Комментировать

6 Авг, 2015

Тĕрлесе çын кăмăлне пĕлме пулать

Çĕрпÿ районĕнчи Кăнарта пурăнакан Ольга Молчановăн килне кĕрсен асамлă тĕнчене лекнĕнех туйăнать. Стенаран çакăнса тăракан картинăсем, тĕрленĕскерсем, хăйнеевĕр. Ахальлисем пек мар вĕсем. Тĕрĕ ăстисем чечексене, чĕрчунсене тĕрлеме юратаççĕ. Ку çуртра вара пачах урăхла. Чиркÿ, салакайăк, хĕвелçаврăнăш, иероглифсем, тăрна, пулăсем... - тĕлĕнмелле хитре вĕсем. Таçталла, çÿлелле, тинкерекен ача та чĕрĕ пекех. Кăна художник сăрăпа ÿкермен-и вара? Çук, Ольга Молчанова ăна хура-шурă çиппе тĕрлесе «чĕртнĕ». Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.