Архив - 18 Янв, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ
Пĕр кун та хыпарсăр иртмест
Чăваш Енре пурăнакансенчен ытларахăшĕ /89,9 процент/ телекурав урлă информаци илет. Çапла çирĕплетет Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ирттернĕ социологи тĕпчевĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Интернет. Ăна ыйтăма хутшăннисен 58,5 проценчĕ кăмăллать Чăваш Ен халăхĕн 57,3 проценчĕ вара хыпара хаçатсем урлă пĕлет. Радио тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Ăна респондентсен 47,2 проценчĕ юратса итлет. Республикăра пурăнакансен 75 проценчĕ /18-24 çултисем/ кулленех Интернетпа усă курать. Аслă ăру вара массăллă информаци хатĕрĕсене /телекурав, радио тата хаçатсем/ мала хурать.
Шульăк хыççăн хăваласа...
Ӳкессе пĕлсен тӳшек сарма ĕлĕкех хушнă чăваш. Анчах вырăнне кăтартма маннă. Халĕ вара, ахăр, çавăнтанпах пĕлместпĕр - таçта ӳкетпĕр... Тепĕр тесен, ăçта ӳкессине ăна мăн асатте-асанне кăна мар, хамăр та пĕлместпĕр-ха. Йăнăшатпăр, такăнатпăр, ӳкетпĕр, вĕчĕрхенетпĕр... Тăратпăр та... татах такăнатпăр... Ăслисем çын йăнăшĕ çинче вĕренеççĕ. Теççĕ. Пирĕн вара хамăрăннех туса пăхмалла. Чăваш вĕт-ха. Апла тăк - тытса пăхмалла...