Архив - Авг 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

Август 30th

30 Авг, 2014

Шкулсем вĕренÿ çулне хатĕр

Çитес тунти кунтан çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене сукмак такăрлатакан 351 пин ачапа çамрăкшăн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те хумхануллă самант вăл.

30 Авг, 2014

«Чăваш Левитанĕ»

Раççей тата Чăваш халăх артисчĕ, К.Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх премийĕн лауреачĕ Виктор Родионов çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Аслă ăру çыннисем унăн сăнарĕсене лайăх ас тăваççĕ. 40 çул хушшинче 300 ытла спектакльте вылянă вăл. Пĕтĕм халăх пĕлекен Тăхтамана, Дзержинские, Иван Яковлева, Никита Бичурина, Муса Джалиле...

30 Авг, 2014

Юратма... робот пулăшаймĕ

“Тинех математика енне питпе çаврăнчĕç”, “Малашне математика тĕп вырăнта пулĕ” - вĕрентекенсен çурла уйăхĕнче иртнĕ йăлана кĕнĕ конференцийĕ хыççăн республика МИХĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек çак шухăша палăртрĕç... Çыракансен çарĕнчен тÿрех ыйтас килсе кайрĕ - калăр-ха, шутлав хăçан тĕп вырăнта пулман вара? Эпир кĕçĕн классенче ăс пухнă чухнех пире çак шухăша ăша хывма хăнăхтарнă - математика логикăна аталантарать, апла тăк - çулран çул кăткăсланса пыракан задачăсене шĕкĕлчеме хăнăхни пурнăçра каярах тĕл пулакан йывăрлăхсене парăнтарма пулăшĕ.

30 Авг, 2014

Çул урлă каçакансене... çу хыптарасшăн

Эрне яланхи пекех пуçланчĕ темелле: планерка, çĕнĕ номере палăртни... Пуç çĕклемесĕр ĕçе пикеннĕччĕ кăна, шухăш çăмхине машина сасси татрĕ. Пичет çурчĕ çул хĕрринчех вырнаçнă та, шăв-шава хăнăхнă ĕнтĕ. Е туй кортежĕ çаврăм хыççăн çаврăм хăварнă май хулипех кĕрлеттерет, е реклама роликĕ çавăрттаракан машина урама кисретет. Е тата ытти... Шухăша малалла хăваласа пÿрнесемпе клавиатурăна тăклаттаратăп. Анчах татах татăлать шухăш çиппи, унтан татах та татах... Мĕн амакĕ? Мĕн пĕр чарăнми пиклеттереççĕ машинăсем урамра паян?

30 Авг, 2014

Укçа-тенкĕ ура айĕнчех

Пирĕн пурнăç пыл та çу: эпир укçа çинче утса çÿретпĕр. Ан ÿркен, пĕшкĕн те ил кăна ăна. Çак чăнлăхпа килĕшес килмест-и? Апла тăк сире черетлĕ çул çÿреве йыхравлатăп.

Август 27th

27 Авг, 2014

Филипп Лукин пил панă

Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ Гурий Федорович Алексеев 200 ытла юрă çырнă. Вăл композитор, баянист тата педагог. Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн 2-мĕш фестивалĕн лауреачĕ, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ.

Август 23rd

23 Авг, 2014

Чăваш ачи нанороботпа туслашĕ-и?

«Тĕнче аналитикĕсемпе футурологĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - 2020 çулсенче медиксем этем тĕртĕмне пулăшмашкăн юна наноробот яраççĕ, 2030 çулсен вĕçĕнче çын ăс-тăнĕн резерв копине хатĕрлеме тытăнаççĕ. Пуласлăхра компьютерпа мар, виртуаллă тĕнчен çĕнĕ йышши хатĕрĕпе усă курма тытăнăпăр... Тепĕр 50 çултан этемлĕхе мĕн кĕтет?

23 Авг, 2014

Халăх пуçарулăхĕ кирлĕ

Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен сывлăхне çирĕплетме влаç тытăмĕнче тăрăшакансен тата мĕн тумалла? Кулленхи пурнăçа мĕнле çĕнĕлĕх кĕртмелле? Республика Пуçлăхĕн «Чăваш Енре тĕпленнисен сывлăхне çирĕплетме тата пурнăç шайне ÿстерме хушма мерăсем йышăнасси çинчен» хушăвĕ пурнăçланма пуçланă та ĕнтĕ. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем шăпах çак ыйтусене татса парĕç. Чăнах, укçа хывма пулать. Çапах çынсен хăйсен те пуçаруллă пулмалла, сывă пурнăç йĕркине сарма тата пăхăнма тăрăшмалла.

23 Авг, 2014

Сăри кăпăклă, хуçи кăмăллă

Этемĕн çунат çук тетпĕр те, унсăрах тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитме мехел тупать вăл. Ÿссе çитсе çунат сарсан пур ача та килтен вĕçсе тухать. Элĕк районĕнчи Шăлан ялĕнче кун çути курнă Зоя Эриверт та /упăшкин хушамачĕ/ шăпа хăйне инçетри Красноярск крайне илсе çитересси пирки шухăшлама та пултарайман-тăр.

23 Авг, 2014

Тĕп хула çуралнă кунне... Кÿкеçре паллă турăмăр

Хула кунĕнче вĕçекен «Вĕршĕнсене» курма эпир те çемйипех васкарăмăр. Хĕрĕмсене ятарласа ялтан илсе килтĕм, вĕсем те уяв тĕлĕнтермĕшĕсене курса савăнччăр терĕм те...

Страницы