- Чăвашла верси
- Русская версия
Ача тетте мар, ăна ÿстерме çăмăл мар
"Хура хыпарсемпе" паллашатăп. Кашнине вуламассерен кĕлетке тăрăх сивĕ чупать. Мĕн тери хаяр эпир - çынсем. Пурнăçа ним чухлĕ те хаклама пĕлместпĕр...
Вăрнар районĕнчи 33 çулти арçын пĕлĕшĕн пĕчĕк хĕрĕн кун-çулне татнă. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче хайхисем хĕрарăм хваттерĕнче эрех ĕçнĕ. Кил хуçи тантăшне ăсатма тухсан арçын унăн çулталăкри хĕрне урама илсе тухнă та асфальт çине пуçĕпе темиçе хутчен сула-сула çапнă. Йывăр сурансене пула пĕчĕкскер часах сывлама та чарăннă. Арçынна вăл йĕни килĕшмен имĕш.
Тепĕр тискерлĕхĕн сăлтавĕ те шăпăрлан куççульленнипех çыхăннă. Шупашкарта пурăнакан 35-ри арçынна та пĕрле пурăнакан хĕрарăмăн икĕ уйăхри ачине вĕлернишĕн тата тепĕр хĕрне хĕненĕшĕн айăплаççĕ. Ĕç-пуç пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче тара илсе пурăнакан хваттерте пулса иртнĕ. Следстви палăртнă тăрăх, арçын икĕ уйăхри пепкене уринчен ярса илнĕ те лешĕ макăрнине чăтаймасăр ăна кутăн тытса вырăн айккипе стенана темиçе хутчен çапнă. Пепкен виллине амăшĕ ирхине çеç асăрханă. Следстви пынă вăхăтра арçын маларах иккĕри хĕрачана хĕнени те палăрнă.
Ача чухне çак арçынсем хăйсем йĕмен-шим? Хырăмĕ выçнине е йĕмми йĕпеннине амăшне шăпах сасă парса систермен-шим? Урамра вылянă май такăнса урине ыраттарсан чи çывăх çыннин чĕрçи çинче ларса ачашланман-шим? Вĕсенче çынлăх туйăмĕ мĕншĕн вăранайман-ши? Юрату çитмен-ши? Е эрех-сăра ухмаха кăларнă-и? Шуйттан ернĕ пулинех. Пин-пин ыйту çуралать.
Çак арçынсем ют ачана юратма, пепкене кăкăрĕ çумне чăмăртаса лăплантарма ăс-хал çитереймен тейĕпĕр. Çав вăхăтрах чунсăр амăшĕсем те сахал мар-çке. Варта тĕвĕленнĕ чуна кун çути паманни пирки мар, çуратнисене шелсĕррĕн çÿп-çап купине кайса ывăтакансем, çĕр ăшне чавса чикекенсем, хăйсене ĕçме-çиме чăрмантарнăранах хĕнекенсем, пăрахса хăваракансем çинчен сăмахăм.
Юрать усаллипе юнашар лайăххи те пур. Ют ачасене хăйсеннинчен те ытларах ачашлăхпа çепĕçлĕх, юрату парнелесе ÿстерекенсем те пурри савăнтарать.
Çапах паян ырри мар, усалли çинчен сăмах хускатас килет. Ачасемпе ĕçлекенсен хушшинче те чунсăрсем пурри - общество инкекĕ. Ачасене, тен, пĕремĕкпе çеç воспитани пани çителĕксĕр пулĕ. Анчах пур енĕпе те виçерен иртмелле мар. Çак чикке уйăрайманнисем те сахал мар-çке. Воспитательсен хушшинче те пур вĕсем.
Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи суд пĕр участокĕ асăннă районти ача садĕнче тăрăшакан 48 çулти хĕрарăм тĕлĕшĕпе приговор йышăннă. 2011 çултан пуçласа кĕçĕннисемпе ĕçлекенскер кăçалхи нарăс уйăхĕнче айăпа кĕнĕ. 4 çулти сусăр ача асăрханаймасăр теприн аллине хĕстернĕ. Хĕрарăм çакăншăн ачана кутĕнчен темиçе хутчен вăйпах çапнă, çурăмĕнчен тĕкнĕ. Арçын ача урайне хырăмĕпе ÿкнĕ. Юрать-ха хĕрарăма ĕçтешĕсем чарнă.
РФ СК республикăри управленийĕ шута илнĕ тăрăх, кăçалхи çур çулта çеç тĕрлĕ преступление пула çулталăка çитмен - 9, 1 çултан пуçласа 14 çулччен - 49, 14 çултан пуçласа 17 çулччен 30 çамрăк шар курнă. Право хуралĕн ытти органĕсенчен следовательсем патне çул çитмен 88 ачапа çыхăннă 108 уголовлă ĕç çитнĕ.
Республикăра ачасемпе çыхăннă çул çинчи инкексен шучĕ ÿснине те каламалла. Шута илнĕ 142 тĕслĕхрен тăваттăшĕнче çул çитменнисем вилмеллех аманнă. Ачасем ытларах аслисен тимсĕрлĕхне пула инкеке лекеççĕ.
Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче те реанимацие илсе çитернĕ çулталăкри арçын ача çăмăл автомашинăн хыçалти ларкăчĕ çинче çывăрса пынă. Ашшĕ-амăшĕ ятарлă кресло çине лартман ăна.
Çак эрнере тунтикун 5-ри арçын ача реанимацие лекнишĕн те аслисемех айăплă. Ашшĕ çулăн машинăсем хирĕç килекен енне тухнă та... хăй вырăнтах вилнĕ. Мăшăрĕ йывăр аманнă.
Çав кунах Муркаш районĕнче 14-ри хĕрача велосипедпа аслă çулпа пынăран больницăна лекнĕ...
Асăрханулăха çухатнăранах пурнăç хыççăн пурнăç татăлать. Хаярлăхпа пĕрлех шыв та, вут та шеллемест.
Путакан та нумай пулчĕ кăçал. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра 24 çын путса вилнĕ. Вĕсенчен улттăшĕ - каллех ачасем. Хальхинче те аслисем пăхса çитерейменнипе темелле.
...Çапла, тепĕр чухне ачан кашни утăмне асăрхаса ĕлкĕрме май çук. Ÿкес вырăн ăçтине пĕлменренех тÿшек те сараймастпăр. Чунсăр этемсен хаярлăхне ырăпа çĕнтерме май тупаймасан та тимлĕхе çухатас марччĕ. Ача тетте мар, ăна ÿстересси те вăйă кăна мар.
Комментировать