Комментировать

7 Апр, 2016

«Пуянсем концерта мухтанма çеç çÿреççĕ»

Демпит, канифоль, сурдина, фермата, сольфеджио, сольмизаци... Çак сăмахсен пĕлтерĕшне нумайăшĕ ăнланмасть. Василий Журкин вĕсем çинчен çĕрле ыйхăран вăратсан та каласа параять. Ку ăнлавсемпе вăл садике çÿренĕ вăхăтрах паллашма пуçланă.

Васьăна амăшĕ Татьяна Михайловна пĕчĕклех «ĕçе» кÿлĕнтернĕ. Тăватă çулта чухне арçын ача Шупашкарти В.П.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулне çÿреме тытăннă. Унта кайма пĕрре те кăмăл пулман унăн, çапах амăшĕн сăмахĕнчен иртмен. Çавăншăн çывăх çыннине халĕ пысăк тав сăмахĕ калать. Шкул ÿсĕмне çитсен Вася тĕп хулари 4-мĕш гимназие сукмак хывнă.

— Анне тархасланăран музыка шкулне çÿреме чарăнмарăм. «Тата пĕр-икĕ çул çÿресе пăх-ха. Чуну пачах та туртмасан тек хистемĕп», — ыйтатчĕ вăл. Эпĕ урамра çапкаланса çÿресрен питĕ хăратчĕç аттепе анне. Ĕçлекен çын пек килтен ир-ирех тухса каяттăм та каçхине тин таврăнаттăм. Икĕ пĕлÿ çуртĕнчи классем пĕрешкел пыратчĕç. 2-мĕш класра ăс пухнă чухне пурнăçăм кĕтмен çĕртен улшăнчĕ. Малашлăха мĕнле çулпа утмалли палăрчĕ, — аса илчĕ Василий кĕвĕ тĕнчипе епле çывăхланнине. — Асăннă тапхăрта музыка шкулĕнчи вĕрентекен Наталия Серегина мана: «Василий, санăн пысăк пуласлăх. Эсĕ пĕтĕмпех пултаратăн. Атя конкурса хатĕрленер», — терĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.