Пурнăç тути пĕтсен...

1 Авг, 2015

Ялсенче тăтăшах пулма тивет. Улшăнчĕ чăваш ялĕ, эх, улшăнчĕ! Çĕнетÿ тапхăрĕ пĕтерчĕ те чăваша, халĕ те тăна кĕрсе урăлса пĕтеймест вăл. Арçынсем пирки-ха сăмахăм. Çĕршыв тăруках урăх çулпа аталанма пуçласан çухалса кайрĕç вĕсем. Вăйсăрланчĕç. Пурнăç тутине çухатрĕç. Вулакан çав тапхăра лайăх астăвать пулĕ: хĕрарăмсем мăн сумкăсем сĕтĕрсе пасара çÿреме пуçларĕç. Ырăран мар, паллах, ачи-пăчине ÿстермелле-çке-ха. Арçынсем вара çав вăхăтра хваттерĕсенче усракан пĕчĕк йыттисене çавăтса урама уçăлма илсе тухатчĕç... Анчах йытăпа утса та йăлăхтарать. Пĕчĕккĕнех черкке енне сулăнчĕ чăваш. Ахальтен каламаççĕ "ĕç тытса тăрать çынна" тесе. Çакăн йышши пĕлтерÿсем те çухалнăччĕ çав тапхăрта. Ĕçсĕр аптранипе ирех пĕр ушкăна пухăнать 7-8 арçын. Тепĕр кун та - çак ÿкерчĕкех... Шел те, халĕ çамрăксем те çак çулпах "аталанаççĕ".

Калаçтарать çак ыйту. Ăна мĕнле те пулин татса пама, лару-тăрăва улăштарма пулать-и? Ара, каплах пулсан арçын пачах пĕтет вĕт. Халĕ те вăл хĕрарăма ача çуратма кăна кирлĕ пулса тухать. Упăшкисене ĕçнĕшĕн, ĕçлеменшĕн килтен кăларса ярасси вăй илсе пырать чăваш хĕрарăмĕ хушшинче. Нумайăшĕ хĕрарăма хăйнех айăплама пăхать. Вăл, халĕ те çемьене, хуçалăха пĕччен тенĕ пек туртса пыраканскер, айăплă-мĕн арçын ĕçке ярăннăшăн... Лайăх арăм тĕлне лекнисем йĕркене кĕнисем те пур-ха арçынсен хушшинче. Анчах хĕрарăм та халĕ çепĕçлĕхне, ачашлăхне çухатса арçынна çаврăнса пырать, унран кая мар туртать, ĕçет. Кун пек арăм упăшкине мĕнпе хавхалантарма пултартăр? Çапах та хĕрарăмра эпир, арçынсем, ачашлăхпа çепĕçлĕхсĕр пуçне тутлă апатпа сăйланине те, илемлĕ те çыпăçуллă çи-пуç тăхăннине те хаклатпăр вĕт.

Ĕмĕр вăрăм мар. Пурнăç ăнманшăн кам айăплине шыраса вăхăт ирттериччен ăна йĕркелесе яма тăрăшни аванрах-тăр. Арçынпа хĕрарăмăн пĕр-пĕриншĕн тĕкĕ пулмалла. Йывăрлăхсене пĕрле парăнтарма çăмăлрах.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.