- Чăвашла верси
- Русская версия
Çу варринче ĕне сутса шашлăк çирĕç
Ĕненетĕр-и е çук-и - «Çамрăксен хаçатне» алла тытсан савăнса-тăпăртатса çеç тăратăп. Тен, ман пирки япăх калакан та пур, анчах эсир, Ташук тусăмпа Анаткасри Элекçи Тихăнĕ, кăмăлăма мачча таранах хăпартлантартăр. Элекçи Тихăнĕ, санăн сăввуна хаçатран касса илсе хам выртса тăракан кравать патĕнчи стена çине çыпăçтартăм. Халĕ ирхи 4 сехетре куç чалт! кăна уçăлать. Ара, санăн сăввуна кашни ир вуласа кăмăла çĕклетĕп те картише савăнсах тухатăп. Ташук, санăн çырăвна та вуларăм. Каçар мана, часах çыраймарăм. Хăвах пĕлетĕн: ялта ĕçĕ пуç тÿпи таранах. Каю уттине типĕтсе пĕтернĕ хыççăн ларса канаймарăм - çынран юлас мар тесе çĕрулми хыпалансах кăлартăм. Эх, кăçал сысна çури пекех шултра тухрĕ. Аран пуçтарса нÿхрепе антарса хутăм. Ывăлăмсемсĕрех кăларса пĕтертĕм, шутсăр ывăнтăм, çавăнпа, Ташук, кăштах кĕттертĕм. Пĕркун «Çамрăксен хаçачĕн» редакцине кĕрсе тухрăм. Эсĕ, Ташук, мана шыранă тет-и? Ирина Кошкина корреспондент пĕлтерчĕ. Вĕсем манăн адреса пĕлмеççĕ-ха хальлĕхе. Калама шикленетĕп. Ара, хамăр ялсем эпĕ çапла сÿпĕлтетсе çÿренине пĕлсен кÿлле кутăн чăмтараççĕ вĕт. Çавăнпа, Ташук, эсĕ мана Шупашкарти колхоз пасарĕ умĕнче шыра. Халĕ икĕ ĕне сума тытăнтăм. Сĕтне çав пасар умĕнче суткалатăп. Симĕс саппунпа çÿретĕп, пуçа шап-шурă, вĕтĕ чечеклĕ тутăр çыхатăп. Пушмакăм яланах йăлтăртатса-çутатса тăрать. Çавăн пек пĕчĕкрех пĕр карчăка асăрхарăн пулсан пыр та калаç - эпĕ вăл. Ташук, эсĕ мана карттуслă Тарук тесен пĕрре те кÿренместĕп. Упăшка вилсен арçын ĕçне хам тума хăнăхнă та - темех мар. Куншăн кулянмастăп-ха, Турă мана ывăлсем çеç парнеленĕшĕн кăштах пăшăрханатăп. Икĕ ывăл манăн, пĕри авланман-ха - вăхăчĕ çитнĕ ĕнтĕ, тем туса пурăнать. Кин пур. Хĕр пулнă тăк кашни эрнерех киле çÿрĕччĕ ĕнтĕ. Ывăлсем вĕсем мĕн ĕнтĕ - хĕрарăм арки айĕнчен иртеймеççĕ. Кин аслă ывăлăма ĕнсе чикки парсах тăрать. Эсĕ, Ташук, маттур-ха. Ачусем те хăвăн пекех ĕçчен пулмалла. Шухăшлатăп та - çырмара çырла пуçтарса упалениччен хамăн та çĕрçырлин «Гигант» сортне лартмалла мар-ши? Çавна ăçтан тупмалла-ши? Малалла вулас...
Комментировать