Шупашкарта кăвакарчăн мĕншĕн сахал?

7 Ака, 2016

Чăваш эстрада юрă­çин Полина Борисовăн проектне халăх хапăлласах йышăннине Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕн залне лăк тулли çын пухăнни те кăтартать. Нумаях пулмасть «Чăваш Woman» сцена çине виççĕмĕш хут тухрĕ. Вĕлтĕрен чĕлхеллĕ артистсем республикăри тĕрлĕ кĕтесрен çитнĕ халăха хырăм хытичченех култарчĕç.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем, Шупашкарта кăвакарчăнсем мĕншĕн сахалланса юлнă тетĕр? Наталья Голубь /ăна Наталья Головина вылярĕ/ «Кăвакарчăн-гриль» киосксем уçса тултарнă. «Пĕчĕк партизан» колхозра ĕçлекен доярка /Вероника Сотнезева/ темиçе литр сĕте пĕр сывламасăр, куç хупмасăр ним мар ĕçсе ярать. Кирза атă тăхăннăскер, халат уртса янăскер Наталья Голубьпе вăй виçме килет /«Реслинг» сценка/. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.