- Чăвашла верси
- Русская версия
«Леш тĕнчере те хитре çÿреччĕр»
«Ачăрсен куççульне упрăр. Вĕсем ăна сирĕн вил тăпри çинче юхтарма пултарччăр», - тенĕ Пифагор. Муркаш районĕнчи Кудьковсем те, Элĕк тăрăхĕнчи Казаковсем те пĕртен-пĕр ывăлне хĕрĕсемпе танах упраса тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме, телейлĕ пурнăç парнелеме тăрăшнă. Шел, Авалхи Греци философĕ калани вĕсен пурнăçĕнче чăнлăхпа пĕр килмен. Миçе çул ĕнтĕ ватă ашшĕ-амăшĕ ывăлĕн вил тăпри çине кайса çÿрет.
Алăк умĕнчен уйрăлман
Муркаш районĕнчи Вăрман Хачăкра çуралса ÿснĕ Григорий Кудьков пурăннă пулсан ыран 45 çул тултарнине çемйипе, мĕн пур тăванĕпе паллă тăвĕччĕ. Шел те, ăна çак юбилейре юрласа-ташласа савăнма пÿрмен.
Раисăпа Евгений Кудьковсем ултă ачана кун çути парнеленĕ. Пилĕк хĕр хыççăн ывăл та тупăннă. Анчах ашшĕ-амăшĕ пĕртен-пĕр ывăлĕпе Гришăпа, ытти тĕпренчĕкĕпе хĕпĕртенĕ пек, ватлăх çулĕсенче савăнайман.
Комментировать