Архив - 6 Авг, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

6 Авг, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 31 (6072) №. 6.08.2015

6 Авг, 2015

Тĕнче чемпионатне - Шупашкар урлă

Августăн 22-мĕшĕнче XXIX Олимп вăййисен тĕп хулинче Пекинра çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионачĕ пуçланĕ. Унта хутшăнма нумайччен кĕтнĕ путевкăна Шупашкарти "Олимпийский" стадионта августăн 3-5-мĕшĕсенче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче малти вырăнсене йышăннă, лайăх результат кăтартнă спортсменсем кăна тивĕçрĕç. Çавна май юлашки 10-12 çулта Олимп вăййисенче, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче "ылтăна", "кĕмĕле" çĕнсе илнĕ атлетсем те старта тухрĕç.

6 Авг, 2015

Хĕр илме - фурăсемпе

Чăваш Енре кунашкал туй хальччен пулман

Юлашки вăхăтра пĕр-пĕрне савса пĕрлешекенсем пурнăçĕнчи чи телейлĕ кунĕсенчен пĕрне ĕмĕр асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Халăха тĕлĕнтерни çеç мар, ачасене, мăнуксене каласа памалли те пулĕ-çке. Василий Никитинпа Галина Васильева та çак куна интереслĕ ирттерме шухăшланă. Туй машинисен хушшинче çăмăллисем çеç мар, йывăр тиевлисем те пулнă.

6 Авг, 2015

Çĕлен сăхать... кĕтмен çĕртен

Çу нÿрĕ тăнине кура çĕлен нумайланчĕ. Чăваш Енре вĕсем виçĕ тĕслисем тĕл пулаççĕ - хурăн пуçли /уж/, хури /гадюка/, хăмăр хырăмли /медянка/. Вĕсенчен чи хăрушши - хура çĕлен. Çиелтен пăхсан вĕсене уйăрма çăмăлах мар. Ÿссе çитнĕ чĕрчунăн вăрăмăшĕ - 60-80 сантиметр.

6 Авг, 2015

Тĕрлесе çын кăмăлне пĕлме пулать

Çĕрпÿ районĕнчи Кăнарта пурăнакан Ольга Молчановăн килне кĕрсен асамлă тĕнчене лекнĕнех туйăнать. Стенаран çакăнса тăракан картинăсем, тĕрленĕскерсем, хăйнеевĕр. Ахальлисем пек мар вĕсем. Тĕрĕ ăстисем чечексене, чĕрчунсене тĕрлеме юратаççĕ. Ку çуртра вара пачах урăхла. Чиркÿ, салакайăк, хĕвелçаврăнăш, иероглифсем, тăрна, пулăсем... - тĕлĕнмелле хитре вĕсем. Таçталла, çÿлелле, тинкерекен ача та чĕрĕ пекех. Кăна художник сăрăпа ÿкермен-и вара? Çук, Ольга Молчанова ăна хура-шурă çиппе тĕрлесе «чĕртнĕ».

6 Авг, 2015

Ачасем ­- вĕсен мулĕ

Çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе правитель­ство чылай йышăну турĕ. 2007 çултанпа иккĕмĕш ача çуратакансен /усрава илекенсен/ амăшĕн капиталĕпе усă курса пурăнмалли условисене лайăхлатма майсем пур, виççĕмĕш пепкешĕн çĕрпе тивĕçтерни те - витĕмлĕ пулăшу.

6 Авг, 2015

Йĕркеллĕ хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ

Акăлчансен "Кашни вăйлă арçын хыçĕнче вăйлă хĕрарăм тăрать" каларăш пур. Ăна хамăрлатса "Хĕрарăма итлесен пурнăç тума пулатех" тейĕттĕм. Арçынсем хăть те мĕн калаччăр та, ку тĕрĕсех. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕн хĕрарăмĕсемпе паллашнă хыççăн ăслă çак шухăш тепĕр хутчен çирĕпленчĕ.

6 Авг, 2015

Кирилл Патриарх Чăваш Ене çутă малашлăх пиллерĕ

Православи тĕнне пăхăнса пурăнакансемшĕн кăçалхи август уйăхĕн пирвайхи кунĕсем ĕмĕр асра юлмалла иртрĕç - Чăваш Енре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл пулчĕ. Тÿрех палăртса хăварар: ку ахаль çулçÿрев мар.