Архив - 1 Авг, 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ
Патшалăх пулăшăвĕ - яла аталанма
Федерацин "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программипе килĕшÿллĕн ялхуçалăх специалисчĕсене пайăррăн пулăшасси 2003 çултанпа йăлана кĕнĕ. Икĕ çул каялла унăн ячĕ улшăнчĕ те "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарасси" тĕллевлĕ программа пурнăçланма тытăнчĕ. Улшăнусем те пулчĕç. Сăмахран, ытти çулсенче патшалăх ял çынни çурт-йĕр тума е туянма тăкакланнă пурлăхăн 45 процентне субсиди мелĕпе саплаштарнă тăк, халĕ ку пулăшу 70 процентпа танлашать. Курăмлă çăмăллăх темелле. Калăпăр, тăватă çынран тăракан çемье 950 пин тенкĕ таран тивĕçет.
Пурнăç тути пĕтсен...
Ялсенче тăтăшах пулма тивет. Улшăнчĕ чăваш ялĕ, эх, улшăнчĕ! Çĕнетÿ тапхăрĕ пĕтерчĕ те чăваша, халĕ те тăна кĕрсе урăлса пĕтеймест вăл. Арçынсем пирки-ха сăмахăм. Çĕршыв тăруках урăх çулпа аталанма пуçласан çухалса кайрĕç вĕсем. Вăйсăрланчĕç. Пурнăç тутине çухатрĕç. Вулакан çав тапхăра лайăх астăвать пулĕ: хĕрарăмсем мăн сумкăсем сĕтĕрсе пасара çÿреме пуçларĕç. Ырăран мар, паллах, ачи-пăчине ÿстермелле-çке-ха.
Хаçат вуласси камăн ĕçĕ?
«Руль умĕнчи хĕрарăм пулчĕ иккен ман арăм»
Ялта пурăнаканăн утă уйăхĕнче ĕç мăй таранах пулин те Шупашкар районĕнчи Сархурăн хастарĕсем кÿршĕ-аршăпа пĕрле пухăнса савăнма та вăхăт тупаççĕ. Ялти чи ăста та пултаруллă хĕрарăм-водителе тупса палăртас тĕллевпе «Автоледи» конкурс ирттересси те кунта ырă йăлана кĕрсе пырать.
Ача тетте мар, ăна ÿстерме çăмăл мар
"Хура хыпарсемпе" паллашатăп. Кашнине вуламассерен кĕлетке тăрăх сивĕ чупать. Мĕн тери хаяр эпир - çынсем. Пурнăçа ним чухлĕ те хаклама пĕлместпĕр...
Вăрнар районĕнчи 33 çулти арçын пĕлĕшĕн пĕчĕк хĕрĕн кун-çулне татнă. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче хайхисем хĕрарăм хваттерĕнче эрех ĕçнĕ. Кил хуçи тантăшне ăсатма тухсан арçын унăн çулталăкри хĕрне урама илсе тухнă та асфальт çине пуçĕпе темиçе хутчен сула-сула çапнă. Йывăр сурансене пула пĕчĕкскер часах сывлама та чарăннă. Арçынна вăл йĕни килĕшмен имĕш.
«Автансем те авăтаççĕ пуль, чăхсем те какалаççĕ пуль»
"Хура вăрман варринче пурăнакан пĕр чăвашăн виçĕ ывăл пулнă. Аслине Шураç тесе чĕннĕ, вăталăххине Упи, кĕçĕннине Ури. Чăваш йăлипе аслă ывăлне чĕнсе илет те ашшĕ, йытă хыççăн утма калать: "Ăçта çитсе çăвăрлать - эсĕ та çавăнта кил-çурт çавăр!" Çапла ырă сунса çуралнă килĕнчен сĕм вăрмана кăларса ярать.
Чылай утать Шураç йытă хыççăн. Лешĕ аранах пĕр вырăнта йăва çавăрать. Шураç та çавăнтах вăрман касса кил-çурт майлаштарать. Çакăнтан пуçланса каять Шураç ялĕ. Ĕмĕрсем иртсен те çынсем ял ятне улăштармаççĕ. Шураç - тĕне кĕмен чăваш арçыннин ячĕ.
Ялшăн тунсăхлакан ÿнерçĕ
Купăсне тăсса ярать те...
Ăнман хуняма
Çуркунне çитнĕренпех ĕçтешсем манран шÿтлесе пĕтереймеççĕ. Канмалли кунсем çитсенех витлеме пуçлаççĕ. Ара, пахчаçимĕç туса илмелли вăхăтра чылайăшĕ дачăна, яла çул тытать-çке. Эпĕ те çаплах. Кашни эрнере мар пулин те çемьепе час-часах тăван тăрăха пуçтарăнатпăр. Анчах эпĕ хуняма патне мар, хама çуратса ÿстернĕ тăван киле çÿретĕп.
"Хуняму çыртать-им?" - ялтан таврăнсан ăçта пулнине тĕпчеççĕ юлташăмсем. Çыртмасть-ха та... Анчах пĕр-пĕрне килĕштереймерĕмĕр.