Пур сĕнÿ те тĕрĕс-ши?

22 Çу, 2015

Чылай ÿсен-тăран пĕр-пĕрне хÿтĕлеме пултарнине ĕлĕкренпех сăнанă. Тĕслĕхрен, çывăхра укроп, томат ÿссен улмуççин аялти турачĕсем çине сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкă лармасть.

Садри йывăçсем хушшине куккурус аксан вĕсене сиенлĕ хурт-кăпшанкă ытла тапăнмасть.

Пур сĕнÿ те тĕрĕс-ши?

Чылай пахчаçă хăйĕн йăранĕ çинче кунĕн-çĕрĕн тар юхтарать. Çумлать, типтерлет, анчах тухăç пур чухне те тивĕçтермест. Мĕншĕн тесен хăнăхнă хăшпĕр йĕркене тĕрĕс тесе калаймăн.

ПАХЧАÇИМĔÇЕ ЛАЙĂХ ПĂХСАН ТУХĂÇ ЫТЛАРАХ ИЛЕТĔН ТЕНИ ПИРКИ.

Ку - çурма тĕрĕслĕх çеç. Тĕслĕхрен, улма-çырла йывăççине мĕнпур правилăна пăхăнса пăхсан вăл ытла та лайăх условине лекет. Панулми, груша йывăçĕсем хăвăрт ÿсме тытăнаççĕ, анчах çимĕç пама пăрахаççĕ.

Пахчаçимĕçе тăрăшса пăхни чăрмантармасть, анчах мĕнпур сĕнÿ-канаша тытса пыма тепĕр чухне май çук. Хăйĕн дачине канмалли кунсенче кăна çÿрекен çын çимĕçе кун сиктерсе шăвараймасть. Пур сĕнÿне те пăхăнсан тухăç ÿсет, анчах вăл виçесĕр нушаланнине тăмасть.

ÇĔРЕ ÇĂМĂЛЛАТМА ĂНА ТĂТĂШАХ ЧАВМАЛЛА ТАТА КĂПКАЛАТМАЛЛА ПИРКИ.

Кунпа килĕшмелле мар. Ытларах чавсан тата кăпкалатсан çĕр хăвăрт япăхланать. Çумăр çунă хыççăн вăл асфальт пек хытать. Кайран çемçетме йывăр.

ÇУМЛАСАХ ТĂРСАН ÇУМКУРĂК САХАЛЛАНАТЬ ТЕНИ.

Тĕрĕс мар. Çумкурăк лайăх типтерленĕ çĕр çинче пурăнать, кун пек çĕре кăна кăмăллать вăл. Шухăшласа пăхăр-ха: эпир çумкурăкпа çĕршер çул кĕрешетпĕр, вăл хальччен мĕнле ÿснĕ, çаплипех ÿсет. Пахчара çумкурăкпа кĕрешмелле паллах, унсăрăн вăл пахчаçимĕçе хăйĕн айне тăвать. Анчах кунсерен çумлама кирлĕ мар. Йăрансенче мульча мелĕпе усă курни аван.

Улма-çырла садĕнче çумкурăка пĕтернинчен усси çук, мĕншĕн тесен вăл çĕр тытăмне лайăхлатать, тымарĕпе ăна кăпкалатать, çĕрнĕ майăн йывăçсене органика удобренийĕпе тивĕçтерет. Çавăнпа садри çумкурăка çулаççĕ çеç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.