Кирилл Патриарх Чăваш Ене çутă малашлăх пиллерĕ
Православи тĕнне пăхăнса пурăнакансемшĕн кăçалхи август уйăхĕн пирвайхи кунĕсем ĕмĕр асра юлмалла иртрĕç - Чăваш Енре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл пулчĕ. Тÿрех палăртса хăварар: ку ахаль çулçÿрев мар. Кирилл Патриарх Чăваш Енре ĕçсем кал-кал пынине кура икĕ çул каяллах 2015 çулта пирĕн пата килме шантарнă. Чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăхăт тинех çитрĕ. Августăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта çумăр витререн тăкнă пек çурĕ, вăхăт-вăхăт вăйлă çил тухса хăратрĕ, çакă та Турра ĕненекенсене Пукрав тата Татиана чиркĕвне пухăнса Владыкăна пысăк хавхаланупа кĕтсе илме чăрмантармарĕ - йĕри-тавраллах халăхчĕ. Тепĕр кун ирхине те çанталăк ăмăрччĕ. Анчах Çĕнĕ Шупашкарти Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе лартнă тĕп чиркÿре литурги пуçланас умĕн хĕвел хăйĕн асамлă вăйне кăтартрĕ. Пухăннă халăх /ара, чиркĕве пурте епле кĕрсе вырнаçайĕç?/ урамрах Патриарх кĕлĕ ирттернине пысăк экрансем çинчен пăхайрĕ. Владыка кашни тĕлпулурах Чăваш Ен, ертÿлĕх, кунта пурăнакан халăх пирки ырă сăмахсем каларĕ.
Çумăра пăхмасăр
Шупашкар аэропортне Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕн вертолочĕ августăн 1-мĕшĕнче каçхи ултă сехет çурăра анса ларчĕ. Чулхула облаçĕнчи Саровран лÿшкесе çăвакан çумăра пăхмасăр вĕçсе килчĕ Владыка. Сумлă хăнана Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата ыттисем кĕтсе илчĕç. Патриарх пĕрремĕш калаçăвĕнчех Чăваш Енĕн сăн-сăпатне тахçантанпах курас килнине, кунта тĕпленнĕ халăхпа пĕрле сăваплă вырăнсене çитсе кĕлтума кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн вĕсем тÿрех Пукрав тата Татиана чиркĕвне çул тытрĕç.
Кунта Кирилл Патриарха Варнава митрополит Чăваш Республикине килнĕшĕн чун-чĕререн тав туса ăшă сăмахсем каларĕ, çак çулçÿрев ăнăçлă пуласса кĕтсе кĕлтунине те пытармарĕ.
- Эпир Сирĕн чунăра пĕлетпĕр, Эсир - çак Çĕр çине пысăк миссипе килнĕ çын. Турă хăвачĕ пире çакнашкал Святитель ярса панишĕн эпир чунран савăнатпăр. Пирĕн, ĕненекенсен, нумай ĕçлемелле, Сирĕнтен тĕслĕх илсе православи тĕнне кирлĕ пек пăхăнса пурăнмалла, - калаçрĕ Варнава.
Унăн Святейшестви Чăваш çĕрĕ çине ура ярса пуснăшăн хăй те хĕпĕртенине систерчĕ.
- Эпĕ Раççейĕн тĕрлĕ регионне, чикĕ леш енне час-часах тухса çÿренĕ май чиркÿ пурнăçĕ епле улшăннине хам куçпа курса тăратăп. Чиркÿре çамрăксене, ачасене курсан чунран савăнатăп. Кунта вырсарни шкулне çÿрекенсем кĕрсе çурта çутса кĕлтăваççĕ, тин çеç пĕрлешнисем венчете тăраççĕ, ачисене шыва кĕртеççĕ. Çакă йăлтах православи тĕнĕ чĕррине, ăна пăхăнса пурăнакан йышланнине кăтартать. Совет тапхăрĕнче влаç ĕненĕве пĕтерме хăтланни те çын чунне витĕм кÿреймерĕ, халĕ халăх православи тĕнĕн йăли-йĕркине тытса пурăнма тăрăшать. Çак пулăм мана асфальта шăтарса тухакан çап-çамрăк та симĕс хунав çÿлелле кармашнине аса илтерет, - палăртрĕ Патриарх. Çавăн пекех вăл хăйĕн ăшпиллĕ калаçăвĕнче ĕненÿ этеме йывăр лару-тăруран тухма, пурнăç çулĕпе лăпкăн утма пулăшнине, Турă сăмахне чĕрепе тата тăнпа ăнланса илни çынна ăслăлатнине, вăйлатнине, кун пек чухне этеме авса хуçма, усал шухăшсемпе илĕртме май çуккине асăнса хăварчĕ.
