Комментировать

27 Мая, 2015

Амăшĕн ăшшине кĕтсе илеймен

Кушак çури тейĕн

Çут тĕнчене тин килнĕ пепке амăшĕ ачашшăн çупăрласа хăйĕн çунатти айне илессе кĕтни кăлăхах пулнă. Çамрăк хĕрарăм ачи тĕрес-тĕкел çуралнишĕн савăнас вырăнне ун пурнăçне тискеррĕн татнă.

Хăрушă инкек май уйăхĕн пуçламăшĕнче Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта пулса иртнĕ. 19 çулти хĕрарăм ачине килтех çуратнă. Анчах пĕчĕкскер уншăн йывăр çĕклем пулнă. Пепке малашне алли-урине «çыхса» лартнине аван ăнланнă. Алăри ачапа ирĕклĕн саркаланса çÿреймĕн çав. Хайхискер нумай шухăшламан, ачан кун-çулне татса пахчара пытарнă. Кушак çури тейĕн. «Вилĕ çуралчĕ вăл», - тÿрре тухма хăтланнă кайран. Анчах мĕншĕн никама пĕлтермесĕр, вăрттăн кайса пытарнă?

- Пирĕн обществăра кун пекки пулмалла мар, - тенĕ Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов. - Пепкене пурнăçран уйăрни - пысăк инкек.

Çывăх вăхăтра психологсемпе района çитсе килессине пĕлтернĕ вăл.

Унччен вара тепĕр хăрушă инкек Вăрнар тăрăхĕнче пулса иртнĕччĕ. 37 çулти амăшĕ дача çуртĕнче çулталăкри ывăлне пăвса вĕлернĕ, çавăнтах пăрахса хăварнă. Тĕпчев хĕрарăм ăс-тăн енчен чирлине палăртнă. Каллех ыйту тухса тăрать: нивушлĕ çакна никам та сисмен, пĕлмен? Çывăх тăванĕсем хĕрарăм хăйне урăхларах тыткаланине сиснех-тăр. Апла ăна куçран вĕçертмелле мар та...

Тепĕр инкек те шухăша ярать. Иртнĕ çулхи декабрьте Вăрнарта 28 çулти арçын килĕнче 4 уйăхри ывăлĕн ÿтне асăрханă. Мĕн сăлтавпа сывă ача пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă – калама йывăр. Анчах çамрăк çемье эрех-сăрапа иртĕхни паллă. Ахăртнех, ÿсĕрскерсем пепкине те йĕркеллĕ пăхайман.

Шупашкарти тепĕр тĕслĕх те чуна çÿçентерет. Хĕрарăм юлташ хĕрне ăсатма тухсан пĕрле пурăнакан арçын унăн çулталăкри хĕрачине урама çĕклесе тухнă та айăпсăр чуна пуçĕпе асфальт çине çапса вĕлернĕ.

Инкекре хăвармалла мар

Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ çумĕнче ачасене пулăшма йĕркеленĕ чрезвычайлă фонд ?ЮНИСЕФ% пĕлтернĕ тăрăх - пусахланăран тĕнчере кашни пилĕк минутра ача пурнăçĕ татăлать. Сири, Африка, Ази, Латин Америки... Вĕсенче ачасене хĕсĕрлесси йăлана кĕнĕ темелле. Сăмахран, Латин Америкăра çул çитмен çамрăксен Великобританире пурăнаканнисемпе танлаштарсан пурнăçран уйрăлас хăрушлăх 70 процент пысăкрах. Кăнтăр Африка тĕнчере лайăххисен шутĕнче темелле. Анчах кунта та çемьери преступлени хисепĕ пысăк. Ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем пĕр шелсĕр ачисен пурнăçне татаççĕ. ЮНИСЕФ кăтартăвĕпе çул çитменнисен 7 проценчĕ кăна ачасем вилнине тата вĕсене хирĕç тунă преступление шута илекен çĕршывсенче пурăнать. 41 çĕршывра кăна ачасене пусахлама чарнă.

Çул çитменнисен правине хĕсĕрленине хирĕç ЮНИСЕФ «Ачасем хăрушлăхра» программа йышăннă. Вăл инкеке лекнисене пулăшма тивĕçлĕ.

Ачасене шкулта, çемьере пусмăрлани, хаяррăн тыткалани те хăрушă. Шел, çакă аталаннă çĕршывсенче вăй илсех пырать. Канадăра вĕренекенсен 14 проценчĕ палламан çынсем интернет урлă е СМС çырса хăратнине пĕлтернĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ. Аслисене кура ачасен кăмăлĕ улшăннни, хаярланни сисĕнет.

Шел, Раççейре те лару-тăру çивĕч. Çемьери преступлени шайĕ чакмасть-ха. Кашни сехетре тенĕн упăшки е пĕрле пурăнакан арçын айăпĕпе пĕр хĕрарăм пурнăçран уйрăлать. Час-часах çакă ача-пăча куçĕ умĕнчех пулса иртет.

Çул çитменнисем çут тĕнчепе сывпуллашнин, çухалнин кăтартăвĕсем те пысăк. Иртнĕ çул çĕршывра 1400-е яхăн ача вилнĕ. 7 пиннĕшĕ çухалнă. Право органĕ палăртнă тăрăх - куллен вăтамран пилĕк ача пурнăçĕ татăлать.

Çĕршывра пĕчĕкскерсене çул-йĕр аварийĕ те пĕр шелсĕр çулать. Çулсерен 1500 ача аварире ĕмĕрлĕхех куçне хупать, 25 пиннĕшĕ вара больницăна çакланать.

Чăваш Енре те çулталăк пуçланнăранпа 69 ача аманнă, 3-шĕ вилнĕ. Сăлтавĕ паллă: ашшĕ-амăшĕн айăпне, вĕсем асăрхаса çитерейменнине пула шар кураççĕ вĕсем. Ытти инкек-синкек те кĕтсех тăрать темелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.