Архив - 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

декабрь 3rd

Çак тĕнчере пурăнакан пур çын та тан. Анчах Турри телейне кашнине пĕр пек валеçмест. Тĕрĕссипе, çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ камшăн мĕнле. Пĕрисемшĕн - тăвансем çумра пулни, теприсемшĕн мул хаклăрах. Пĕрисем - хĕвел çутипе вăранса чун ăшшине çывăх çыннисене парнелеме, теприсем чаплă иномарка туянма ĕмĕтленеççĕ. Çын инкек курсан телей пĕлтерĕшне урăхла ăнланма тытăнать. Икке пайланнă пурнăç хыççăн ура çине çĕнĕрен тăма тивет. Паллах, ку çăмăлах мар. Çапах çывăх çынсем çумра пулни, ĕненни малалла талпăнма вăй паратех. Вĕсемех йывăр пурнăçа çутă кĕртме тăрăшаççĕ.

Андрей КУЗНЕЦОВПА темиçе çул каялла филармонири концертра паллашрăм. Ун чухне вăл хăйне чăваш эстрадинче шырама çеç пуçланăччĕ. Хăйĕн çулĕ çине çирĕп тăма талпăнни тата шалти вăй-хăвачĕ ăна вун-вун юрă калăпласа халăх патне илсе çитерме пулăшрĕç. Хăйне шаннипе вăл Сĕнтĕрвăрри районĕн «Сĕнтĕр ен» ентешлĕхĕн тилхепине алла тытма килĕшрĕ. Нумаях пулмасть Андрей Кузнецов Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕн ĕçне кÿлĕнчĕ. Чăваш чĕлхине, культурипе йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн вăй хуракан çамрăка «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне чĕнтĕм.

Ашшĕ 6 тата 7 çулсенчи хĕр пĕрчисене пĕчченех ÿстерни çинчен пĕлсен шутсăр хытă пăшăрхантăм. Мĕнле пурăнаççĕ-ши вĕсем? Ачасен çÿçне кам çивĕтлет? Кам çăвăнтарать? Кам пĕрле ларса урок тăвать?.. Нумай-нумай ыйту мана икĕ талăк канăç памарĕ, çĕрле ыйхă татсах тулли мар çемье çинчен шухăшларăм. Иртнĕ шăматкун, кану кунне пăхмасăрах, Шупашкар районĕнчи Явăша çитсе килтĕм.

ноябрь 26th

Эпĕ кĕçĕр çывăраймарăм. Шухăш, ĕмĕт авăрĕ çавăрттарчĕ. Çавăрттарчĕ… çавăрттарчĕ… Чун ыратнăран вăрманти ватă юман айĕнче куççульпе макăртăм. Вăрман хăлхасăр пулчĕ, илтмерĕ. Ытла та тунсăх чĕрере… Тен, ку пĕрремĕш юрату? Камран ыйтас, кама калас? Пуçран тухмасть Нарспи сăнарĕ. Ытла та çывăх, телейсĕр хĕр.

Шкула çÿреме пуçличченех сцена çине тухнă, кăштахранах тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартнă пулин те Анна Кудряшова ÿссен тухтăра вĕренме ĕмĕтленнĕ. Çапах алла аттестат илсен шухăшне тăрук улăштарнă - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика факультетне кĕнĕ.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пакунлисем ялсенчи «усламçăсемпе» кĕрешетчĕç. Ун чухне чылай килте сăмакун юхтарнă, хăшĕ-пĕри ăна сутнă та. Милици тĕрĕслевпе çитсен çынсем хăранипе сăмакун аппаратне юр айне пытарни, çырмана ывăтни мĕн чухлĕ пулнă-ши? Ку енĕпе халĕ лару-тăру çивĕч темелле мар.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Николай Тереньтев пьесипе черетлĕ премьера иртрĕ. Наталия Сергеева режиссер лартнă «Манăн çăлтăр тÿпере» драмăн теми паянхи куншăн та çивĕч: çынсен хутшăнăвĕсем, юрату, çамрăксен пуласлăхĕ.

«Йывăр пурнăç йăвантарĕ, ула пурнăç улаттарĕ», - ваттисем пĕлмесĕр çапла каламан. Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарнине кура Турă ăна йывăрлăх ярса парать теççĕ халăхра. Элĕк районĕнчи Тури Хурасанта пурăнакан Виталий Филипповăн чăтăмлăхне те шăпа тĕрĕсленĕ тейĕн.

Страницы