Ывăлĕсемпе юнашар вырăн хăварнă

7 Ака, 2016

Пĕлтĕрхи пушăн 24-мĕшĕнче «Çĕрпÿ — Шупашкар» çулпа çÿрекен маршрутка Кÿкеç çывăхĕнче аварие лекни, унта тăватă çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни пирки массăллă информаци хатĕрĕсем татти-сыпписĕр хыпарларĕç. Хăрушă инкекре пассажирсемпе пĕрле водитель çуннă. Алексей Хохловăн тепĕр тăватă кунран 38 çул тултармаллаччĕ. Çуралнă кунне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Çĕнĕ Шупашкарта ирттерме калаçса татăлнă вăл. Анчах савăнăçлă кĕрекене ларас вырăнне тăванĕсем Лешăна пытарнă.

Хăрушă çав кунранпа çулталăк хыçа юлчĕ. Ывăлне çухатнă амăшĕн чĕри ниепле те лăпланаймасть. «Ĕмĕрлĕх хуйхă ку, нихăçан тÿрленми суран», — пĕр вĕçĕм куççуль тăкать Людмила Михайловна. Унăн пурнăçĕнче ку пĕртен-пĕр пысăк çухату мар: 20 çул каялла вăл 3-мĕш ачине, 15-ри Андрюшăна, пытарнă. Пулăран таврăнаканскер аслатиллĕ çумăр айне лекнĕ. Алюмини бидон йăтса, вăлтине çÿлелле тытса уй тăрăх чупакан Андрея аçа çапнă.

Тарçă вырăнне

Çын кун-çулĕ мĕнле йĕркеленессине Турă çырать-ши е хамăр алăпах унатпăр-ши пурнăçа? Темшĕн пĕр çын çине тиевне ытларах купаланăн, теприсем çăмăллăн кун кунланăн туйăнать. Люся мĕн пĕчĕкренех нуша кукăльне çисе ÿснĕ. «Ман çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе кĕнеке çырас е кино ÿкерес тĕк çын ĕненмĕ, шухăшласа кăларнă тейĕ», — пуçларĕ калаçăвне 60 урлă каçнă Людмила Хохлова.

Унăн ашшĕ 24-рах çĕре кĕнĕ, хĕлле çул-йĕртен аташса кайнăскер шăнса вилнĕ. Кун хыççăн тăлăх арăм хуняшшĕн килĕнче пурăнайман, икĕ ачипе Шупашкар районĕнчи Çырмапуç ялне килнĕ. Пÿрт тулли çын пурăнсан та вĕсем валли кĕтес тупăннах. Колхоз председателĕнче ĕçлекен кукашшĕ пулăшнипе кайран пĕчĕк çурт лартса уйрăлса тухма май килнĕ.

Люсьăн амăшĕ Шупашкарта стройкăра ĕçленĕ. Килтен ирех тухса кайнăскер каçсăр та таврăнман, пÿрт лартас тесе тăрăшнă вăл. Хуçалăхри ĕçсем Люся çине тиеннĕ. Пĕрремĕш класранпах хĕрача кăмака хутма та, çырмаран шыв кÿрсе килсе хуранпа апат çакса яма та пултарнă. Ун чухнехи ачасен ĕçченлĕхĕнчен чăннипех те тĕлĕнмелле. Ара, халĕ пĕрремĕш класс ачи хăй тĕллĕн шкула та йĕркеллĕн пуçтарăнса каяймасть вĕт. «Тарçă вырăнĕнчехчĕ эпĕ, аннене питĕ хĕрхенеттĕм. Вăл хăй те калатчĕ: «Эсĕ качча кайиччен килти ĕç патне перĕнсе курмарăм». Выльăх-чĕрлĕхне пăхнă, кĕçĕннисене астунă, колхоз ани çинче пилĕк авнă... Анне ĕçĕнче крановщикпе паллашса тепре качча тухрĕ, унтан икĕ ывăл çуратрĕ. Анчах тăван мар атте путлех марччĕ: эрех ĕçетчĕ, аннене хĕнетчĕ. Сасă хăпартмасăр калаçнă-ши вăл? Кун-çул панă çынна ют арçын хур кăтартнине курма мĕн тери йывăрччĕ. Хăранипе кукамай патне тухса тараттăм. Аннене: «Уйрăл, ан пурăн унпа!» — тесе тем чухлех йăлăннă, анчах аслисем ача каланине итлеççĕ-и? Çакнашкал пурнăç анне сывлăхне пĕтерчĕ, ăна икĕ хутчен шалкăм çапрĕ. Хăй тĕллĕн пурăнайми пулсан ăна хам пата хваттере илсе килтĕм. Ун чухне эпĕ качча кайнăччĕ, хам та 3 ача амăшĕ пулма ĕлкĕрнĕччĕ», — сÿтĕлчĕ асаилÿ çăмхи.

