«Руль умĕнчи хĕрарăм пулчĕ иккен ман арăм»

1 Авг, 2015

Ялта пурăнаканăн утă уйăхĕнче ĕç мăй таранах пулин те Шупашкар районĕнчи Сархурăн хастарĕсем кÿршĕ-аршăпа пĕрле пухăнса савăнма та вăхăт тупаççĕ. Ялти чи ăста та пултаруллă хĕрарăм-водителе тупса палăртас тĕллевпе «Автоледи» конкурс ирттересси те кунта ырă йăлана кĕрсе пырать.

- Халĕ ялти хĕрарăмсем те руль умне ларма кăмăллаççĕ, хăюллисем пĕр тăхтамасăрах водитель курсĕсене çырăнаççĕ. Çавăнпах çуллен çак конкурса хутшăнакансен йышĕ те ÿссех пырать. Кăçал акă 13-шĕ хăйсене тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнмаллине аса илтерни нихăçан та ытлашши пулас çук. Уява хутшăнакансем çакна аван ăнланаççĕ, - каласа кăтартрĕ ялти клубра 15 çул культура мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерекен Наталия Пулькова.

Хастар хĕрарăмсем «тимĕр урхамахĕсене» еплерех юратни вĕсен машинисене курсанах сисĕнет. Тĕрлĕ хăюпа, хăмпăпа капăрлатнăскерсем туя кайма тухнă тейĕн. Чи малтанах кашни хăйĕнпе тата чун кăмăлланă шанчăклă тăрантасĕпе паллаштарчĕ. Çул çинчи чăрмавсене парăнтарассипе, çĕлен евĕр кукăр-макăр авкаланса ярăнассипе пĕр-пĕрне маххă памарĕç вĕсем. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркине лайăх пĕлнине çирĕплетрĕç, транспорта гаража тĕрĕс-тĕкел кĕртсе лартма пултарнине кăтартрĕç. Мĕншĕн шăпах çак техникăна суйласа илнине палăртса, чун киленĕç урхамахне мухтаса сăвă çырасси те шăл çемми-мĕн Сархурăнсемшĕн. «Руль умĕнчи хĕрарăм» паллăна та кашни хăйне май кăсăк та илĕртÿллĕ ÿкерсе хатĕрлерĕ.

Конкурсантсене хавхалантарма пухăннисем валли те тĕрлĕ вăйă хатĕрленĕ Наталия Михайловна. Шăккалат кунĕнче çак çимĕçе астивмесĕр епле чăтайăн-ха? Çавăнпах «Пылак мăшăр» конкурсра вăй виçекен те йышлă пулчĕ. Ачасем вара асфальт çине хăйсен ĕмĕтĕнчи машинине пурăпа сăнларĕç.

Атайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Виноградов çак кун çул-йĕр автоинспекторĕн ятарлă çи-пуçне тăхăнсах конкурса хакларĕ. Çăмăлах мар ку ĕçре ăна инçе çула çÿресе палăрнă Александр Яковлев пулăшрĕ. Конкурса хутшăннă чи пысăк стажлă водитель Екатерина Смирнова хăй руль умĕнче 11 çул ахальтен ларманнине халăх умĕнче те çирĕплетрĕ: правурлăхпа палăрса «Çулталăк автоледийĕ» титула, ятарлă кубока, ылтăн медале çĕнсе илчĕ. Тĕрĕссипе, Смирновсем ку конкурса çемйипех хутшăнчĕç. Катя машинăпа мала тухса тĕлĕнтерчĕ. Шÿтлеме юратакан упăшки Алексей çулталăкри хĕрне ача кÿминче тĕксе ăмăртрĕ, куракансене савăнтарнăшăн ăна та парнепе хавхалантарчĕç. «Руль умĕнчи хĕрарăм пулчĕ иккен ман арăм», - çапла такмакласа йăл кулă парнелерĕ телейлĕ кил хуçи. Пьедестал çине Александра Павловăпа Елена Михайлова та хăпарма тивĕçрĕç. Чи çамрăк водитель Анастасия Пулькова та 6 уйăхрах ăсталăх пухма ĕлкĕрнине ĕнентерчĕ. Ытти конкурсанта та тивĕçлĕ номинацире хакласа парнесемпе чысларĕç.

Лина МАКАРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.