- Чăвашла верси
- Русская версия
Патшалăх пулăшăвĕ - яла аталанма
Федерацин "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программипе килĕшÿллĕн ялхуçалăх специалисчĕсене пайăррăн пулăшасси 2003 çултанпа йăлана кĕнĕ. Икĕ çул каялла унăн ячĕ улшăнчĕ те "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарасси" тĕллевлĕ программа пурнăçланма тытăнчĕ. Улшăнусем те пулчĕç. Сăмахран, ытти çулсенче патшалăх ял çынни çурт-йĕр тума е туянма тăкакланнă пурлăхăн 45 процентне субсиди мелĕпе саплаштарнă тăк, халĕ ку пулăшу 70 процентпа танлашать. Курăмлă çăмăллăх темелле. Калăпăр, тăватă çынран тăракан çемье 950 пин тенкĕ таран тивĕçет. Паллах, çирĕп услови те пур - специалистсен ялта сахалтан та 5 çул ĕçлемелле.
Яла аталантарассипе çыхăннă программа республикăра еплерех пурнăçланнине ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов каласа кăтартрĕ.
- Юлашки вăхăтра яла таврăнакансен йышĕ ÿсни палăрать. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тăван тăрăхрах пурăнма тĕв туни аслисемшĕн те кăмăллă. Çамрăксене вăй илсе кайма, тымар яма, паллах, пулăшу кирлĕ. Патшалăх политики шăпах çакăн пек тĕллевлĕ те.
2003 çултанпа федерацин "Ялăн социаллă аталанăвĕ" тата "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарасси" тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртнĕ май пурнăçлакан мероприятисем валли республикăна федераци хыснинчен 1,5 млрд тенкĕ çитнĕ, - пĕлтерчĕ Николай Петрович.
Программăсем хута кайнăранпа республикăри районсенче пурăнса ĕçлекенсен çурт-йĕр ыйтăвне çăмăллатма федераци бюджетĕнчен - 844, республика - 420 млн тенкĕ яхăн уйăрнă. Çак тапхăрта ялти тăватă пин ытла çемье хăйсене ятăн кĕтеслĕ пулса тăнă. Вĕсенчен 1600-шĕ - çамрăк çемьесемпе специалистсем.
Программăна 35 çула çитеймен специалистсемпе çамрăк çемьесем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черетре тăмалла, хваттер е çурт хакĕн 30 процентне тÿлеме пултармалла.
- Черетре тăракан сахал мар. Çамрăксем ялта тĕпленсен вĕсене патшалăх пулăшасса ăнланчĕç. Çавăнпах çак çăмăллăхпа усă куракансен шучĕ ÿссех пырать. Кăçал ялта пурăнакан 179 çемье субсидие тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство илчĕ. Вĕсенчен 121-шĕ - çамрăк çемье тата специалист.
Ку вăл çав тери анлă программа иккенне палăртмалла. Унпа килĕшÿллĕн ялсенче комплекслă майпа çурт-йĕр çавăрма тата тирпей-илем кĕртме май пур. Хальлĕхе республикăра икĕ проект пурнăçланать. Пĕри - Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра, тепри - Шупашкар районĕнчи Опукасси ялĕнче. Патшалăх пулăшнипе газ, шыв, çутă кĕртеççĕ, каяш юхмалли пăрăхсем хураççĕ, çул сараççĕ. Комплекслă çак ĕçсене вĕçлесен 230 çемье хăйне кĕтеслĕ пулĕ, - палăртрĕ ялхуçалăх министрĕн çумĕ.
Программа çулсерен çĕнелет. Унта тăтăшах çĕнĕ проектсем хушаççĕ. Çĕнĕлĕхсен йышне халĕ çаксене кĕртмелле: мал ĕмĕтлисене грант парса хавхалантараççĕ. Унпа виçĕ енлĕн усă курма юрать: спорт тата ача-пăча лапамĕсене хăтлăх кĕртесси, историпе культура палăкĕсене упраса-çĕнетсе хăварасси, халăх промыслине, йăли-йĕркине пулăшу кÿресси.
Çак пулăшупа усă курсах 2014 çулта Чăваш Енре икĕ проект пурнăçа кĕчĕ: Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре Бичурин сачĕн музей-паркĕ, Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра "Хресчен çурчĕ" халăх музейĕ ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсене патшалăх 2,5 млн тенкĕ парса хавхалантарнă.
- Кăçал тата 2 проект хута каймалла. Элĕк тата Муркаш районĕсенче спорт лапамĕсем халăха савăнтарĕç, - пĕлтерчĕ Николай Якимов.
Татьяна НАУМОВА.
Комментари хушас