18-та качча кайнă

Штукатур-маляр специальноçне алла илес тĕллевпе 8-мĕш класс хыççăнах килтен тухса кайнăскер Шупашкарти 4-мĕш техучилищĕне кĕнĕ, общежитире пурăннă. Диплом илнĕ хыççăн пĕрле вĕреннĕ ытти пикепе пĕрле ăна та Çĕнĕ Шупашкарти çуртсем хăпартакан комбината вырнаçтарнă. Штукатур-маляр ĕçĕ мĕн тери йывăррине, сывлăха сиен кÿнине кам пĕлмест-ши? Çамрăк та вăй питти чухне çакă сисĕнмест пулĕ те, анчах ватлăхра йăлтах — сивĕре пилĕк авни те, сăрă шăрши те... — аса илтерет. Людмила Михайловна бухгалтер курсĕнче вĕренес шухăшпа пурăннă, анчах ку ĕмĕт чăнлăха çаврăнайман.

«Мĕн чухлĕ каччă чупатчĕ ман хыççăн! Володя купăс каланине ытараймарăм пуль, çар çынниччĕ вăл, общежитие «танцы» ирттерме çÿретчĕ. Ман хыççăн чупа-чупах кăмăла çавăрчĕ те 18-тах качча кайрăм. Володьăна суйланăшăн ÿкĕнместĕп: вăл ман çине алă çĕклесе курман, ачасене кÿрентермен, ĕçкĕпе иртĕхмен, шалăва пĕрле тытнă... Пирĕн пек лайăх пурăнакан çемье пулнă-ши?» — каласа кăтартрĕ Людмила Михайловна.

«Чун епле сисмерĕ-ха?»

Алексей аварие лекнĕ куна аса илсен питçăмарти тăрăх шултра тумламсем юхса анчĕç.

«Çав кун унпа телефонпа 4 хутчен калаçрăм! Чун инкеке мĕнле сисмерĕ-ха? Амăшĕн чĕри туймаллах-çке çакна. Лешăпа аслă хĕрне Дашăна çуркуннехи каникула ман пата ăсатма калаçса татăлтăмăр. Ачине Çĕрпÿрен хулана маршруткăпа лартса янине пĕлтерчĕ вăл, арăмĕпе, ывăлĕпе пĕрле çуралнă кунне паллă тумашкăн каярахпа килмеллеччĕ. Мăнука Шупашкарти «Питомник» чарăнура кĕтсе илнине, киле чиперех çитнине шăнкăравласа пĕлтертĕм. Çур сехетрен аслă ывăлăм Эдик килчĕ. Сăнĕ-пичĕ — ухмах çыннăнни пек. Хăйне мĕншĕн çавнашкал тытнине ăнланмарăм. «Леша текех çук...» — тенине ĕненмерĕм, ку хыпара илтсен тĕшĕрĕлсе антăм. Тин кăна калаçрăм-çке унпа, тин кăна чĕрĕччĕ вăл. «Анне, кала, мĕн тăвас? Васкавлă медпулăшу чĕнес-и?» — ниçта кайса кĕреймерĕ Эдик. Вырăн тупаймасăр урама тухрăмăр... Каçалапа тăвансем килчĕç, вĕсем инкек пирки телевизор курса пĕлнĕ.

Лешăпа пĕрле 17, 23, 53 çулсенчи пассажирсем вилнĕ. Малта, алăк çумĕнче лараканни, тухса ÿкнĕ, вăл çунман. Хытă çапăннипе-ши — унăн çăварĕнчен, хăлхинчен юн кайнă. Чи çамрăкки, водительпе юнашар лараканни, чунĕ тухиччен питĕ хытă кăшкăрнине Кÿкеçри лавккари çынсем те илтнĕ. Леша хăйĕн çине пĕтĕм йывăрлăха илнĕ, унсăрăн шар куракан тата нумайрах пулĕччĕ. Виличчен вăл салонри алăка уçма ĕлкĕрнĕ. Хăй шока кĕрсе ÿкнĕ. Руль унăн хырăмне хĕстерсе лартнă, ури, аяк пĕрчисем хуçăлнă... Кайран вăл çунма тытăннă.

Лешăн тупăкне уçмарăмăр. Морга мана илсе каймарĕç, сăнне кăтартмарĕç. Ăна юлашки çула ятуллă çи-пуçпа ăсатма ыйтрăм. Тупăк хупăлчине йăпăртлăха уçнă хушăра шурă костюм тăхăнтартнине çеç асăрхарăм. Асăмра Леша хитре тăрса юлчĕ», — чарăнми юхакан куççульне шăла-шăла калаçрĕ амăшĕ.

