Диктант çырар-и ушкăнпа?

23 Апр, 2015

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, апрелĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан мĕнпур хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртет.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен тата ЧР вĕренÿ институчĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, "Хыпар" Издательство çурчĕ, Чăваш наци радиовĕпе телекуравĕ йĕркелекенскере кăçал Аслă Çĕнтерĕве халалланă. Виççĕмĕш хут иртекен акцин тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстересси, малашлăхĕпе кирлĕлĕхĕ çинчен тепĕр хутчен аса илтересси. Паллах, çыру ĕçĕ кашни çынна чăвашла тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслемешкĕн май парĕ.

Диктант текстне хатĕрлеме ятарлă конкурс йĕркеленĕ. Леонид Маяксем çырнă хайлавăн сыпăкне суйласа илнĕ, вăл чĕремĕрсене çÿçентерсе вăрçă тематикине хускатать. Çакнашкал диктант шкулта вĕреннĕ чухне çырнисенчен уйрăлса тăрать, ăна орфографипе пунктуацин тĕрлĕ правилипе кăткăслатнă. Тĕрĕслев те çирĕпрех иртĕ.

Тĕрлĕ аудиторире диктанта камсем вулассине те татса панă. Наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче ăна Г.С.Лебедев ячĕллĕ 3-мĕш интернат лицей вĕрентекенĕ Лидия Кузьмина çыракансем патне çитерĕ. Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледжра Ева Лисина çыравçă, Леонид Петровпа Геннадий Дегтяров ăсчахсем вулĕç. Вĕренÿ институтĕнче çырма кăмăл тăвакансене текстпа Александр Степанов, Римма Гаврилова, Ирина Диарова вĕрентекенсем паллаштарĕç. Педагогика университетĕнчи аудиторисенче - унта ĕçлекен филологсем.

Диктант çырма пысăк 6 аудитори уйăрнă. Унта 2000 çын чăрмавсăрах вырнаçать. Кăçал Наци библиотеки те хăйĕн лаптăкне панă. Çĕнĕ Шупашкарсем унчченхи пекех 6-мĕш гимназире пуçтарăнаççĕ.

Акцие хутшăнас текенсен çыру ĕçне тĕрлĕ меслетпе пурнăçлама май пур. Хăйсем пурăнакан, ĕçлекен вырăнтах çырма кăмăл тăвакансен ыран 13.00 сехетре Чăваш наци радиовне /105 Fm тата 72. 41 УКВ хумсем/ ямалла е Чăваш наци телекуравĕн сайтне /www.ntrk21.ru/ уçмалла, тÿрĕ эфирта янăракан текста ятарлă бланк çине /ăна www.chgign.ru сайта вырнаçтарнă/ çырмалла. Компьютерпа наборланă е хут çине алăпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минутран кая юлмасăр dictant2015@ yandex.ru адреспа ярса памалла.

Ушкăнпа пĕрле ларса, чăваш чĕлхине хисепленине палăртса диктант çырас текенсен кăнтăрлахи 1 сехет тĕлне ЧППУн чăваш филологи факультетне /Президент бульварĕ, 19 а çурт/, ЧР вĕренÿ институтне е Шупашкарти педагогика колледжне пымалла.

Кăçал "пиллĕк" илекенсене "Отличник сертификачĕ" тата "Антей-сервис" компанирен парне кĕтет. Ăна тивĕçмешкĕн кашнинех шанăç пур. Эпир те кашни чăваша акцие хастар хутшăнма чĕнетпĕр!

 

Алина ИЗМАН.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.