«Леш тĕнчере те хитре çÿреччĕр»
«Ачăрсен куççульне упрăр. Вĕсем ăна сирĕн вил тăпри çинче юхтарма пултарччăр», - тенĕ Пифагор. Муркаш районĕнчи Кудьковсем те, Элĕк тăрăхĕнчи Казаковсем те пĕртен-пĕр ывăлне хĕрĕсемпе танах упраса тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме, телейлĕ пурнăç парнелеме тăрăшнă. Шел, Авалхи Греци философĕ калани вĕсен пурнăçĕнче чăнлăхпа пĕр килмен. Миçе çул ĕнтĕ ватă ашшĕ-амăшĕ ывăлĕн вил тăпри çине кайса çÿрет.
Алăк умĕнчен уйрăлман