Комментировать

30 Авг, 2014

Çул урлă каçакансене... çу хыптарасшăн

Эрне яланхи пекех пуçланчĕ темелле: планерка, çĕнĕ номере палăртни... Пуç çĕклемесĕр ĕçе пикеннĕччĕ кăна, шухăш çăмхине машина сасси татрĕ. Пичет çурчĕ çул хĕрринчех вырнаçнă та, шăв-шава хăнăхнă ĕнтĕ. Е туй кортежĕ çаврăм хыççăн çаврăм хăварнă май хулипех кĕрлеттерет, е реклама роликĕ çавăрттаракан машина урама кисретет. Е тата ытти... Шухăша малалла хăваласа пÿрнесемпе клавиатурăна тăклаттаратăп. Анчах татах татăлать шухăш çиппи, унтан татах та татах... Мĕн амакĕ? Мĕн пĕр чарăнми пиклеттереççĕ машинăсем урамра паян? Тепĕр тесен, правилăсемпе килĕшÿллĕн ял-хулара хăрушлăха сирмешкĕн кăна кăшкăртма юрать вĕт. Темĕн те пĕлес килни пуçа çĕклесе пăхмах хистет. Ак япала! Çынсем машина кустăрми айнех чăмаççĕ тейĕн! Мĕн пулса иртет Иван Яковлев проспектĕнче?

Каярахпа лару-тăру уçăмланчĕ. “Пичет çурчĕ” общество чарăнăвĕ тĕлĕнчи светофора илнĕ хыççăн çул урлă каçмалли вырăн хăварнăччĕ. Çакăнта çине-çинех инкек сиксе тухнине кура - “ЧХ” кун пирки çырнăччĕ - каççа сарса анлăлатрĕç, ятарлă паллăсем çакрĕç, йăрăм-йăрăм йĕр те ÿкерме ÿркенмерĕç. “Çÿлтисем”, чăн та, асăрхаттарма та манмарĕç: ку - вăхăтлăх кăна, кĕçех кунти çул урлă каçмалли вырăна вуçех те хупăпăр. Акă çак вăхăт çитнĕ иккен. Çак вырăнтан “зебра” тăрăх каçма хăнăхнисене иртнĕ ытлари кун... карта кĕтсе илчĕ. Ирхине ĕçе кайма хăнăхнă вăхăтра тухнисем карта тĕлне çитсен аптраса ÿкрĕç - малалла çул çук. Анчах та палăртнă çĕре çитмеллех-çке. Ĕçе - пушшех те. Çапла пĕрисем сулахаялла, теприсем сылтăмалла пăрăнчĕç - чукун çул тата суту-илÿ центрĕ еннелле. Çакăнпа ĕç вĕçленчĕ тесе шухăшлатăр тăк - питех те йăнăшатăр. Иккĕ хыççăн виççĕ те, тăваттă та пур. Виççĕмĕш ушкăн нумай шухăшласа тăмарĕ - карта урлă яшт! сиксе каçрĕ те малалла утрĕ. Тăваттăмĕшсем те “тавра каян çу хыпнă” тенине маннă ахăр - карта хĕррипе утса машинăсем ĕрĕхекен вырăна çитрĕç те çул урлă каçма юраман вырăнтанах шаплаттарчĕç. Акă мĕншĕн пĕр чарăнми пиклеттереççĕ иккен машинăсем!

Лару-тăрăва уçăмлатас кăна мар, çивĕч çак ыйтăва татса парас тĕллевпе республика МИХĕсем, çав йышра пирĕн хаçат та, тахçанах чан çапаççĕ. Çак вырăнти ятарлă каçă пĕлтерĕшне пÿрне хуçсах палăртаççĕ. Çынсене сулахаялла та сылтăмалла хăвалани ырăпа вĕçленмесси паллă. Пĕрремĕшĕнчен, çынсем тÿррĕн çÿреме хăнăхнă - капла вăхăт перекетленет. Тавра çаврăнма питех те мелсĕр - хăнăхнинчен сахалтан та çур сехет ытларах иртет. Унтан ытла - пĕчĕк ачаллисен епле утмалла пепкене çĕклесе? Хĕвеллĕ çанталăкра юрĕ тейĕпĕр-ха, сивĕре вара? Е çумăр айĕнче? Е тата - чирлисен? Больницăна кайма тухсан çур сехет танкăшма тивет. /Калăпăр, урам урлă тÿррĕн каçмалли вырăн пур чух тавра çаврăнса тата çур сехет утса пăхăр-ха - мĕн тути калать?/. Ваттисен тата? Пичет çурчĕн столовăйне çÿреме хăнăхнисем кунта яланах аслă çултисем ятарласа апат çиме килнине курма хăнăхнă ĕнтĕ. Хайхи çула хупласан вĕсенчен пĕри питĕ пăшăрханса калаçрĕ - капла столовăйне епле кăштăртатса çитмелле?