Патриарх Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ ячĕпе каланă хăватлă сăмахсем те таса пурăнма тăрăшса чиркĕве çул такăрлатакансен чĕрине витерчĕç.
- Эсир чăваш халăхне епле сума сунине те, вăл сире мĕнле юратнине те эпĕ лайăх пĕлетĕп. Эсир çĕршер çынна хăвăрăн пурнăçăрпа тĕслĕх кăтартса воспитани панине те курса тăтăм. Нумай нациллĕ Чăваш Ен халăхĕ малашне те Турă сăмахне чун-чĕрипе йышăнса пурăнма пултартăр, - терĕ Владыка.
Унтан вăл Республика Пуçлăхĕн тилхепине 2010 çултанпа тытса пыракан Михаил Игнатьева халăхшăн тăрăшнăшăн, вырăс православи чиркĕвне пулăшса пынăшăн тав турĕ, малашне те влаçпа чиркĕвĕн ĕçлĕ çыхăнăвĕ аталанасса шаннине каларĕ. Кунта пулни астумалăх юлтăр тесе чиркĕве Турă Амăшĕн «Державная» турăшне парнелерĕ.
Ĕненекенсен савăнăçĕ
Августăн 2-мĕшĕнче, святой Илия пророка асăннă кун, Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Çĕнĕ Шупашкарти Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе лартнă тĕп чиркĕве пычĕ. Владыка çак чиркĕве мĕншĕн суйласа илни каламасăрах паллă: Руçе тĕне кĕртнĕ Владимир кнеç çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа кăçал шăп та лăп 1 пин çул çитрĕ. Турра ĕненекенсем Вырăс православи чиркĕвĕн предстоятельне курассишĕн, унран пил илессишĕн чылай маларах пухăннă. Вĕсем ăна чĕрĕ коридор тусах кĕтсе илчĕç, Кирилл Патриарх чиркĕве утнă май ун ури айне шап-шурă хризантемăсем ÿксе пычĕç. Ачасен, çамрăксен, Турра хытă ĕненсе Çÿлти Аттемĕр çуртне куллен çÿрекенсен сăнĕсем хĕвел евĕр çуталчĕç - Патриархран темĕнле асамлă тивлет куçнăн туйăнчĕ.
Унăн Святейшестви кăнтăрлахи кĕлĕ ирттерчĕ. Владыка ертсе пынă литурги вăхăтĕнчех темиçе кĕлĕ чăвашла янăрани хăпартлантарчĕ. Тăван чĕлхепе кĕлĕ сыпăкĕсене Валерий атте, Гурий атте тата Улан-Удэрен ятарласа килнĕ Савватий митрополит черетпе вуларĕç. Камшăн мĕнле - пĕлместĕп, анчах маншăн Кирилл Патриарх телекуравпа калаçнине итлеме те яланах кăмăллă. Хальхинче вăл - умра, манран икĕ-виçĕ утăмра. Чунĕнчен тухакан кашни сăмахĕ тарăн шухăшлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ, кĕлĕ хыççăн Илия пророк пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă май Чăнлăх, Тасалăх çинчен уйрăммăн палăртса хăварни асăмран ĕмĕрне те тухмĕ.
