Комментировать

3 Сен, 2015

Çар вăййисенчен машинăпа таврăннă

Алабино /Мускав облаçĕ/, августăн 15-мĕшĕ. «Пĕтĕм тĕнчери çар вăййисем - 2015» ăмăртăвăн юлашки кунĕ. Конкурссен çĕнтерÿçисене тĕрлĕ номинаципе чысланă самант. Типçĕр çийĕн çÿрекен çарсен тĕп ертÿçи Олег Салюков полковник генерал пирĕн салтаксем «Танк биатлонĕ» конкурсăн «Чи туслă экипажĕ» номинацире мала тухнине, ума лартнă тĕллеве 100 проценчĕпех пурнăçланине пĕлтернĕ. Плац умĕнче ларакан вĕр-çĕнĕ «Патриот» УАЗ автомобиль уççисене экипажа парса чысланă. «Суворовский натиск» конкурсăн уйрăм чупăвĕнче 1-мĕш вырăн йышăннăшăн пехотăн çар машинин /БМП-2/ экипажне - Евгений Зимин командира, Владимир Литовченко наводчик-оператора, Даниил Храмов водитель механике - РФ Оборона министерствин парнипе хавхалантарнă. Пирĕн ентеш Даниил Храмов Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен чысне тĕнче шайĕнче хÿтĕлесе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ырă çак хыпар Чăваш Енре те хăвăрт сарăлчĕ. Унпа пĕрлех чăваш каччи çĕнсе илнĕ «Патриот» УАЗик та Муркаш районĕнчи Кивĕ Шоккăла çитрĕ.

“Çĕнтерÿ кăна кĕтетĕп!”

Августăн 1-15 мĕшĕсенче пирĕн çĕршыв полигонĕнче икĕ эрнере 17 çĕршыв салтакĕсемпе офицерĕсем тĕрлĕ дисциплинăра историре пĕрремĕш хут тупăшрĕç. Çар техникине ертсе пырассипе, хăвăрт тата тĕл перес тĕлĕшпе мала тухас тесе Ангола, Венесуэла, Китай, Кăркăстан, Кувейт, Монголи, Инди, Армени, Казахстан, Серби, Таджикистан тата ытти çĕршыв командисем çар вăййисене хутшăнчĕç.

«Танк биатлонĕ» тата мотострелоксен взвочĕсен пехотăн çар машинисен /БМП-2/ «Суворовский натиск» танк экипажĕсен ăмăртăвĕ Кăнтăр çар округĕнче Волгоград облаçĕнчи Прудбой полигонĕнче иртнĕ. Унта 160 çар çынни, 20 ытла техника, вăл шутра Т-72БЗ тата БМП-2, хутшăннă. Кашни танк тем тĕрлĕ чăрмавсемпе кăткăслатнă трассăна парăнтарнă. Тĕслĕхрен, танкистсем 1 метр çÿллĕш бетон сооруженийĕ урлă каçнă, 2 метр тарăнăш шăтăка кĕрсе тухнă, çĕлен евĕр кайнă, чалăш ту тата урапа йĕрĕллĕ кĕпер урлă каçнă, çавăн пекех «мина» хунă вырăнтан иртнĕ. Кашни çаврăм хыççăн 900-2200 метрти мишене пенĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.