«Автансем те авăтаççĕ пуль, чăхсем те какалаççĕ пуль»
"Хура вăрман варринче пурăнакан пĕр чăвашăн виçĕ ывăл пулнă. Аслине Шураç тесе чĕннĕ, вăталăххине Упи, кĕçĕннине Ури. Чăваш йăлипе аслă ывăлне чĕнсе илет те ашшĕ, йытă хыççăн утма калать: "Ăçта çитсе çăвăрлать - эсĕ та çавăнта кил-çурт çавăр!" Çапла ырă сунса çуралнă килĕнчен сĕм вăрмана кăларса ярать.
Чылай утать Шураç йытă хыççăн. Лешĕ аранах пĕр вырăнта йăва çавăрать. Шураç та çавăнтах вăрман касса кил-çурт майлаштарать. Çакăнтан пуçланса каять Шураç ялĕ. Ĕмĕрсем иртсен те çынсем ял ятне улăштармаççĕ. Шураç - тĕне кĕмен чăваш арçыннин ячĕ.
Иккĕмĕш ывăлĕ те çак мелпех уйрăлса тухать, виççĕмĕшĕ те. Çапла вара Элĕк районĕнчи Шураç, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь тата Урикасси ялĕсем пĕр тăвансенчен йĕркеленсе кайнă.
Çак халапа чăн тесе йышăнсан асăннă ĕçсем пирĕн тăрăхран Иван ĕмпÿ çарĕ иртсе кайиччен пĕр 50 çул маларах, 1500 çулсенче, пулса иртме пултарнă".
Çапла каласа кăтартать çуралнă кĕтесĕмĕн историйĕ çинчен "Савнă ялăм ман Шураç" кĕнеке /авторĕсем Алексей Фадеев тата Рита Арти/. Ял историне 100-140 çул каялла çуралнă-пурăннă ватăсен аса илĕвĕсем тăрăх çырнă. Вĕсем вара хăйсен аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ каласа кăтартнисене пĕлтернĕ.
Анчах та мĕншĕн йытă хыççăн кăларса янă-ха ывăлĕсене чăваш? Çак чĕрчунăн сисĕмлĕхĕпе усă курма тĕв тунă иккен вăл. Йытă, çăвăрлас умĕн, йăва çавăрма пур енчен те юрăхлă вырăн шыранă. Улах та пулмалла унăн, типĕ те, унпа пĕрлех сывлăш юхăмĕ пур енчен те пĕр пек килмелле. Улах та лăпкă кĕтес - çурисене лайăх аталанма. Типĕ вырăнта вĕсем ытлашши чирлемĕç. Пур енче те пĕр пек килекен сывлăш юхăмĕ вара çывхаракан тăшман шăршине аякранах илсе çитерĕ. Ĕçмелли шыв та çывăхрах пулмалла.
Этеме те вăрман варринче, паллах, шăпах çакăн пек вырăн юрăхлă. Унсăр пуçне ăна тырă-пулă çитĕнтерме меллĕ çĕр те кирлĕ пулнă.
Çапла ăнлантарать паян йытă тыткаларăшне çутçанталăк пулăмĕсене çутатакан ăслăлăх журналĕ. Ăслă чăваш вара çакна авалах пĕлнĕ.
Хура-шур, инкеклĕ кунсем çын пурнăçĕнче кăна мар, ял шăпинче те пулаççĕ. Шураçăн та синкере сахал мар чăтса ирттерме тивнĕ. Патша салтакĕсене, лешсем ытла та алхаснăран, хĕрарăмсене пусмăрланăран, хирĕç тăнăшăн, пуç янишĕн хутне кĕнĕшĕн Шураçа тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарнă. Ял пуçне хура юпа ларттарнă. Тĕнче тăрăх саланнă çынсем. Темиçе ĕмĕртен пурпĕр çуралнă кĕтесех таврăннă Шураçсем. "Маçаксемпе мамаксен çĕрĕ" тесе каллех кунтах çуртсем çĕкленĕ. Шураçра каллех пурнăç аталаннă. Вăрă-хурах тапăннă улпута вилĕмрен хăтарнă хыççăн лешĕ Шураç пуçĕнчи юпана кăларса пеме хушнă, ял çыннисене ирĕк панă. Çакăн хыççăн халăх лăштах сывласа янă. Шăпах ирĕклĕ пурнăç ирĕклĕ аталанма май панă курăнать Шураçсене. Кĕрнеклĕ пулнă пирĕн ял çыннисем. Çÿллĕ те капмар кĕлеткисемпе таврара палăрса тăнă. Вăрăм Михал, Вăрăм Тинеки, Вăрăм Элекçи, Вăрăм Тихăн, Мăн Павăл, Мăн Çимун, Вăрăм Якур, Вăрăм Пăркухви, Вăрăм Майкка текен ятсем пушă вырăнта çуралман паллах.
Чăваш çĕрĕ вилме те, пуйма та памасть теççĕ. Пирĕн тăрăхра чăнах та çĕр пахалăхĕ чаплах мар. Çавăнпах-тăр Шураçсем алă ĕçне аталантарнă. Ентешĕмсен пултарулăхĕ пирки тавра пĕлет. Йĕке çавăрас енĕпе Шураçсене çитекен çуках. Каярахпа станоксем те ăсталама пуçланă вĕсем. Кăçатă та йăваланă. Çĕвĕçсем те, тимĕрçĕсем те хамăрăнах пулнă. Çил арманĕсем вансан вĕсене юсама та ют çĕре пулăшу ыйтма кайман. Улпут ирĕке кăларнă хыççăн тинех ял халăхĕ: "Эпир - Шураçсем!" тесе калама вăтанма пăрахнă.
