Комментировать

27 Мая, 2015

Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк

Çĕр сĕткенĕпе çитĕнсен

Ачаран çĕр сĕткенĕпе, ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ çынна йывăрлăхпа хăратаймăн. Ялта алă усса лараймăн çав. Пахча, выльăх-чĕрлĕх... - ĕлкĕрсе çитерме йывăр. Ачисен те ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех ĕçе кÿленме тивет. Урамра йытă хăвалама вăхăт çук вĕсен. Чăн та, ялти йывăрлăх хăш пĕрне хăратать. Шкултан тухсанах хулара тĕпленме тăрăшаççĕ. Çапах умри çулне, шăпине тăван çĕрпе çыхăнтарнă çамрăксем те сахал-им паян? Ялта ĕçлесе пурăнакансене, çамрăк çемьесене патшалăх пулăшма тăрăшни тăван тăрăхрах тымар яма илĕртет.

Çĕмĕрле районĕнчи Денис Харитонов шкултан вĕренсе тухсан ытти хĕр-упраç пек хулана тухса кайман, Кĕçĕн Тăванрах юлнă. Каччă фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ те çанă тавăрсах ĕçлеме пуçăннă. Çапла çирĕм çултах вăл хуçалăха ертсе пыма тытăннă. Денис Харитонов - республикăра чи çамрăк фермер!

- Ял теме те вĕрентет, - тет йĕкĕт. - Ир-ирех ĕçе кÿлĕннĕ те тавралăх тĕттĕмленмесĕр пÿрте кĕмен. Уйрăмах çу кунĕсенче ларса канма та вăхăт çук.

Пахчаçимĕç, улма-çырла туянса районти лавккасем тăрăх турттарса çÿрени те асрах-ха. Вăхăт иртнĕ май Денис ферма йĕркелеме шухăшлать. Ĕмĕтне çывăх çыннисене пĕлтерсен савăнсах йышăнаççĕ. Çемье пусăн-пусăн тенĕн пуçтарса пынă укçине фермер хуçалăхне хывать.

Харитоновсем малтан Кĕçĕн Тăванрах пĕчĕк ферма тума шухăшлаççĕ. Телее, шăп çак вăхăтрах çемье пуçĕ районта ферма сутнине илтет. Ăна туянса юсаса çĕнетеççĕ, выльăх-чĕрлĕх кĕртсе яраççĕ. Ĕç-пуç ăнса пынишĕн савăнмалла кăна та. Анчах тăван ялтан аякра вырнаçнă ферма вăй-хала, вăхăта ытларах та ытларах илме тытăнать. Çемье ĕнесем сума ирех çула тухнă. Унтах выльăх апатне турттарнă. Куллен ирпе-каçпа техникăна вăтăр çухрăм хăвалани хакла ларнă. Тата аякри пурлăха асăрхаса çитерме йывăр. Мĕн тăвăн, чăтмаллах, пĕр пуçăннă ĕçе тин пăрахаймăн. Ку вăхăт тĕлне вĕсен 14 ĕнепе 120 сурăха çитнĕ ĕнтĕ. Юрать, кĕçех çивĕч ыйтăва татса панă, Кĕçĕн Тăванкассинчех арканнă хуçалăхăн фермине илме май килнĕ.

Вăл унчченхипе танлаштарсан самай пысăкрах, ытлашши юхăнман. Апла выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме пулать. Вырăнтах ферма уçма май килни çемьене хавхалантарнă. Харитоновсем сĕт-çу фермине аталантарнăран сурăхсене сутнă - икĕ лава харăсах туртаймăн.

«Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа патшалăх пулăшăвне - 990 пин тенкĕ грант - илни малалла хăюллăн утма çунат хушнă. Укçапа ăратлă ĕне выльăх, техника туяннă, витесене юсама тăкакланă.

Ялта фермер хуçалăхĕ хута кайни вырăнти ял тăрăхĕшĕн те аван. Ара юхăнса выртакан пулăхлă çĕр сахал-им паян? Капла фермерсен пулăшăвĕпе вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме пулать.

Аталанса кăна пыракан хуçалăхран пысăк тупăш илеймĕн. Харитоновсен тупăшĕ те тăкаксене саплаштарсах пĕтет. Техника юсама, ГСМ, выльăх апачĕ туянма та самай тăкакланмалла.

- Ăратлă ĕнесем туянса 100 пуç тăмалăх вите хута ярасшăн, - ĕмĕчĕпе паллаштарать вăл. - Самăртма та пысăкрах вите кирлĕ.

Сĕт пăрăхĕ вырнаçтарасси, тислĕк кăларассине механизацилесси... - ĕмĕтсем пысăк. Анчах вĕсене пурнăçа кĕртме укçа самай кирлĕ, 3-4 млн тенкĕрен кая мар. Ирĕксĕрех ура çине çирĕп тăриччен тăхтама тивет. Выртан чул айĕнче шыв юхмасть тенĕ. Харитоновсем те палăртнине майĕпен пурнăçа кĕртсе пырасшăн. Паянхи куна вĕсен 40 ĕне выльăх. Усă куракан çĕр 100 гектар ытла. Уй-хир типсенех çуракине тухнă. Тырă, нумай çул ÿсекен курăк акса хăварнă.

Пĕр тăвансем, Дениспа Дима, ялти хушма хуçалăхсенчен те сĕт пуçтараççĕ. Хакне ытлашши йÿнетсе ямасăр туяннипе халăх вĕсем патне ытларах туртăнни паллă. Пултаруллă çамрăксен аллинче ĕç вĕресе тăрать. «Ялта ĕç çук», - тесе алă усса лармаççĕ.

Пĕрне кура - тепри

Ырă тĕслĕх ыттисене хавхалантарни куç умĕнчех. Тăванкасси ял тăрăхĕнчен Михаил Шачкин та кăçал «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программине хутшăннă. Нумай пулмасть тăван тăрăха ырă хыпар çитнĕ. Шачкин бизнес-планне ăнăçлă хÿтĕлесе грант илме тивĕçнĕ. Фермер выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн. Хальлĕхе унăн 18 ĕне выльăх. Çу енне, вĕсем пăруланă май, кĕтÿ татах пысăкланмалла.

Çĕмĕрле тăрăхĕнче фермер хуçалăхĕсем вăй илни савăнтарать. Районта йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан ялхуçалăх организацийĕсем юлманпа пĕрех. Фермерсем тăрăшнипе, тен, ялхуçалăх тытăмĕ те вăй илĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.