Пĕлетпĕр: «Çамрăксен хаçачĕн» çывăх тусĕсем республикăри кашни кĕтесре пур. Чăваш Ен тулашĕнчи юлташăмăрсем те кăларăма кĕçнерникунсерен чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерсех тăраççĕ. Çакă чи пысăк пуянлăх мар-и вара калем ăстисемшĕн?
Ытларикун Шупашкара СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон килсе кайнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: вăл хисеплĕ юрăç кăна мар, пысăк политикăри сумлă çын та. РФ Патшалăх Думин культура енĕпе ĕçленен комитечĕн председателĕн çумĕн тивĕçне йышăнаканскер Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.
Апрелĕн 16-мĕшĕнче ирех сарăлнă усал хыпар республикăшăн калама çук пысăк хуйхă пулчĕ. Кун пек инкеке тăшмана та сунаймăн. Шупашкарта пурăнакан пĕр çемьери хуйха нимĕнпе те виçеймĕн. Ашшĕ кĕçĕн ывăлĕ сывламаннине ирхи 5 сехетре, ĕçе кайма тăрсан, асăрханă.
Сывă-и, салтак?.. Хаяр вăрçă хирĕнче вăй-халне шеллемесĕр çапăçнă тăванĕсене хавхалантарас тĕллевпе шăрçаланă миçе çыру çавнашкал сăмахсемпе пуçланман-ши?
Тискер вăрçăн терт-нушине Вăрмар районĕнчи Чулкаç салинче пурăнакан Лидия Ильинична та аванах тутаннă. Çĕнĕ Кавал ялĕнче çуралнă вăл. Ашшĕнчен виçĕ çултах тăлăха юлнăскере асаплă çав кунсене аса илме ыйтсан Лидия Ивановăн куçĕ шывланчĕ. Ассăн сывласа илсен хăрушă вăхăта куç умне кăларчĕ.
Вăрçă пуçланиччен, 1940 çулта, Аслă Канаш Президиумĕ ялти тата хулари ачасемпе çамрăксене ĕç резервĕсем валли хатĕрлемелли çинчен хушу йышăннă. Патшалăх ăна пурнăçласа фабрикăсемпе заводсенче ĕçлеме квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме тытăннă. Пиншер çамрăка ФЗОна явăçтарнă.
Сиенлĕ йăласемпе туслашса пурнăç тĕллевне çухатман кашни çыннах пушă вăхăтне сая ярас мар тесе хăйĕн валли чун киленĕçĕ шырать. Шупашкарта пурăнакан Зинаида Каткова та декрет отпускĕнче кăмăлне каякан киленĕç тупнă.
Манăн хушамат - Чамжаева, ятăм - Ирина. Чăваш халăх артисткин Полина Чамжаевăн тăванĕ пуль ку теекен тĕрĕсех шухăшлать. Сцена çинче вун-вун роль калăпланă Полина Ивановна маншăн тĕслĕх те, тĕрĕс çул кăтартакан вĕрентекен те. Унран тĕслĕх илсе хам та сцена çине туртăнатăп.
Ĕçлеме памасть ку çанталăк. Паян хĕвел пăхать те ыран кĕркуннехи пек çумăр чашлаттарать. Ĕнер кăна пахчара тасатрăм. Паян урамра тирпейлесшĕнччĕ. Пулмарĕ... Кунĕпе юрпа çумăр çăвать. Пÿртре маччаналла сурса выртасси çеç юлать. Диван сыхласа ывăнтăм паян. Вырта-вырта аяк пĕрчи ыратакан пулчĕ. Сĕтел çинчи "Çамрăксен хаçатне" курсан шартах сикрĕм те йăпăр-япăр сиксе тăтăм. Ара, аса илех кайрăм: çыру çырмалла вĕт! Конвертне те тахçанах туяннăччĕ. Вăхăт çук алла ручка тытма. Паян, тăмсай, иртенпе мĕн йăваланса выртрăм-ши? Тарăхса вилетĕп хамăн ухмах пуçшăн.