Патшалăх пулăшăвĕ - яла аталанма
Федерацин "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программипе килĕшÿллĕн ялхуçалăх специалисчĕсене пайăррăн пулăшасси 2003 çултанпа йăлана кĕнĕ. Икĕ çул каялла унăн ячĕ улшăнчĕ те "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарасси" тĕллевлĕ программа пурнăçланма тытăнчĕ. Улшăнусем те пулчĕç. Сăмахран, ытти çулсенче патшалăх ял çынни çурт-йĕр тума е туянма тăкакланнă пурлăхăн 45 процентне субсиди мелĕпе саплаштарнă тăк, халĕ ку пулăшу 70 процентпа танлашать. Курăмлă çăмăллăх темелле. Калăпăр, тăватă çынран тăракан çемье 950 пин тенкĕ таран тивĕçет.