Комментировать

23 Апр, 2015

Уйрăлас та килмерĕ çывăх туссенчен

Пĕлетпĕр: «Çамрăксен хаçачĕн» çывăх тусĕсем республикăри кашни кĕтесре пур. Чăваш Ен тулашĕнчи юлташăмăрсем те кăларăма кĕçнерникунсерен чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерсех тăраççĕ. Çакă чи пысăк пуянлăх мар-и вара калем ăстисемшĕн? Эсир, вулаканăмăрсем, ялан пирĕнпе пĕрле пулни, хаçатпа çыхăну тытни, шăнкăравласа, çыру шăрçаласа ырă сăмахсемпе хавхалантарни çанă тавăрса шав малалла ĕçлеме хистет пире.

«Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем черетлĕ уявне ирттермешкĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялне ахальтен суйламан. Туссемпе куçа-куçăн курнăçнинчен пахараххи мĕн пултăр? Аслă Арапуçсем хаçатăн чи çывăх тусĕсем тесе çирĕппĕнех калама пултаратпăр. Кунта халĕ 102 çемьене «Çамрăксен хаçачĕ» пырса тăрать. Ку, паллах, сахал мар. Анчах «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ тус çумне тус хушма çула пуçтарăнчĕ. Пушă алăпа каймарĕç вĕсем Аслă Арапуçсем патне. Ял халăхĕ чăваш эстрада юрăçисене хапăлласах кĕтсе илчĕ. Çак тăрăхран тухнă «Çеçпĕл» ушкăн солистки Ольга Прокопьева, эстрада тĕнчинче сулмаклă утăмсем тăвакан Алина Савельева, янăравлă сасăллă Борис Ахтимировпа Наталья Ровва, халăх юратăвне пысăк сцена çине тухнă-тухман çĕнсе илнĕ Николай Ключников, ку тăрăхри Нăрваш Шăхаль кинĕ Валентина Волкова юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату хăйĕн сăввисене вуларĕ. Пысăк зала самай пухăннă халăх тăвăллăн алă çупни юрăçсене пушшех хавхалантарчĕ. Уяв каçне ертсе пыракан Дмитрий Моисеев редакторпа Василий Кузьмин фотокорреспондент сцена çинче шÿтлерĕç те, чуна пăлхатакан ыйтусене те хускатрĕç. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.