Çурт тулли ача — пуянлăх

7 Апр, 2016

Вăрнар районĕнчи Кивьял пысăках мар пулин те унта алă ĕçĕ тăвакан та, выльăх нумай усракан та пур. Эпир ялти нумай ачаллă çемьесем патне çитме тĕллев лартрăмăр. Вĕсем 5-шер ача çитĕнтереççĕ, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ.

Йĕкĕреш — кĕтмен парне

«Çемье пурнăçĕнче чи кирли — чăтăмлăх. Юрату нумая тăсăлмасть», — тенĕ вырăссен паллă çыравçи Антон Чехов. Çак сăмахсенче тĕрĕслĕх пурах. Чуп-чуп уйăхĕ ĕмĕр тăршшĕпех тăсăлмасть-çке. Çемье тĕрекĕ ăнланупа çураçулăхран нумай килет. Борисовсем те, ахăртнех, çак чăнлăха ăса хывса кун кунлаççĕ. Арăмĕпе упăшки килĕштерсе пурăннăранпа кăçал 20 çул çитет. Мăшăр пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланать. Светлана Борисова Вăрнар районĕнчи Айкăшра çуралса ÿснĕ. Василий Валерьяновичпа вĕсем Вăрнарти химзаводра пĕрле ĕçленĕ чухне паллашнă. Хĕрпе каччăлла çулталăк çÿренĕ хыççăн туй тунă.

Çут тĕнчене пĕрремĕш хĕр килнĕ. Халĕ Елена Шупашкарти медицина колледжĕнче фармацевта вĕренет. Татьянăпа Александр йĕкĕреш Борисовсемшĕн кĕтменлĕх пулнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.