- Чăвашла верси
- Русская версия
Чĕрĕпсем чĕрĕлеççĕ унăн аллинче
Сиенлĕ йăласемпе туслашса пурнăç тĕллевне çухатман кашни çыннах пушă вăхăтне сая ярас мар тесе хăйĕн валли чун киленĕçĕ шырать. Шупашкарта пурăнакан Зинаида Каткова та декрет отпускĕнче кăмăлне каякан киленĕç тупнă.
Çăвăнмалли мунчалана улăштарма вăхăт çитсен: "Лавккаран туянас вырăнне хамах çыхса пăхас-ха", - шухăшланă Зина. Аллине полипропилен çиппе çекĕл тытнă та ĕçе пикеннĕ. Пĕрремĕш мунчалана çыхнă самантрах вăл чунĕ каннине сиснĕ. Ĕç килĕшнĕрен малашне те тăрмашма тĕллев тытнă. Паллах, çамрăк амăшне пĕрремĕш ачана ÿстерме çăмăлах мар. Апат-çимĕç те пĕçермелле, ача кипкисене те çумалла, килте те тирпей-илем кĕртмелле... Çавăнпах чун киленĕçĕ валли вăхăт тупма çăмăлах мар. Шел те, пурнăçра пăшăрханмалли самантсем те пулаççĕ. Зина шăпах çавăн пек самантсенче алла çекĕл тытать те мунчала çыхса кăмăлне çĕклет. Малалла вулас...
Комментировать