Наркăмăшлă эрех Раççейĕпех сарăлнă
26 Ноября, 2015 | Происшествия | Хăрушă!

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пакунлисем ялсенчи «усламçăсемпе» кĕрешетчĕç. Ун чухне чылай килте сăмакун юхтарнă, хăшĕ-пĕри ăна сутнă та. Милици тĕрĕслевпе çитсен çынсем хăранипе сăмакун аппаратне юр айне пытарни, çырмана ывăтни мĕн чухлĕ пулнă-ши? Ку енĕпе халĕ лару-тăру çивĕч темелле мар. Анчах пакунлисен урăх енĕпе çанă тавăрса ĕçлемелле. Çĕнĕ ĕмĕре кĕнĕренпе йĕрке хуралçисем «тĕп сакайĕнчи» контрафактлă эрех «усламçисене» йĕрлесе явап тыттараççĕ. Халĕ лавккасенче эрех-сăрана саккунра палăртнă хакран йÿнĕрех сутма юрамасть. Çакă «хура бизнес» çыннисемшĕн питĕ меллĕ - таçтан-муртан кÿрсе килнĕ хаяр шĕвеке алăран самай йÿнĕрехпе сутаççĕ. Йÿнĕ тавар халăха яланах илĕртни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Йĕрке хуралçисем ку сисчĕвленмелли сăлтав пулнине кашнинчех асăрхаттарсан та çав кĕрепле çинех пусатпăр-çке… Кăçалхи чÿк уйăхĕ Чăваш Еншĕн хура кăранташпа çырăнса юлĕ. Элитлă маркăллă ром ĕçсе тÿрех виçĕ çын наркăмăшланса вилнĕ. Хăрушла янăраççĕ çак сăмахсем. Унтан Раççейри тĕрлĕ регионта çынсем эрехпе наркăмăшланса пурнăçран уйрăлнă пирки хыпарсем тĕнче тетелĕнче çине-çинех курăнма тытăнчĕç.

«Леш тĕнчере тĕл пулчĕç ĕнтĕ…»

22 çулти Юрăпа 20-ри Наташăн та халĕ пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ. Пĕр-пĕрне тахçантанпах килĕштернĕ хĕрпе каччă çитес çулхи нарăс уйăхĕнче тăван-пĕтене туй кĕрекине пухма ĕмĕтленнĕ. Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕ, шăмат кун. Юрăпа Наташа пĕрле пурăнма пуçланăранпа пĕр уйăх çитнине Шупашкарти тара илнĕ хваттерĕнче иккĕн уявлас тенĕ. Юра пĕлĕшĕнчен ром туяннă. Çук, хĕрпе каччă нихăçан та эрех-сăрапа туслă пулман, вĕсем пирус та туртман. Ĕçкĕç «Bacardi Black» элитлă маркăллă ром туянать-и вара? Урăлмасăр кунĕн-çĕрĕн «çуттине» янклаттаракансем аптекăра «фунфурик» патне черет тăраççĕ. Юра вара пĕлĕшне шаннă, çавăнпах ăна ром хакĕ те иккĕлентермен ахăртнех. 200 тенкĕпе туяннă вăл ăна. Тепĕр кунхине Наташăпа Юра хăйсене япăх туйма тытăннă. Хăснă вĕсем, хырăмĕ ыратнă. Наташăн пилĕк тĕлĕнчен туртса сурнă. Каç енне хĕр васкавлă медпулăшăва чĕннĕ. Кун пирки вĕсем никама та систермен. Юрăн аппăшĕ Наталья та шăллĕпе савнийĕ больницăна лекнине пĕлмен.

- Вĕсем, ахăртнех, хăйсене ятласран хăранă. Юрăпа Наташа эрех ĕçекен çынсем пулман-çке. Тунти кун ирхине çеç илтрĕм кун пирки, - хурлăхлă сасăпа калаçрĕ Наталья. Вăл халĕ те шăллĕпе унăн савнийĕ пурнăçран уйрăлнине ĕненмест, йышăнаймасть.

