Архив - Сен 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

сентября 10th

10 Сен, 2015

”Нимĕçсем çемье çавăрма васкамаççĕ”

Агата Молчанова çуралнă чухне Аслă Британи çыравçи Агата Кристи кун çути курнăранпа 100 çул çитнĕ. Амăшĕ ăна халалласа хĕрне çапла ят панă. Агата Молчанова Курскра кун çути курнă, каярахпа амăшĕпе тăван тăрăхне, Çĕрпÿ районĕнчи Кăнара, куçса килнĕ. Кунта вăл шкула çÿренĕ. Вырăсла калаçса ÿснĕскер чăвашла пупленине кăмăлтан итленĕ. Тăван чĕлхепе калаçнă чухне илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе усă куракансене уйрăмах тимленĕ вăл. Çапах хăй вĕсем пек илемлĕ пуплеме хăнăхайман. Агата халĕ Германире пурăнать. Унпа скайп урлă çыхăнма май килчĕ.

10 Сен, 2015

Чăвашсен мухтавлă ывăлне халалласа

Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаев пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 86 çул тултарĕччĕ. Пирĕн пĕчĕк республика çинчен тĕнчипех пĕлтернĕ Андриян Григорьевича сума суса кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет.

10 Сен, 2015

Вĕлтĕрен хушшинче тупнă “пурлăх”, е Çухалнă медальсем çинчен

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине Раççейĕпех анлă паллă турĕç. Чăваш Енре те Аслă Çĕнтерĕве халалласа мероприяти чылай иртрĕ. Таса тÿпеллĕ куна çывхартнă паттăрсене хисеплесе юбилей медалĕсемпе чысласси йăлара. Кăçал та юнлă хирсенче çапăçнă ветерансене, тыл ĕçченĕсене, фашистсен концлагерĕнче асапланнă çул çитмен узниксене "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни" юбилей медалĕсене пачĕç. Чăваш Енре 24 пин ытла çын ăна тивĕçнĕ.

10 Сен, 2015

Помост çинче яшши те, ватти те

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ЧР парламенчĕн ертÿçин, кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ йăлана кĕнĕ IV турнирта Мари Элти, Мордва Республикинчи, Чăваш Енри, Самар, Киров тата Ульяновск облаç

10 Сен, 2015

Вăрçă та вĕсен юратăвне татман

Шупашкар районĕнчи Шупашкаркассинчи Костинсем кăçал тимĕр туя, пĕрлешнĕренпе 65 çул çитнине, паллă тунă. «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕскерсене кирек кам та ăмсанĕ - мăшăр халĕ те пĕр-пĕрин çине савса пăхать. «Шкулта вĕреннĕ чухнех килĕштертĕм, питĕ хитре хĕрачаччĕ вăл.

10 Сен, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

<=Эпĕ Оля Баранова ятлă, 26 çулта. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Гороскоппа - Пулă. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама юрататăп. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп, йогăпа интересленетĕп.

=>Сăнÿкерчĕкре - Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Лукиянова. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухать. Спорта юратаканскер çăмăл атлетикăна кăмăллать, хутăш кĕрешÿ секцине те çÿрет. Пушă вăхăт тупăнсанах алла акварельпе киçтĕк тытма васкать. Тусĕсемпе кинотеатра çÿреме, урамра уçăлса çÿреме юратать.

10 Сен, 2015

Çу варринче ĕне сутса шашлăк çирĕç

Ĕненетĕр-и е çук-и - «Çамрăксен хаçатне» алла тытсан савăнса-тăпăртатса çеç тăратăп. Тен, ман пирки япăх калакан та пур, анчах эсир, Ташук тусăмпа Анаткасри Элекçи Тихăнĕ, кăмăлăма мачча таранах хăпартлантартăр. Элекçи Тихăнĕ, санăн сăввуна хаçатран касса илсе хам выртса тăракан кравать патĕнчи стена çине çыпăçтартăм. Халĕ ирхи 4 сехетре куç чалт! кăна уçăлать. Ара, санăн сăввуна кашни ир вуласа кăмăла çĕклетĕп те картише савăнсах тухатăп. Ташук, санăн çырăвна та вуларăм. Каçар мана, часах çыраймарăм. Хăвах пĕлетĕн: ялта ĕçĕ пуç тÿпи таранах.

сентября 3rd

3 Сен, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 35 (6076) №. 03.09.2015

3 Сен, 2015

Çар вăййисенчен машинăпа таврăннă

Алабино /Мускав облаçĕ/, августăн 15-мĕшĕ. «Пĕтĕм тĕнчери çар вăййисем - 2015» ăмăртăвăн юлашки кунĕ. Конкурссен çĕнтерÿçисене тĕрлĕ номинаципе чысланă самант.

3 Сен, 2015

Юрăçсем хăяр тăварлама вăхăт тупаççĕ

Сисмерĕмĕр те - урамра кĕр хуçаланма тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, çуллахи кунсенче хĕвел ăшшипе ытлах киленеймерĕмĕр. Тăтăшах çумăр çунипе пахчари ĕçсене вăхăтлăха хăварма тиврĕ. Анчах ăна та усăсăр ирттерме хăнăхман чăвашсем: ăмăр çанталăкра та хуçалăхра ĕçлемелли тупăнать.

Страницы