Инкек çынсене пĕрлештерет теççĕ. Хохловсем 17-ри пассажирăн, хĕрĕн, ашшĕ-амăшĕпе хутшăнаççĕ. Вĕсем патне Çĕрпÿ районĕнчи Паваркассине те кайнă. Маршруткăра вилнĕ пике Шупашкарта вĕреннĕ, Çĕрпĕве практикăна кайма хатĕрленнĕскер валли ашшĕ-амăшĕ хваттер те туяннă.

Çулталăк ытла тĕпчеççĕ

«Ачасене пытартăмăр. Вĕсем кушак çури тейĕн, вилĕмĕшĕн никам та каçару ыйтмарĕ. Пытару тăкакĕсем хамăртан ытларах тухрĕç, маршрутка водителĕсем, юлташĕсемпе тăвансем пулăшрĕç. Пассажирсемшĕн страховка укçи 2 миллион тенке яхăн тухнă пулсан водителĕн çемйине нимĕн те тивĕçмерĕ. Инкекчен шăп та лăп пĕр эрне маларах Леша хăйĕн пурнăçне 100 пин тенкĕлĕх страхлама ĕлкĕрнĕ. Чунĕ сиснĕ-ши е ăнсăртлăх-ши ку? Вил тăпри курăнми пуличчен чечек кăшăлĕ хучĕç. Унти хăюсене пĕлтĕр Çимĕкчен пылчăкран çуса тасатрăм, çĕнĕрен майлаштартăм.

Ку ĕç-пуçа халĕ те тĕпчесе пĕтермен. Малтанласа транспорт хирĕç килекен çул çине сиксе тухнă «Шкода» водительне, 18 çултискере, айăпласшăнччĕ. Кайран пĕр-пĕрин çине йăвантарма тытăнчĕç: фура айăплă-мĕн. Нумаях пулмасть тĕпчев ĕçне тытса вуларăм та тĕлĕнтĕм — аварире хальччен пулман «Опель» таçтан тупăннă. Унăн номерне те, хуçине те пĕлмеççĕ. Кам мĕнле хăвăртлăхпа пынине татăклăн калаймаççĕ имĕш, урăх экспертсене чĕннĕ. «Шкода» водительне хÿтĕлеме темиçе ваккат та тытнă терĕç. Укçа тÿлесе çăлса хăварассишĕн тапаланаççĕ. Эпир хамăр та — ваккатран та ваккат, ку ĕçе ахаль хăвармăпăр. Кирлĕ тĕк Мускава Андрей Малахов патне те çитĕпĕр. Следовательсене те асăрхаттартăм: тĕрĕс тĕпчĕр, унсăрăн «çÿлтен» тустарĕç. Мĕн кĕтеççĕ, кама шыраççĕ? Паянхи кун та уççи-хуппи çук», — ывăлĕн вилĕмĕшĕн никам та яваплăх тытманшăн пăшăрханчĕ амăшĕ.

Тусăм

30 çул каялла Вăрмар районĕнчи Вăтакаса упăшкин пĕртăванне пытарма кайсан Людмила Хохлова Галя Захаровăпа паллашнă. Çав хĕрарăмăн çырла пек кăмăлĕ ăна тÿрех килĕшнĕ. Каçкÿлĕм Галя Хохловсене хăйĕн килне çывăрма илсе кайнă. Выльăх-чĕрлĕх чылай усраканскерĕн пÿртĕнчи тирпейлĕх хăнасене тĕлĕнтернĕ. Кил хуçи шап-шурă вырăн сарса панă вĕсене.

Çав тăрăхра килĕштерекен, чунпа çывăхланнă хĕр-хĕрарăма парне парса «тусăм» тăвас йăла пур. Людмилăпа Галина та пĕр-пĕрне кĕпе тăхăнтартнă. Паянхи кун та вĕсем тăван пекех хутшăнаççĕ. Туса хамăра кура суйлатпăр мар-и? Гальăн та шăпи йывăр: вăл икĕ ачине, аслипе кĕçĕннине, пытарнă. «Икĕ çул каялла Сергей шывра путса вилсен унпа телефонпа калаçни асран тухмасть. «Мĕнле чăтатăн, тусăм?» — терĕм. Кĕçех ман пата çак хуйхă çаврăнса çитрĕ. Тÿсетĕн — ăçта кайса кĕрĕн? Гальăпа иксĕмĕр калаçатпăр, малалла мĕнле пурăнмаллине шухăшласа кăлараймастпăр. Çимĕкре масар çине каясран иксĕмĕр те хăратпăр», — палăртрĕ пурнăç хаярлăхне тÿсекенскер.

Тĕшмĕш мар-ши?