Тунти кун Наташăпа Юра комăна кĕрсе ÿкнĕ. Шăпа пĕр-пĕрне чунран савакан мăшăра пĕр вăхăтра куçĕсене хупма пÿрнĕ-ши - тăна кĕреймесĕрех вилнĕ вĕсем. Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Наташа сывлама пăрахнă, тепĕр кунхине - Юра…

- Малтанах вĕсене çумăн пытарасси пирки шухăшларăмăр. Анчах халĕ расна çĕрте выртаççĕ. Çапах лере, çÿлте, тĕл пулчĕç пулĕ, - çакна каланă чухне Натальйăн чунĕ епле ыратнине сăмахпа çырса кăтартаймăн. Юрăна тăван ялĕнче, Вăрнар районĕнчи Кăмашра, пытарнă. Наташа вара çуралнă тăрăхĕнче, Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче, ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă. Ял халăхĕн çăварне карта тытса çавăраймăн теççĕ. Хĕр ÿснĕ тăрăхра темĕн калакан та тупăннă. Наташăпа Юра хулара наркотик тутанса, эрех ĕçсе пурăннă имĕш. Вĕсем амăшĕн чĕри тăвар сапнă суран пек ыратса çурмалла пайланнине, вăл Çĕр чăмăрĕнчен те пысăк хуйхă тÿснине ăнланаççĕ-ши вĕсем? Сиенлĕ йăласемпе туслă пулман Наташăпа Юра пирки çапла калама мĕнле хăяççĕ-ши? Пурăнан пурнăçра пĕр тумлам эрех ĕçмесĕр пулмасть-çке.

 

Тăватă çын - пĕр ушкăн

Тухтăрсем тем пек тăрăшсан та Юрăпа Наташăна çăлайман. Вĕсем метил спирчĕпе наркăмăшланни паллă. Кăштахран çавнашкалах тепĕр тĕслĕх пулнă. Чÿк уйăхĕн пĕр кунхине больницăна 30 çулти хĕрарăма илсе пынă. Вăл та - çавăн пекех симптомсемпе. РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕ палăртнă тăрăх, çамрăк хĕрарăм та чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче уявра пулнă. Çав каç Шупашкар районĕнчи Ишлей салине тусĕн çуралнă кунне çитнĕ, вăл та «Bacardi Black» этикеткăллă ром ĕçнĕ. Тепĕр кунхине ăна та япăх пулса кайнă. Хĕрарăма больницăна илсе çитернĕ-ха, анчах çăлма май килмен - вăл чÿкĕн 14-мĕшĕнче куçне яланлăхах хупнă. Следовательсем суррогатлă алкоголе çуралнă куна çав хĕрарăмăн 33-ри упăшки илсе килнине палăртнă. Темиçе кун маларах вилнĕ Юра та рома унран туяннă. Следовательсем 33-рискер наркăмăшлă рома 36 çулти арçынна сутнине те тăрă шыв çине кăларнă. Унăн пурнăçĕшĕн тухтăрсем кĕрешнĕ. Телее, çăлма май килнĕ ăна. Вăл халĕ больницăран тухнă. 33 çулти арçынна вара тÿрех тытса чарнă.

Следствин оперативлă ушкăнĕ кĕске вăхăтрах хура çак ĕçе хутшăнма пултарнă тепĕр виçĕ çынна чарнă. Вĕсен йышĕнче - коммерци организацийĕн 32-ри генеральнăй директорĕ, унпа пĕрле пурăнакан 31-ри хĕрарăм тата арçыннăн 50-ри амăшĕ. Вĕсем Улатăр тата Шупашкар хулисенче контрафакта элитлă алкоголь тесе йÿнĕпе сутнă. Следовательсем шухăшланă тăрăх, саккунсăр бизнеса фирма директорĕ йĕркеленĕ. Сăмах май, вăл кăçал полици ĕçченне хур кăтартнăшăн уголовлă майпа явап тытнă. 2012 çулта вара ăна 17-ри хĕре асăрханмасăр вĕлернĕшĕн айăпланă. Халĕ ку ĕç-пуçа уçăмлатаççĕ. Шыравсем ирттернĕ чухне 900 ытла ещĕк контрафактлă алкоголь туртса илнĕ.

