Комментировать

27 Мая, 2015

Ÿсĕр водителе шеллесе ырă тăваймăн

Иртнĕ çул ÿсĕр водительсен айăпĕпе 56 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. 2013 çулпа танлаштарсан ку кăтарту тăватă хут пысăкрах. Кăçалхи тăватă уйăхра ÿсĕр водительсем çул çинче 34 инкек тума ĕлкĕрнĕ, çакна пула 15 çын çут тĕнчепе сывпуллашнă, 49-ăшĕ суранланнă. Çакна палăртнă Чăваш Енри çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕн ертÿçи, полици полковникĕ Владимир Романов.

Иртнĕ эрнере çул-йĕр хуралĕн ĕçченĕсем тăватă уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ. Çак тапхăрта транспортпа пĕтĕмпе 408 инкек тунă, вĕсенче 56 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 591-ĕшĕ аманнă. Инкексен сăлтавĕ водитель урă пулманнипе ?сăмах май, çакна медицина учрежденийĕнче тĕрĕслеттерме килĕшмен 1607 водителе тытса чарнă%, хăвăртлăха ÿстернипе ?56 аварире 13 çын ĕмĕрлĕхех куç хупнă, 85-ĕшĕ суранланнă%, çуран утса каçмалли ятарлă вырăнсенче чарăнманнипе ?60 инкекре 5 çын пурнăçĕ татăлнă, 62-ĕшĕ аманнă% тата ыттипе çыхăннă.

Статистика тăрăх, çул çинчи кашни пиллĕкмĕш инкек çуран çÿрекен дисциплинăллă пулманнипе сиксе тухать. Кăçалхи тăватă уйăхра 67 инкек 7 çыннăн пурнăçне пĕтернĕ, 64-шĕнне амантса хăварнă.

Çулсен пахалăхĕ те яланхиллех калаçтарать. Вăл тивĕçтерменрен 206 авари пулнă, вĕсенче 26 çын вилĕм тупнă, 277-ĕшĕ суранланса больницăна лекнĕ. Ĕçлеме пултаракан вăйпитти çынсене çухатни кулянтарать.

Руль умĕнче тимсĕр пулни, çăмăлттайланса ÿсĕрле ларни нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Çакна ăнланатпăр, анчах йĕркене пăхăнма чăтăмлăх çитерейместпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăри çул-йĕр çинчи полици ĕçченĕсем "кикириккине" хĕретнĕ 1783 водителе тытса чарнă. Руль умне ÿсĕр пуçпа ларакан водитель çула та, ун айккипе пыракан çынна та курмасть. Улатăр районĕнче çавнашкаллисенчен пĕри ВАЗ-21099 машинăпа çула тухнă ?майăн 16-мĕшĕнче%. Анкă-минкĕ пуçпа тăватă кустăрмаллă хурçă ута итлеттерĕн-и вара? 39 çулхи арçын та çул хĕррине вирхĕнсе тухнă та çуран утакан çынсем çине кĕрсе кайнă. 52 çулхи арçынпа 50 çулхи хĕрарăм сурансене пула больницăна лекнĕ.

Ÿсĕр водитель хăйне çул-йĕр инспекторĕсем тытса чарсан кăна тăна кĕрет тейĕн. Вăрмар районĕнче пурăнакан 50 çулхи арçын машина рульне тăр кăнтăрлах ÿсĕрле тытса пынă ?ку ĕç майăн 7-мĕшĕнче 14 сехет тĕлĕнче пулса иртнĕ%. "Нимĕнле кĕтменлĕх те сиксе тухмĕ-ха", - тесе шухăшланă пулас. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем документсем тĕрĕслеме чарсан хăраса ÿкнĕ. Йĕркене пăснăшăн хăйĕн тĕлĕшĕпе административлă протокол çыртарасшăн пулман. Полици ĕçченне вунă пин тенкĕ тыттарма хăтланнă. Лешĕ килĕшмен. Водителе кăмăла кайман протокол часах "кун çути" курнă. Вырăнти шалти ĕçсен пайне илсе çитерсен тепĕр тĕслĕх çиеле тухнă: руль умне ÿсĕрле ларнăшăн малтан та арçыннăн водитель удостоверенине туртса илнĕ.

Шупашкарта пурăнакан 25-ри çамрăк та машина рульне ÿсĕр пуçпа тытса пынăшăн хăй вăхăтĕнче водитель прависĕр юлнă. Нумаях пулмасть /майăн 20-мĕшĕнче/ каллех айăпа кĕнĕ. Сĕнтĕрвăррине каймалли çул хĕресленнĕ вырăна светофор хĕрлĕ тĕспе çуннă вăхăтра ют çĕршывра туса кăларнă машинипе пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнсе тухнă. Çак самантра унта тепĕр водитель симĕс çутă çуннине кура ВАЗ-2112 йышшипе Гремячево енне çаврăннă. Икĕ машина пĕр-пĕрне пырса тăрăнтармасăр иртеймен, пĕр-пĕрне самай "амантнă. ВАЗ автомобильри çынсем те хытах суранланнă. Тепĕр водителĕ вара машинине çул çинче пăрахса хăварса инкек пулнă вырăнтан çухалма васканă. Анчах Ауди машина хуçине часах тупса палăртнă. Вăл руль умĕнче хăй пулманнине ĕнентерме тăрăшнă. Унăн транспорчĕпе вăхăтлăх юлташĕ çÿренĕ-мĕн. Суйни кăлăхах пулнă. Тепĕр икĕ кунтан тытса чарсан тунма пăрахнă. Çав чухнех ăна 8 талăка арестленĕ. Кунсăр пуçне унăн тепĕр çулталăк çурă водитель прависĕр пурăнма тивет.

Тен, эсир те ăнсăртран çула урă мар пуçпа тухнă водителе асăрхатăр. Тархасшăн, курмăш пулса айккипе ан иртĕр. 24-27-11 телефон номерĕпе çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцине шăнкăравлăр. Çав водитель çулĕ çине тăванăрсем, юлташăрсем, çывăх çыннăрсем лексен эсир хăвăра нихăçан та каçармăр. Çакна шута илĕр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.