайман. Муркаш районĕнчи Орининра çуралса ÿснĕскер çемье çавăрсан та тĕп килтех юлнă. Тăлăх çитĕннĕ вăл. Шел те, качча тухсан та тăлăха юлнă.

Кил хуçи колхоз правленийĕн бухгалтерĕнче ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕпе амăшĕ те колхозрах пилĕк авнă. Халăхран уйрăм пулман ку çемье, ыттисемпе тан ĕçленĕ. Фашист пирĕн çĕре тапăнса вăрçă пуçлани пин-пин çемье пурнăçне улăштарнă, аркатнă. 1942 çулта Евруçăн ашшĕне Иван Соловьева çара илнĕ.

11 Авг, 2016

Курортри пек кунта: хырлăх, хурăнлăх...

Шăтăк-путăксăр асфальт çулпа утса ялпа киленнĕ май Вăрмар районĕнчи Ичеснер Атайкассинче 50-а яхăн çын çеç пурăннине ĕненес килмерĕ. Икĕ урамлă çак ялта çурт чылай: киввисен çумĕнче çĕннисем, капмаррисем, çĕкленнĕ. Вĕсен шучĕ нумай пулин те 22-шĕнче çеç каçхине çутă çутаççĕ.

Август 4th

4 Авг, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 30 (6123) №. 4.08.2016

4 Авг, 2016

Пулă ыйтакан ывăлне ашшĕ вăлта тыттарнă

Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилти Владислав Моряков шкулта вĕреннĕ чухне те, халĕ те çуллахи пĕр каникула килте ахаль ларса ирттермен, ял хуçалăх предприятине ĕçлеме çÿренĕ. Ачаранпах техникăпа туслашнăскер тиевлĕ машинăпа тыр-пул та пайтах турттарнă.

4 Авг, 2016

“Ура çине тăма тăрăшрăм, анчах..."

Ĕçкĕ-çикĕ этемлĕхе вилĕм çавипе çулнă евĕр тĕп туни пирки тепĕр хутчен калаçмашкăн Роспотребнадзорăн кăçалхи пĕтĕмлетĕвĕ хистерĕ. Кăтартусем тăрăх, наркăмăшланнине пула 616 çын /пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăрта — 783/ больницăна лекнĕ, вăл шутра — 264-шĕ алкоголь ĕçнĕ хыççăн. 109 çын вилнĕ, вĕсенчен çуррине яхăнăшĕ — эрех-сăрана пула. Наркăмăшланнисен 34,9% — хĕрарăмсем. Хăрушши çакă — ачасем те алла черкке тытаççĕ: 14 çула çитичченхи 9 ачана, çул çитмен 5 çамрăка спиртлă шĕвек ĕçнĕ хыççăн больницăна илсе килнĕ. Ытларах сыватмăша арçынсем /65%/ лекеççĕ.

4 Авг, 2016

Агрономшăн Адлер - уйра, кунта тырă пусси тинĕс шывĕ евĕр хумханать

Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăхри çамрăксем ĕç çыннин профессине суйланинчен чăннипех те тĕлĕнтĕм. Çĕре юратни, тăван тăрăха хисеплени кашнинчех палăрчĕ. Хăш-пĕр района командировкăна кайсан ял тăрăхĕнче çамрăк пĕр специалист та çукки пирки пĕлтереççĕ.

Страницы