Комментировать

6 Авг, 2015

Çумăрта та хĕвел пăхать

Кил-çурт тирпейлĕхĕ хĕрарăмран нумай килет. Вăл ылтăн алăллă пулсан пурăнакан вырăн та çăтмаха çаврăнать.

Шупашкар районĕнчи Ишлейкассинчи Павловсен тĕлĕнче ача-пăча йышлăччĕ. Кил хуçисен хăйсенех - виçĕ ывăл. Пĕчĕк çак ялта ачасем валли вылямалли лапам çук. Пÿрт умĕнчи илеме кура ялти ытти шăпăрлан та кунталла туртăнать. Юмахри утаманпа унăн çури, "Смешарики" мультфильмри Крош, зебра, акăш, шапа... илĕртеççĕ вĕсене. Çаксене Татьянăпа Вячеслав алă айĕнчи ăпăр-тапăртан ăсталанă. Кÿлепесене урапаран, йывăç-пĕренерен касса тунă.

Кил хушшине кĕрсенех асамлăх тĕнчине лекнĕн туятăн. Вите-хуралтă çинчи ÿкернĕ хĕвел, кăвак тÿпе айĕнче чечексем савăнса ÿсеççĕ, пичкерен тунă "хĕрпе" "каччă" пĕр-пĕрин çине юратуллă куçсемпе тинкереççĕ... Ăмăр çанталăкра та кунта яланах çутă. Хуралтă пĕр кĕтесĕнче - музей. Ĕлĕкхи хатĕр-хĕтĕре Татьяна кăларса ывăтма хал çитереймест, куç умне çакса хунăскерсем çинчен ачисене каласа кăтартать. Нумаях пулмасть çамрăк хĕрарăм хунямăшĕ патне Комсомольски районне кайсан чăваш кĕписем илсе килнĕ. Хăйĕн хĕр çук пулин те çав тумтире ытарайман вăл. "Ялти ачасене шкулта е клубра кирлĕ пулĕ тен", - кăтартрĕ вăл çи-пуçа. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.