Ака-суха вĕçленет – чун савăнать

27 Мая, 2015

Çурхи ăшă çанталăк çĕр ĕçченĕсене ака-сухана вăхăтра вĕçлеме пулăшса пырать темелле. Пĕр хушă шăрăх та çиллĕ çанталăк тăни ĕçченсене самаях хăртнăччĕ. Вĕсен кăмăлне ăнланнăн кĕçех ăшă çумăр чашлаттарса çуса кайрĕ, çĕре палăрмаллах нÿретрĕ. Халĕ акă каллех хĕвел ăшшăн пăхать. Хуçалăхсенче юлашки гектарсем çинче тăрăшаççĕ.

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район, хула ертÿçисемпе видеоконференци ирттернĕ, çивĕч ыйтăва - çураки мĕнле пынине – сÿтсе явнă. Хальхи вăхăтра районсенче лару-тăру мĕнлерех-ха?

Тăвай. Çумăр витререн тенĕн тăкнă хыççăн районта уй-хир ĕçĕсене вăхăтлăха чарса лартма тивнĕ. Çанталăк лайăхлансанах лаптăксенче техника хуçаланма тытăннă. «Акконд-агро» пĕрлешÿре, «Чутеевский», С. Илларионов фермер хуçалăхĕнче хĕрсех куккурус акаççĕ.

«Родник» пĕрлешÿре, С. Михайлов, А. Петров фермер хуçалăхĕсенче вара çĕрулми лартаççĕ.

Элĕк. Ялхуçалăх организацийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче 6 685 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. Ку палăртнин 100 проценчĕ пулать.

Халĕ районта мĕнпур техника, ĕç çыннисем – «иккĕмĕш çăкăр» уйĕсенче. Ăна 451 гектар лартнă та ĕнтĕ /46 процент/.

Йĕпреç. Министр çумĕ Ирина Кошкина нумаях пулмасть Йĕпреç тăрăхĕнчи Александр Ильин фермер хуçалăхĕнче пулчĕ. Унта кăçал 20 гектар çĕрулми лартма пăхнă. Хальлĕхе ĕçе тытăннă кăна пулин те лартнă лаптăксем куллен хушăнаççĕ. Çурхи культурăсене 220 гектар акса хăварнă.

Комсомольски. Районти ялхуçалăх организацийĕсем, фермерсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене эрне каяллах акса пĕтернĕ. Анчах ĕç вĕçленнĕ тесе калама иртерех-ха. Комсомольски енче çулсеренех çĕрулми, пахчаçимĕç чылай лартса-акса хăвараççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» кăна 1 558 гектар лартма палăртнă. Май уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вăл 1091 гектар йышăннă ?70 процент%.

Майăн 25-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 197 962 гектар акса хăварнă, ку – палăртнин 99,9 проценчĕ. Чылай районта ака вĕçленĕ. Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Тăвай тăрăхĕсенче юлашки гектарсем çинче ĕç пырать.

7 892 гектар çинче «иккĕмĕш çăкăр» лартнă ?63,8 процент%. Улатăр, Патăрьел, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче ку ĕç вĕçленнĕ ĕнтĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне пахчаçимĕç 570 гектар йышăннă.

Лариса НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.