Архив - Апр 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

апреля 21st

21 Апр, 2016

«Çынпа хутшăннă май Саша усалланмарĕ»

Шупашкарта пурăнакан çемьен пурнăçĕ 3-ри ывăлне Сашăна "аутизм" диагноз лартнă хыççăн пĕр самантра тĕпрен улшăннă. Çавăнтанпа амăшĕ Татьяна Сапожникова тĕпренчĕкне йĕркеллĕ пурнăçа хăнăхтарассишĕн кĕрешет.

21 Апр, 2016

«Пирĕн анне - эсĕ»

Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелте пурăнакан Светлана Любимова ачасене питĕ юратать. Путсĕр Алена, пиччĕшĕн Геннадин арăмĕ, тĕпренчĕкĕсене пăхманни, вăл кунĕн-çĕрĕн ÿсĕр çапкаланса çÿрени унăн чунне питĕ ыраттарнă.

21 Апр, 2016

«Пирĕн анне - эсĕ»

Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелте пурăнакан Светлана Любимова ачасене питĕ юратать. Путсĕр Алена, пиччĕшĕн Геннадин арăмĕ, тĕпренчĕкĕсене пăхманни, вăл кунĕн-çĕрĕн ÿсĕр çапкаланса çÿрени унăн чунне питĕ ыраттарнă.

21 Апр, 2016

«Макăрмашкăн маншăн кирлĕ мар - эп вилмен»

Кĕнеке алăран яман

«Кăвак пĕлĕт тăрăх хĕвел шăвăнать,

Ешĕл уй-хир тăрăх çилĕ йăпшăнать.

Ман пуç çур çилпе çăвăнать,

Çур çилпе эп хам савăнап.

...Манăн ăшăмра иртенпе

21 Апр, 2016

«Чăваш ачисем валли мюзиклсем кирлĕ»

«Виктория» «çĕнтерÿ» тенине пĕлтерет. Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче вĕрентекенсен туслă çемйинче кун çути курнă Виктория ЗАХАРОВА юрăç тата композитор çак тĕнчене çĕнтерÿçĕ пулмах килнĕ.

апреля 14th

14 Апр, 2016

Евчĕ патне туйăм шыраса килеççĕ

Этем уйрăмах çуркунне юрату шырать. Савни тупас текен çыннăн кашнин хăйĕн сăлтавĕ, Турă çырнипе тĕл пуласшăн çунакан та нумаййăн. Хăшĕ-пĕри ку ĕçре пулăшу ыйтма евчĕ патне çул тытать.

14 Апр, 2016

«Хулара ят-сум çĕнсе илме йывăр»

Каçал пики Екатерина Антонова Иван Шишкинăн «Хырлăхри упасем», Борис Кустодиевăн «Çăварни», Иван Айвазовскин «Каприри уйăхлă каç» картинисене кăмăллать.

14 Апр, 2016

Алла мĕн лекет - çавна йăкăртаççĕ

Çуркунне çут çанталăк ыйхăран вăранать. Вăрăсем те «ухутана» тухаççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем çуркунне çеç мар, кунĕн-çĕрĕн «ĕçлеççĕ». Тавралăх ешернĕ вăхăтра ют çын пурлăхне вăрланă тĕслĕх йышланнă. Ара, пурте дачăна васкаççĕ-çке.

14 Апр, 2016

Пăнтăхнă улма-çырларан вĕретнĕ компотшăн явап тыттарнă, е Потребительсен прависене пăсни пирки

"Ревизорро" телекăларăм ертÿçи Елена Летучая Шупашкара килсе кайни нумайăшне апатлану тата кану вырăнĕсенче тимлĕрех пулма хистерĕ. Тĕрĕссипе, столовăйра таракан чупнине, тирпейсĕрлĕхпе тасамарлăх хуçаланнине час-часах куратпăр. Шел те, потребительсен прависене пăсни пурнăçра тăтăшах тĕл пулать. Лавккаран пăсăлнă пулă йăтса килетĕн, пасарта туяннă пушмакăн кĕлли пĕр эрнеренех хуçăлать, общество транспортĕнче водитель пирус туртнăран чыхăнатăн... Кусем йăлтах йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă.

Страницы