Çулăм... Хохловсен икĕ ывăлĕн шăпине татассине витĕм кÿнĕ вăл. Тĕшмĕшпе çыхăнман-ши ку? Çак ыйту амăшне те канăç паман. Хуравне шыраса таçта та çитнĕ хĕрарăм. «Никам та нимĕн те пĕлмест: «тухатлани çук» теççĕ çеç. Укçашăн кăна юмланă пекки тăваççĕ. «Битва экстрасенсов» телекăларăм пулăшасса шанатăп, çавăнта çыру çырас шухăш пур. Çулталăкра йăлтах пĕтрĕм: куç вăйĕ чакрĕ, чир-чĕре пула вилес патнех çитетĕп. Чĕре тапма вăй мĕнле çитерет-ши тульккăш? Вĕçĕм эмел хыпатăп. Мĕлке пек çÿретĕп», — хурланчĕ малашлăх тĕллевне çухатнăскер.

Тем тусан та пурнăçран уйрăлнă çынна чĕртсе тăратма çук. Андрей вилнĕ хыççăн Людмила Михайловна юрлама пăрахнă. Çамрăк чухне мĕн тери хаваслă, уçă саслă пулнă вăл! Стройкăра ĕçленĕ чухне мастер унăн сассине таçтан уйăрса илнĕ. Пурнăç йăлт тулласа, лутăркаса тăкнă, çамрăк чухнехи хавхаланулăхран нимĕн те хăварман. «Андрея пытарнă хыççăн йăлт сÿнчĕ, хăнана кайсан юрламан, ташламан. Каккуй? Кулма та тахçанах маннă. Çиçĕм Андрейăн хăлхинчен кĕрсе пĕç тĕпĕнчен тухнă. Ача хăй çунман, джинс куртки çиçĕм тухнă вырăнтан çунса шăтăк хăварнă. Ку тумтире халĕ те упратпăр. Кĕçĕн ывăлăма пытарнă хыççăн ларма-тăма вырăн тупаймастăм. Ĕçрен таврăннă чухне масар çине кĕрсе тухмасăр чун канмастчĕ. Вил тăпри çинче унпа калаçаттăм, макăраттăм...» — терĕ Людмила Хохлова.

Пурнăç тĕллевĕ пурах

«Ывăлăмсем — ылтăнччĕ. Уйрăмах Леша «мама, мама» тесе çеç тăратчĕ. Çамрăкпа — çамрăк, ватăпа ватă пекчĕ вăл. Ачисене юратса тăранаймастчĕ. Çав тери кăмăллăскерччĕ, çемйишĕн питĕ тăрăшатчĕ... Начар ĕçпе хурлантарнă, вăрçса тарăхтарнă тăк çухатăва йышăнма, тен, çăмăлрахчĕ. Сивĕ сăмахпа мар, сасă хăпартса та калаçман вĕт вăл. Лайăххисене илсе каяççĕ-ши унта? Çав çулпа кунсерен вун-вун маршрутка çÿрет, кашни 1-2 минутрах иртеççĕ. Мĕншĕн ку авари шăпах Леша тĕлне пулмаллаччĕ-ха? Эпĕ — 62-ре, сахал мар пурăннă темелле. Паваркассинчи 17-ри хĕрне çухатнă пĕлĕшĕмсемпе калаçатăп та шутсăр шеллетĕп. Вĕсем те: «Пурнăç пĕтрĕ, çын савăннине пăхса ларатпăр çеç», — теççĕ, çамрăк вĕт-ха хăйсем, 40-рен иртнĕ кăна.

Хам çине алă хурас шухăш та пуçа кĕрет, анчах капла тусан леш тĕнчере ачамсене кураймăп. Лешăна Андрюшăпа юнашар пытартăмăр. Вĕсемпе пĕрле пулмашкăн хам валли вырăн хăвартăм», — Людмила Хохлова çапла каланине илтсен чун пăчăртанса ыратрĕ. Ăна йăпатма пултаракан сăмахсем хăш кĕнекере пур-ши?

«Пирĕн çылăхсемшĕн ача-пăча шар курать. Тĕрĕс пурăнма пĕлместпĕр, кунран-кун çылăх пуçтаратпăр», — ыйхă вĕçнĕ каç­сенче тем тĕрлĕ те шухăшлать Людмила Михайловна. Вун-вун ыйту канăç памасть ăна — хуравне вара тупаймасть. Çапах вăл çирĕп курăнма тăрăшать: хăйне пăхать, бассейна çÿрет... Çак кунсенче сывлăхне çирĕплетмешкĕн больницăна выртрĕ.

Пурнăç тĕллевĕ пур сирĕн, Людмила Михайловна: Эдик, мăнукăрсем, упăшка юнашар. Сирĕншĕн чунран пăшăрханакан çын, иккĕленместĕп, тата нумай, вĕсене эсир питĕ кирлĕ. Малалла пурăнма хевте тупсан, йывăрлăха парăнмасан леш тĕнчери ывăлăрсен чунĕ сирĕншĕн савăннипе канлĕх тупĕ.

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.