«Аттен сăнне те ас тумастăп»
— Улмалуя качча килни кăçал утмăл çул пулать, — тет Куславкка районĕнчи Акчура ялĕнче çуралнă Любовь Галкина. Ку яла вăл киномеханик мăшăрĕ пулса килнĕ.
— Пĕрре Тĕрлемес станцине кайма тухнăччĕ. Ун чухне ял халăхне кино кăтартакана палламан. Çавăн чухне курнă та мана мăшăр. «Ку хĕре хамран вĕçертместĕпех», — тесе шухăшланă. Нумаях та çÿремерĕмĕр, çемье çавăртăмăр. Пĕрлешсен те киномеханикрех ĕçлерĕ. Малтанах мана та ют ялсене те илсе каятчĕ. Кайран ача çуралчĕ, — аса илет иртнине ырă кăмăллă хĕрарăм.