Комментировать

2 Мая, 2017

Манăçать йăла-йĕрке

Мана — ватă çынна — паян тăванлăх туйăмĕ, ырă йăла-йĕрке пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Пĕлтĕр çул çинче кÿршĕ ялта пурăнакан пĕр çамрăка тĕл пултăм та калаçу майĕпе ашшĕ сывлăхĕ çинчен ыйтрăм. Вăл мана: «Пурăнать пулĕ-ха, пĕлместĕп, эпĕ унпа хутшăнсах каймастăп», — тесе хуравларĕ. Эпир унăн ашшĕпе — вăрçă ачисем. Нумай çул паллатпăр пĕр-пĕрне. Ывăлĕ ун çинчен урăх калаçасшăнах пулмарĕ. Эпĕ те ытла тĕпчес темерĕм.

Ялти тепĕр хĕрарăм мăшăрĕн шăллĕпе лешĕ çутă тĕнчерен уйрăлса кайичченех хирĕçсе пурăнчĕ. Иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕпе те тахçанхи ĕç-пуçшăн судлашать, кÿршисемпе хутшăнмаççĕ.

Хаçатсенчи криминал рубрикисенче эрех чирĕпе аташнăран ачисем ашшĕ- амăшне хисеплемен, хĕненĕ, тепĕр чухне укçашăн тискеррĕн вĕлернĕ тĕслĕхсене вуласа пĕлетпĕр. 6-7 ача пăхса ÿстереççĕ те... ватлăхра шыв паракан та çук.

Пĕр тĕслĕх: хĕлле ĕçе кайнă май пĕррехинче тăлăх кинемей патне кĕрсе вăл мĕнле пурăннине тĕрĕслесе тухас терĕм. Ун патĕнчен тухсан çула май сусăр çын патне кĕтĕм. Çенĕк алăкне шак-карăм. Шалта вăйсăр сасă илтĕнет, анчах тухса уçаймасть. Чылайран тин шукаласа тухрĕ хайхискер. Халран кайнăскерне алă вĕççĕн йăтса кĕрсе вырăн çине хутăм. 4 кун пĕччен выртнă вăл. Кĕрсе тухнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Ачисен адресĕсене ыйтса илтĕм те ялти почтăна кĕрсе телеграмма ятăм. Каçхине 9 сехет иртсен вĕсем ашшĕ вилнине пырса каларĕç. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.