Мĕншĕн çыратăп-ха çак йĕркесене? Юлашки çулсенче ялсем пушанса, çамрăксем пурте хулана тарса пыни пирки калаçаççĕ. Пирĕн ялта лару-тăру урăхларах. Чăн, пĕрлешÿллĕ хуçалăх арканчĕ. Пачах урăхла пурнăç пуçланчĕ. Халĕ чăвашăн хăйĕн пуçне шухăшлаттарса ĕçлеме тивет. Шураç - пысăк ял мар, пурĕ те 100 ытла хуçалăх кăна. Апла пулин те аталанать-ха вăл, пурăнать. Пĕр-пĕринпе ăмăртса кермен пек кирпĕч çуртсем çĕклеççĕ ял çыннисем. Паян Шураçра 167 çын пурăнать. Ача сасси те илтĕнет ялта - çакă лайăх. Шкул сукмакне 35-ĕн такăрлатаççĕ, чи пĕччĕккисем 7-ĕн вĕсене ăмсанса пăхаççĕ - пурин те хăвăртрах ÿсес килет-çке. Аслă ăру çыннисем - 60. Чи асли - Нина Шленская, ĕмĕр тăршшĕпех шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Нина Николаевна 90 çула çывхарать. Хисеплĕ ватă хыççăн 12-ĕн хăвалаççĕ - пурте 80-ран иртнĕ. Ялта нумай ачаллă çемьесем те пур: Лаврентьевсем, Герасимовсем, Васильевсем, Степановсем. Малтанхи икĕ çемьере 4-шар ача ÿсет. Паллах, çамрăк ăрăва ура çине тăратма çăмăл мар. Çакăншăн аслисем ырми-канми ĕçлеççĕ. Нумай ачаллисем ял-йышра ырă ятлă пулнине палăртма кăмăллă.
Шураçра пултаруллă та ĕçчен çамрăк нумай. Сергей Лаврентьев Элĕк салинче стройорганизаци директорĕнче вăй хурать. Вăл тăрăшнипех ял тепĕр урамĕн çулне хытă сийпе витме май килчĕ. Юрий Лаврентьев, Юрий Порфирьев, Леонид Николаев, Юрий Герасимов - паянхи Шураçăн чăн тĕрекĕ. Çамрăксем тăрăшнипе ялта çăва таврашне йăлт тасатса тирпейлерĕç. Чи кирли, унти кивелнĕ çурт вырăнне çĕннине çĕклерĕç. Пархатарлă ку ĕçре Николай Ильин платнике уйрăмах ырăпа палăртас килет.
Ĕçлеме ÿркенмест паянхи çамрăк. Ĕçе техникăпа усă курса çăмăллатасси анлă сарăлнă - паян мотоблок туянман çын çук та пуль. Шураçсен килĕсенче халĕ тракторсем те, груз турттармалли машинăсем те пур. Ирсерен ялтан çăмăл машинăсем пĕрин хыççăн тепри васканине курсан чун савăнать - пурин те ĕçе вăхăтра çитмелле-çке.
Ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ Шураçсем. Ял клубĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Хавас" ушкăн, ăна Нина Тарасова ертсе пырать, кирек мĕнле уявра та халăха юрă-ташăпа савăнтарать.
Тăван тăрăхран хакли çук теççĕ. Сывлăш та сипетлĕрех туйăнать кунта. Çуралнă кĕтес илемĕпе тыткăнлать. Ахальтен мар Шураç çинчен çакăн пек халап çÿрет. 1918 çулта ялта пуçламăш шкул уçăлнă. Малалла çамрăксем Хутарта ăс пухнă. Ун хыççăн вĕренме Етĕрнене, Нурăса, Шупашкара каймалла пулнă. 1911-20 çулсенче пулса иртнĕ теççĕ ку. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн ялти пилĕк ача кутамкка çакса Етĕрнене вĕренме кайма тухнă. Вăрăм ĕшнене хăпараççĕ те ял енне çаврăнаççĕ хайхисем. Çÿллĕ вырăнтан йăлт курăнать. Анкартисенчи тырă капанĕсем çумĕнчи йĕтем çинче хĕрÿ ĕç пырать. Авăн аштаракан лашасем тулхăрни, çапуççи тăпачисем шакăлтатни уççăнах илтĕнет. Çыннисем калаçаççĕ-кулаççĕ... Тепĕр енчи çаралса юлнă уйри хăмăл çинче хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче кĕтÿ кĕшĕлтетсе çÿрет. Хăрăк шанкă хуçăлнă пек шаплатса кĕтÿç пушши сас парать. Кĕтмен çĕртен ачасене тунсăх пусса илет. Вĕсенчен пĕри ял еннелле пăхса: "Эх, пирĕн килте автансем те авăтаççĕ пуль!" - тет. Тепри: "Чăххисем те какалаççĕ пуль!" - тет. Виççĕмĕшĕ шухăшласа тăрать-тăрать те: "Çук, эпĕ вĕренме пымастăп", - тесе çаврăнса килнелле утать. "Эпĕ те Шураçран ниçта та каймастăп!" - тесе тепри те юлташĕ хыççăн васкать. Çакăн хыççăн виçĕ çамрăк çеç Етĕрне çулĕ тăрăх пуçĕсене чиксе утаççĕ. Каярахпа виççĕшĕ те рабфак пĕтерсе инженер специальноçне алла илеççĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ. Çапла пирĕн ялта "автансем авăтаççĕ пуль", "чăхсем те какалаççĕ пуль" тени "эпĕ ялтан ниçта та каймастăп" тенине пĕлтерет.
Виктория ГЕРАСИМОВА,
Тавăтри вăтам шкул вĕренекенĕ.