Архив - 7 Апр, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

7 Апр, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 13 (6106) №. 7.04.2016

7 Апр, 2016

«Пуянсем концерта мухтанма çеç çÿреççĕ»

Демпит, канифоль, сурдина, фермата, сольфеджио, сольмизаци... Çак сăмахсен пĕлтерĕшне нумайăшĕ ăнланмасть. Василий Журкин вĕсем çинчен çĕрле ыйхăран вăратсан та каласа параять. Ку ăнлавсемпе вăл садике çÿренĕ вăхăтрах паллашма пуçланă.

7 Апр, 2016

Çурт тулли ача — пуянлăх

Вăрнар районĕнчи Кивьял пысăках мар пулин те унта алă ĕçĕ тăвакан та, выльăх нумай усракан та пур. Эпир ялти нумай ачаллă çемьесем патне çитме тĕллев лартрăмăр. Вĕсем 5-шер ача çитĕнтереççĕ, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ.

7 Апр, 2016

«Кристина амăшĕн вил тăпри çине килесшĕнччĕ»

  Ырă кăмăллăччĕ, кирек кама та яланах пулăшма хатĕрччĕ, кашни куна йăл кулăпа кĕтсе илетчĕ... Кристина Таренко тăванĕсен, юлташĕсен асĕнче çапла çырăнса юлнă. Шел, çакна иртнĕ вăхăтра калама тивет. "Вăл хурлăх мĕнне пĕлместчĕ" , — терĕ унăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Диана. Кашни пулăмра лайăххине шырама хăнăхнă пикен пурнăçĕ, шел, ырăпа вĕçленмен. Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче, çурхи илемлĕ кун, Кристинăн кун-çулĕ ăнсăртран татăлнă.

7 Апр, 2016

Ывăлĕсемпе юнашар вырăн хăварнă

Пĕлтĕрхи пушăн 24-мĕшĕнче «Çĕрпÿ — Шупашкар» çулпа çÿрекен маршрутка Кÿкеç çывăхĕнче аварие лекни, унта тăватă çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни пирки массăллă информаци хатĕрĕсем татти-сыпписĕр хыпарларĕç. Хăрушă инкекре пассажирсемпе пĕрле водитель çуннă.

7 Апр, 2016

“Несĕлсен йăлине пăхăнсан халăх пек упранса юлайăпăр"

Пурнăçа тытса чараймăн. Саманапа пĕрле этем те улшăнать. Вăл хăйĕн тавракурăмне анлăлатать, иртнине тишкерсе мăн асаттесемпе асаннесен кун-çулне урăхла йышăнать. Обществăри улшăнусем те çын шухăшлавне çивĕчлетеççĕ. Паспортра «национальноç» йĕрке çухалчĕ.

7 Апр, 2016

Чăвашсен ырă кăмăлĕнчен тĕлĕннĕ

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Ольга Филиппова класри картта çинче Аслă Британие сăнанă май: «Ку пĕчĕк патшалăхра халăх мĕнле пурăнать-ши? Пур çĕрте те — юханшыв», — тесе шухăшланă. Ку çĕршыв картта çинче çеç пысăк мар иккенне вăл унта кайсан ăнланнă.

7 Апр, 2016

Специальноç çуккипе ют тăрăха каяççĕ

Статистика кăтартнă тăрăх, паянхи кун пирĕн республикăра миллион та 236 пин çын пурăнать. Ку, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 2 пин çын сахалрах. Чылайăшĕ пысăк укçа шыраса Чăваш Енпе сывпуллашать. Алла лайăх специальноç илес тесе республикăран каякан çамрăк та йышлă. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнисенчен пĕр пайĕ аслă пĕлÿ илмешкĕн урăх региона çул тытать, хăйне килĕшекен университет е институт суйлать. Пĕлтĕр РФ вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов пирĕн республикăна килсен «Чăваш Республики вĕренÿ тытăмĕнчи тĕрлĕ кăтартупа — Раççейре малтисен йышĕнче», — тенĕ.

7 Апр, 2016

Хальхи çамрăксем спорта юратаççĕ

XXI ĕмĕрте студентăн пурнăçĕ те улшăннă. Чылай çын шухăшĕпе, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи тата паянхи çамрăксем пĕрешкел мар. Студент пирки юлташĕсем, пĕрле вĕренекенĕсем, тăванĕсем тĕрлĕрен каласа пама пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн вăл — чи лайăх ача, тусĕсемшĕн — хаклă юлташ... Тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем паянхи студента мĕнле сăнлаççĕ?

7 Апр, 2016

Шупашкарта кăвакарчăн мĕншĕн сахал?

Чăваш эстрада юрă­çин Полина Борисовăн проектне халăх хапăлласах йышăннине Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕн залне лăк тулли çын пухăнни те кăтартать. Нумаях пулмасть «Чăваш Woman» сцена çине виççĕмĕш хут тухрĕ.

Страницы