Архив - 2015 - Хресчен сасси

мая 27th

27 Мая, 2015

Ака-суха вĕçленет – чун савăнать

Çурхи ăшă çанталăк çĕр ĕçченĕсене ака-сухана вăхăтра вĕçлеме пулăшса пырать темелле. Пĕр хушă шăрăх та çиллĕ çанталăк тăни ĕçченсене самаях хăртнăччĕ. Вĕсен кăмăлне ăнланнăн кĕçех ăшă çумăр чашлаттарса çуса кайрĕ, çĕре палăрмаллах нÿретрĕ. Халĕ акă каллех хĕвел ăшшăн пăхать. Хуçалăхсенче юлашки гектарсем çинче тăрăшаççĕ.

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район, хула ертÿçисемпе видеоконференци ирттернĕ, çивĕч ыйтăва - çураки мĕнле пынине – сÿтсе явнă. Хальхи вăхăтра районсенче лару-тăру мĕнлерех-ха?

27 Мая, 2015

Ÿсĕр водителе шеллесе ырă тăваймăн

Иртнĕ çул ÿсĕр водительсен айăпĕпе 56 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. 2013 çулпа танлаштарсан ку кăтарту тăватă хут пысăкрах. Кăçалхи тăватă уйăхра ÿсĕр водительсем çул çинче 34 инкек тума ĕлкĕрнĕ, çакна пула 15 çын çут тĕнчепе сывпуллашнă, 49-ăшĕ суранланнă. Çакна палăртнă Чăваш Енри çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕн ертÿçи, полици полковникĕ Владимир Романов.

27 Мая, 2015

Амăшĕн ăшшине кĕтсе илеймен

Кушак çури тейĕн

Çут тĕнчене тин килнĕ пепке амăшĕ ачашшăн çупăрласа хăйĕн çунатти айне илессе кĕтни кăлăхах пулнă. Çамрăк хĕрарăм ачи тĕрес-тĕкел çуралнишĕн савăнас вырăнне ун пурнăçне тискеррĕн татнă.

27 Мая, 2015

Хамăрăн тăрăшмалла

Камăн мĕн ыратать, вăл çавăн çинчен калаçать тенĕн çак статьяра "Хресчен сасси" хаçат вулаканĕсемпе пĕрле чуна уçас килет. Тен, хама канăç паман ыйту ыттисемшĕн те кăсăклă пулĕ, пĕр шухăшлисем тупăнĕç.

27 Мая, 2015

Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Куславкка – илемлĕ хула. Ватă Атăл хĕрри. Парксемпе сад пахчисем. Хула çумĕнче - çÿллĕ-çÿллĕ, тĕве курпунĕ евĕр сип-симĕс çеремлĕ, ешĕл каталлă сăрт. Çывăхрах вăрман: юманлăх, хурăнлăх, çĕмĕртлĕх... Пĕтĕм Раççей ăмсанмалла çăтмах вĕт!

Хĕвел ларас умĕн мĕн чухлĕ çамрăк халăх, хĕрупраç хĕвĕшет Атăл хĕрринче, уйрăмах Ирĕклĕ Раççей урамĕнче.

мая 22nd

22 Мая, 2015

Пур сĕнÿ те тĕрĕс-ши?

Чылай ÿсен-тăран пĕр-пĕрне хÿтĕлеме пултарнине ĕлĕкренпех сăнанă. Тĕслĕхрен, çывăхра укроп, томат ÿссен улмуççин аялти турачĕсем çине сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкă лармасть.

Садри йывăçсем хушшине куккурус аксан вĕсене сиенлĕ хурт-кăпшанкă ытла тапăнмасть.

Пур сĕнÿ те тĕрĕс-ши?

Чылай пахчаçă хăйĕн йăранĕ çинче кунĕн-çĕрĕн тар юхтарать. Çумлать, типтерлет, анчах тухăç пур чухне те тивĕçтермест. Мĕншĕн тесен хăнăхнă хăшпĕр йĕркене тĕрĕс тесе калаймăн.

ПАХЧАÇИМĔÇЕ ЛАЙĂХ ПĂХСАН ТУХĂÇ ЫТЛАРАХ ИЛЕТĔН ТЕНИ ПИРКИ.

22 Мая, 2015

Çамрăк автан пулăшать

Чăх айне чĕп кăларма хурса панă çăмартасенчен ытларах автан мар, чăх тухтăр тетĕн. Калăр-ха, тархасшăн, çапла тума май пулать-и?

Маргаритăпа Иван Никоноровсем. Тăвай районĕ.

Пулать. Енчен те ватă чăх çумне çамрăк автана ярсан вăл пĕтĕлентернĕ çăмартасенчен ытларах чăх тухать. Енчен те кил картишри автан ватă, унăн юлташ чăхсем çамрăкскерсем чухне кил хуçин автан йышĕ ÿсет.

Страницы