Ыйтăва водительсем майлă татса пани куç кĕрет - светофора илнĕ тата каççа хупнă хыççăн ĕнтĕ вĕсем кунтан шăхăрса кăна çÿреме пуçлĕç. Чăнах та, ытлари кун форумсем руль умĕнчисен савăнăçĕпе тулнăччĕ. Анчах та вĕсем васкаса хĕпĕртенĕ-мĕн. Юн кун ĕçе килнĕ май куçа тÿрех тăрăнчĕ - çул урлă каçмалли вырăна пÿлнĕ картана... сÿтнĕ. Шанчăклă çăл куçсем систернĕ тăрăх, “аялтисем” шавлани прокуратура таранах çитнĕ иккен. Анчах та çуран çÿрекенсен те çĕнтерĕве паллă тума иртерех. ЧР ÇÇХПИ ертÿçи В.Романов “Хыпара” хуравланинчен çакă паллă - картан пĕр пайне каллех... вăхăтлăха кăна сÿтнĕ. Суту-илÿ центрĕ тĕлĕнчи çĕр айĕнчи каççа хута ярсан журналистсен, ку тăрăхри вун-вун предприятире вăй хуракансен тата нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен “хошь-не хошь” принципа пăхăнса тавра çулпа çÿреме тивет. Ватă-и эсир, ыратать-и сирĕн мĕн те пулин, е ачаллă амăшĕ-и эсир - хула пуçлăхĕсене пăшăрхантармасть, ахăр, ку. Тĕлĕнмелле, хула - хăй пурнăçĕпе, ертÿçисем хăйсен пурнăçĕпе аталанаççĕ тейĕн. Пуçлăхсен тĕп тивĕçĕ хула çыннисене хăтлăхпа тивĕçтересси манăçа тухнă-ши?

Ăнланмалла, Шупашкар хысни - виçесĕр мар. Тÿперен укçа-тенкĕ çуса тăмасть унта. Çав вăхăтрах, строительство кирек мĕнле ĕçĕ те проектпа пурнăçланса пырать. Унпа килĕшÿллĕн, Иван Яковлев проспектĕнче Пичет çурчĕ тĕлĕнче каçă пăхса хăварманнине калаççĕ. Эпĕ Станиславский мар - документне куçпа курман пулин те ĕненмех тивет. Анчах эпĕ журналист - ыйту пама хăнăхнă: çын хатĕрленĕ проекта çын улшăну кĕртме пултараймасть-и вара? Пичет çурчĕ таврашĕнче те çынсемех пурăнаççĕ. Çуран çÿрекенсемшĕн те, водительсемшĕн те чи меллĕ вариант - сывлăшри кĕпер хывасси. Пĕрремĕшсен пурнăçĕшĕн хăрушсăр ку, иккĕмĕшсем вара хăвăртлăха чакармасăр чупма пултараççĕ - çула шăпах çак тĕллевпе анлăлатрĕç мар-и вара? Ку вариант виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ушкăна пăрахăçлама та пулăшать. Çапла, çакна валли укçа кирлĕ. Анчах та ку - татса парайми ыйтусен йышĕнчен мар. Хула влаçĕ пуçне кăштах ыраттарсан çапах та халăха çырлахтаракан йышăну çураласса шанас килет. Тепĕр тесен, асăннă проекта - çуран çÿрекен, водитель тата влаç хушшинче вăрçă çуратаканскерне - йышăнма мехел çитернĕ-çке...

Рита АРТИ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.