Комментировать

2 Мая, 2017

Хĕрÿ хĕвелĕн, ай, çунтарать ăшши, ан пултăр çеç вут-çулăмăн ташши

Тĕлĕнмелле çанталăк кăçал... Малтан, климат вырăнти нор¬мисене йăлт пăсса, ăшăтса пăрахать, унтан шăнтса лартать. Раштав уйăхĕнче урамра акă нуль градусран та çÿлерех кăтартрĕ термометр, анчах та çан¬талăк хăйĕн йĕрĕнчен пăрăнмасть — каярахпа пурпĕр шатăртаттарчĕ сивĕ. “Пуш уйăхĕн вĕçĕнче юр ирĕлчĕ васкаса”, — çырнă тахçанах классик. Кăçал вара вĕçĕччен кĕтсе тăмарĕ, маларахах чÿхенме пуçларĕç кайăксем кÿлленчĕксенче. Çанталăк каллех хăйĕннех турĕ — тытрĕ те ака уйăхĕн çурри иртсен тавралăха тем хулăнăш юрпа хупласа хучĕ. Елчĕксем вара акана тухма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ...

(...) Раççей Вăрман хуçалăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, пушар тухас хăрушлăх Çĕпĕр, Кăнтăр /Крым, Ростов облаçĕ, Краснодар крайĕ/, Çурçĕр Кавказ /Чечня, Дагестан, Ингушети/ тăрăхĕсенче уйрăмах пысăк. Кăçал пушарпа кĕрешмешкĕн пушшех те кăткăс пуласса асăрхаттарать асăннă ведомство. Çанталăк нормăран самай маларах ăшăтса пынипе çыхăнтараççĕ çакна. Утă уйăхĕнче лару-тăру пушшех те çивĕчленессе палăртаççĕ.

Çÿлерех асăннă регионсен хушшинче Чăваш Республики çукки лăпланса лармаллине пĕлтермест. Тĕплĕнрех...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.