Ăнман хуняма

1 Авг, 2015

Çуркунне çитнĕренпех ĕçтешсем манран шÿтлесе пĕтереймеççĕ. Канмалли кунсем çитсенех витлеме пуçлаççĕ. Ара, пахчаçимĕç туса илмелли вăхăтра чылайăшĕ дачăна, яла çул тытать-çке. Эпĕ те çаплах. Кашни эрнере мар пулин те çемьепе час-часах тăван тăрăха пуçтарăнатпăр. Анчах эпĕ хуняма патне мар, хама çуратса ÿстернĕ тăван киле çÿретĕп.

"Хуняму çыртать-им?" - ялтан таврăнсан ăçта пулнине тĕпчеççĕ юлташăмсем. Çыртмасть-ха та... Анчах пĕр-пĕрне килĕштереймерĕмĕр.

Качча кайни вунă çул та çитрĕ ĕнтĕ. Ывăлăмăр иккĕмĕш класа каять, пĕчĕк хĕр пĕрчи улттă тултарать. Мăшăрпа та хутшăнусем йĕркеллĕ. Чашăк-тирĕк камăн шăкăртатмасть вара? Тавлашасси, кÿренесси пирĕн те пулать. Иксĕмĕр те ĕçлетпĕр. Упăшка айккине чупни хăлхана кĕмен. Эрехне уявсенче чухласа ĕçет. Кĕскен - пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Вăт çав хунямапа çеç ăнмарĕ...

Темшĕн килĕштермерĕ вăл мана. Кутăннишĕн юратмасть, эпĕ вара ăна ĕçлесе пулăшасран хăранипех ун патне çÿреместĕп тетĕр пулĕ-ха.

Çук. Ĕçрен нихăçан та пăрăнман. Анне те ача чухне те кăнтăрлаччен çывăрттарнине ас тумастăп. Ун чухне те ирех тăрататчĕ те - халĕ пушшех канса выртаймăн. Çуллахи кун ыйха кăнтăрлаччен тăсни намăс та. Ара, ĕçĕ те сахал мар ялта. Çумкурăкĕ те çывăрмасть. Çывăх çынсене кăмăлтан пулăшатăп вара.

Паллах, хуняма патне пачах кайман мар. Анчах питĕ сайра çеç çитетĕп. Пĕр-пĕр пысăк ĕç пуçăнсан е кĕрекене пухăнсан.

Пирĕн "юрату" мĕнле пуçланнине те каласа хăвармалла ахăр. Алюшпа çулталăк ытла çÿреттĕмĕр вăл вăхăта. Пĕр чăмăра пухăнса шăкăл-шăкăл пурăнасси пирки те пĕрре мар калаçнă. Анчах малтан хуняма-хуняçапа паллашмалла-çке. Çуралса ÿснĕ ялăмăрсем пĕр-пĕринчен аякра мартанах Алюш машинипе хуларан час-часах лартса каятчĕ-ха. Çавăнпах ăна аттепе анне паллатчĕç, хапăлласа йышăнатчĕç. Эпир килнĕ тĕле аннем тепĕр чухне ятарласа кукăль те пĕçеретчĕ. Пулас кĕрÿшне час-часах чей ĕçме чĕнетчĕ.

Çапла кĕркунне çĕрулми кăларма вăхăт çитсен пулас мăшăрăм яла пуçтарăнчĕ.

- Тен, мана та пĕрле илĕн? Ĕç вăхăтĕнче ытлашши пулмăп, - сĕнтĕм эпĕ.

Савни манпа савăнсах килĕшрĕ. Çапла эрнекун ĕç хыççăн çула пуçтарăнтăмăр. Малтан пирĕн пата кĕрсе тухнăран хуняма патне çитнĕ тĕле каç та пулнăччĕ.

Кил умне чарăнсан шалтах тĕлĕнтĕм. Хуянама карчăк кĕтмест курăнать - пÿртре пĕр çутă та çук.

