Комментировать

2 Мая, 2017

Туя туй пек тăвар-и?

Драматург, артист, куракан... К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче çак виç кĕтеслĕх чăн-чăн пăтăрмаха çаврăнчĕ. Чăн та, кулăшлине. Телее, пăтăрмахĕ сцена çинче пулса иртрĕ — Арсений Тарасовăн çĕнĕ пьеси тăрăх хатĕрленĕ камит аншлаг пуçтарчĕ. Çак ĕç урамранах иртнĕлĕхе тавăрчĕ. “Ытлашши билет пур-и сирĕн?” — кĕпĕрленсе тăракан пĕр ушкăнран теприн патне туртăнчĕç çынсем. Хуравĕ кăна лăплантараканни пулмарĕ: “Çук, мĕн эсир?” Тăхтав вăхăтĕнче те, спектакль вĕçленсен артистсене сцена çинчен ниепле те ямасăр вăрахчен алă çупнă хыççăн та пĕр-пĕринпе сÿтсе явма васкарĕç çĕнĕ ĕçе: “Кун пеккине тахçанах курманччĕ-ха...”

Тĕрĕссипе, халăх паян пуçа çĕмĕрмелли ĕçсене килĕштерсех кайманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чаршав хупăннă хыççăн общество чарăнăвне утнă май хĕрарăмсем те çак шухăшах çирĕплетсе калаçрĕç: “Драма хамăрăн пурнăçра та нумай”. Куракан театра самантлăха та пулин йывăр шухăшсенчен хăпас тесе пырать. Çак саккуна пăхăнса драматургсем çăмăлрах кулăшсем çырма, режиссерсем камитсем кăларма тăрăшаççĕ сцена çине. Арсений Тарасов та çырман çак саккуна пăхăнни куç кĕрет. Анчах та асăннă спектакль ытти кулăшран пурпĕр тарăнрах, чăваш чунне тата çывăхрах пулса тухнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.