- Пĕтĕм алкоголе экспертизăна янă. Унта метил спирчĕ пурри пирки пĕтĕмлетÿ килсен çеç калама пулать. Больницăра вилнĕ çынсем ĕçнĕ кĕленчесенче метанол пулни паллă ĕнтĕ. Çав çынсем элитлă маркăллă рома алăран туяннă. Халĕ следстви суррогат алкоголе ăçта сутнисене, ăна ăçтан тата камсем илсе килнине тупса палăртас тĕллевпе ĕçлеççĕ, - терĕ следстви управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев.

 

Ăçтан кÿрсе килеççĕ?

РФ Следстви комитечĕн сайтĕнче халăха алкоголе иккĕлентерекен вырăнсенчен туянмалла маррине тепĕр хутчен асăрхаттарса çырнă. Чÿкĕн 23-мĕшĕнче палăртнă тăрăх, Раççейре юлашки икĕ эрнере суррогатлă алкогольпе 15-ĕн наркăмăшланса вилнĕ, 10 ытла çынна больницăна илсе çитернĕ.

Чÿкĕн 21-23-мĕшĕсенче Красноярск крайĕнче «Jack Daniel's» этикеткăллă алкоголь шĕвекĕ ĕçсе 5 çын вилнĕ. Вĕсем эрехе Интернет урлă йÿнĕ хакпа туянни паллă. Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Курск облаçĕнче «BACARDI» этикеткăллă алкоголь продукцийĕ ĕçсе икĕ хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Следстви палăртнă тăрăх, вĕсенчен пĕрин упăшки эрехе Мускав облаçĕнчи суту-илÿ комплексĕн путвалĕнче вырнаçнă складра туяннă. Мускав облаçĕн следователĕсем Домодедово районĕнче пилĕк çын эрехпе наркăмăшланса вилнине тĕпчеççĕ. Шырав ирттернĕ хыççăн контрафактлă алкоголь /шурă эрех, ром, коньяк, шампань эрехĕ/ тултарнă фура тупнă. Суррогата тултарнă вырăна та палăртнă. Çавăнтах эрехе упранă, сутмашкăн хатĕрленĕ. Çак бизнеса йĕркеленĕ çынсене кĕске вăхăтрах тупса палăртнă.

Çÿлерех асăннă çынсем ют çĕршывра кăларнă хаклă йышши эрехсемпе наркăмăшланнă. Çавăнпа РФ Следстви комитечĕ Раççейре кун тĕлĕшпе преступниксен темиçе ушкăнĕ ĕçлет тесе шухăшлать. Алкоголе чикĕ леш енчен илсе килме пултарнине те хирĕçлеме çук, çавăнпа ведомство кÿрсе килнĕ продукцисене тĕрĕслес ĕçе çирĕплетмелли пирки калать.

Чăваш Енри следовательсем республикăна кисретнĕ хăрушă ĕçе малалла тĕпчеççĕ. Следовательсем пĕлнĕ тăрăх, çынсен аллинче элитлă маркăллă эрех пур. Вĕсем «Bacardi Black» тесе çырнă кĕленчесем тĕлĕшпе уйрăмах асăрхануллă пулмаллине, ăна ĕçме юраманнине калаççĕ. Çакнашкал алкоголе курнисене 8/8352/ 45-01-83 /талăкĕпех ĕçлет/, 66-24-56 /ирхи 9-тан пуçласа каçхи 6 сехетчен ĕçлет/ номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Ирина АЛЕКСЕЕВА"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.