Комментировать

26 Ноя, 2015

Пушă пучах пулас марччĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Николай Тереньтев пьесипе черетлĕ премьера иртрĕ. Наталия Сергеева режиссер лартнă «Манăн çăлтăр тÿпере» драмăн теми паянхи куншăн та çивĕч: çынсен хутшăнăвĕсем, юрату, çамрăксен пуласлăхĕ.

Ял каччи, ферма заведующийĕ, Илья Родионов /Сергей Павлов/ çÿллĕ шайри спорт ăмăртăвĕнче чемпион пулса тăрать. Ăна хулана чĕнеççĕ, пысăк малашлăх чаплă, карьера шантараççĕ. Çăмăл атлетика «çăлтăрĕпе», чипер те хÿхĕм Инга Ласточкинăпа /Анна Кудряшова/ тĕл пулсан каччă ялти савнине Эльтука та /Оксана Драгунова/ манать. Илюша ял-йыш та, ашшĕ-амăшĕ те хулана ярасшăн мар. Çамрăксем тухса кайсан кам çинче тытăнса тăрĕ ял? Эльтук та чунтанах хурланать, унăн çие юлнă. «Малтан хам вырнаçăп, кайран сана илсе килĕп», - çапла каласа сыв пуллашать каччă.

Илюшпа Инга хушшинче хĕрÿ юрату çуралать. Вăл каччăпа хĕре ырату кăна кÿрет, мĕншĕн тесен икĕ çыннăн шухăшлавĕ, пурнăçа хакласси тĕрлĕрен: Ингăшăн кил, çемье, ĕç - пĕрремĕш вырăнта, Илья вара паянхи кунпа кăна пурăнать. Каччă тăван ялне манасшăн, Эльтукпа ывăлĕ патне таврăнасшăн мар. Ăна «çăмăл» укçа, хаваслă та ирĕклĕ пурнăç илĕртет. Зоотехник специальноçне алла илнĕскер хулара ĕç тупаймасть. Инга савнийĕ нишлĕ чунлине ăнланса илет, çавăнпах унăн арăмĕ пулма хирĕçлет. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.