- Анне çывăрма выртнă ĕнтĕ, шăллăм урама тухнă пуль, - терĕ Алюш. Хуняçа ун чухне килĕнче марччĕ. Аякри хулана ĕçлеме вахтăпа çÿрет вăл.

Маншăн ку пысăк кĕт-менлĕх пулчĕ. Эпир кĕрсен те пăянам вырăн çинчен те тăмарĕ.

- Çăлтăрсем пурччĕ-и? Пĕлĕтлемен-и, - ыйтрĕ вăл ывăлĕнчен пуçне çĕклемесĕр. - Ыран пахчана тухма çанталăкĕ çеç патăр ĕнтĕ...

Эпĕ пачах çук тейĕн. Маншăн ку питĕ кăнттам пулчĕ. Ара, эпĕ кун пеккине курман та! Çывăх çыннăмсем хăть те мĕнле каçа юлса çитсен те çутă сÿнтермеççĕ. Темĕнле ывăнсан та кĕтсе илеççех. Хирĕç тухаççĕ, тутлă апатпа сăйлаççĕ...

Мана вара çĕнĕ çуртра сĕтел хушшине чĕнме мар, сывлăх та сунмарĕç. Юрать-ха анне патĕнче çисе тухнăччĕ. Унсăрăн выçăллах выртмалла пулатчĕ-тĕр. Çапла пĕр курка шыв ĕçнипех çырлахрăм.

Ирхине вăрансан та йăраланса выртмарăм. Тăтăм та апат хатĕрлекен хуняма патне пырса хам сăмах чĕнтĕм.

- Мĕнпе пулăшас? - ытрăм сăпайлăн.

Вăл пĕкнĕ пуçне çĕклесе ман çине халь-халь сĕкесле вăкăр евĕр тинкерчĕ. Кăштахран:

- Алюша тăрат. Тислĕк хырмалла, - терĕ.

Çапла савнипе иксĕмĕр картишнелле тухрăмăр. Вак ĕçсемпе аппаланнă хыççăн калак йăтса çĕрулми кăларма тытăнтăмăр. Кунĕпех ĕçлерĕмĕр. Хунямапа калаçма кăмăл та, вăхăт та пулмарĕ.

Каçхине ывăннине пăхмасăр çĕнĕ килте урай çуса тухрăм - мунчаран тухсан çывăрма сывлăш уçă пултăр терĕм.

- Таса пулнине хам та юрататăп-ха та... - ним калама аптранăран чĕнчĕ Алюш амăшĕ.

Темиçе йăран çеç юлнăччĕ те тепĕр кун пахчана тухма васкамарăмăр. Кăнтăрлаччен ĕçрен пушантăмăр та. Эпĕ тăрăшуллине курса-ши ик-кĕмĕш кунхине хуняма кăмăлĕ кăштах çемçелчĕ. Вăл кукăль пĕçерсе çитерме пулчĕ. Анчах сĕтел хушшине вырнаçсан пĕр татăкне чăмласа антарма та çăмăл пулмарĕ. Хăнана килнĕ асламăшĕпе кукамăшĕ куç илми пăхрĕç. Те тиркерĕç вĕсем, те ырларĕç. Ку асапа нумай тÿсеймерĕм - тăраннă сăлтавпа тула тухрăм.

Пире ăсатнă чухне те кăнттам пулчĕ хуняма. Ман пирки эпĕ камне ыйтакан кÿршине те хавас пулмарĕ.

- Майри пуль. Ăçтан пĕлес? - терĕ типпĕн.

Кашнинчех çапла йышăнать. Эпир туй пирки калаçма тытăнсан та тутине мăрт-март пăрнăччĕ. Мĕншĕн килĕштермест мана? Халĕ те пĕлместĕп. Çавăнпах питĕ сайра çÿретĕп те. Мĕншĕн канăçсăрлантарас?

 

ТАРУК.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.