- Пирĕн çĕршывра пурăнакан ĕненекенсемшĕн чи тăнăçлă вăхăт халĕ. Паян влаç чиркÿ ĕçĕ-хĕлне хутшăнмасть, çав вăхăтрах тÿре-шара хăй тĕн çыннисен шухăшне шута илсе тăнлать. Кун пек тапхăр Раççейре нихăçан та пулман ахăртнех, - чунне уçрĕ Патриарх. Кăнтăрлахи кĕлле ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, тĕрлĕ ведомство ертÿçисем хутшăнчĕç. Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕн чиркĕвĕсене хута яма пулăшнăшăн Владыка «Тус» АХО генеральнăй директорне Николай Угаслова, «Искра» машинăсем тăвакан конструктор бюровĕн директорне Владимир Сорокина, «Элара» ăслăлăхпа производство комплексĕн генеральнăй директорне Андрей Углова, «Дорисс» АУО генеральнăй директорне Всеволод Рощина Вырăс православи чиркĕвĕн III степень Таса пурнăçлă Сергий Радонежский орденĕпе чысларĕ.
Вилнисен умĕнче пуç тайма
Кунпа вĕçленмерĕ-ха Кирилл Патриархăн Чăваш Енри çулçÿревĕ. Кĕлĕ хыççăн вăл Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Нихăçан сÿнми çулăм умне пысăк чечек кăшăлĕ хурса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисен умĕнче пуç тайрĕ. Палăк патне халĕ пурăнакан ветерансем те пухăннăччĕ - Владыка вĕсен умĕнче сăмах каларĕ.
- Эпĕ вăл е ку хулана кайсан яланах таса вырăнсене çитме, халăхпа пĕрле асăнма тăрăшатăп. Эсир калама çук пысăк паттăрлăх кăтартнă, этемлĕхĕн сăваплă тивĕçне тÿрĕ те таса чунпа пурнăçланă, тав сире çавăншăн. Çакна çамрăксене манса кайма памалла мар, чун пуянлăхне пирĕн вĕсене парса хăвармалла. Халĕ манăн Таса Евангелире Иоанн каланине аса илес килет: «Хăй тусĕсемшĕн чунне параканăн юратăвĕнчен пысăкрах юрату çук», - Патриархăн кашни сăмахĕ чуна пырса тивмелле янăрарĕ.
Кун хыççăн вăл Калинин урамĕнчи Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе лартакан чиркĕвĕн никĕсне асăну капсулине хума çул тытрĕ. Кунта та халăх самаях йышлăн пухăннăччĕ. Ертÿлĕхрен ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, министрсем тата ыттисем пулчĕç. Кирилл Патриарх капсула та хучĕ, кĕлĕ те ирттерчĕ, хăйĕн сăмахне те каларĕ.
- Сергий Радонежский хăйĕн пурнăçне Турă саккунне пăхăнса Тăван çĕршыв тăнлăхĕшĕн пурăнассине халалланă. Историри чи хĕнлĕ тапхăрта Таса пурнăçлă Сергий вырăс княжествисен пĕрлешмеллине ăнланнă, çак ĕçе хутшăннă. Унăн кĕлли Куликово уйĕнче тăшмана парăнтарма пулăшнă, - аса илтерчĕ Патриарх. - Ку чиркÿ часах çĕкленессе шанатăп. Турă çурчĕсене халăх çÿренĕрен çĕннисене тăваççĕ. Апла пулсан çынсен чĕринче ĕненÿ пур, вăл таса, вăл вăйлă.
Владыка Михаил Васильевича чиркÿпе тачă çыхăну тытнăшăн тепĕр хут тав турĕ, шанса панă тивĕçе малашне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама ăнăçу сунса пиллерĕ. Ку пĕтĕм Чăваш Ене, кунта пурăнакансене пехиллениех пулчĕ. Унтан пухăннă халăха апостолпа тан святой Владимир кнеç турăшне валеçсе пама ыйтрĕ. Вара тин аэропорта çул тытрĕ. Унăн Мускава çитмелле, тĕнчене тăнăçлăхра тытса тăрассишĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем татса памалла.
Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕн Кирилăн визичĕ Чăваш Ен историйĕнче ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ. Çĕршер çул иртсен те пирĕн несĕлсем Сергий Радонежский ячĕпе çĕкленĕ чиркĕве кĕмессерен 2015 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Кирилл Патриарх собор никĕсне капсула хурса хăварнине пĕлсе тăрĕç. Шанатăп, питĕ шанатăп: халăх чунĕнче ĕненÿ сÿнместех.
Дмитрий МОИСЕЕВ.