Архив - Ноября 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

ноябрь 29th

- Обновляется мост дружбы - в Чебоксарах побывала делегация из Турции.
- Я - мать... Известные женщины республики вспоминают моменты родов.
- Сказка о гречке, или Подешевеет ли крупа?
- Если болит голова, сушится кожа рук...

- Туслăх кĕперĕ çĕнелет - Шупашкарта Турци делегацийĕ пулнă.
- Эпĕ - амăшĕ... Республикăри паллă хĕрарăмсем ача çуратнă саманта аса илеççĕ.
- Хуратул юмахĕ çинчен...
- Пуç ыратсан, ÿт кушăрхасан...
- Тиркеме хушман çав ваттисем...

Пирĕн вулакансем Шупашкарти Ленин районĕнче пурăнакан 9 ачаллă Егоровсене астума тивĕç. Çĕнĕ çул умĕн Лакрей вăрманне уçăлма тухнăскерсемпе тĕлпулнăччĕ вĕсемпе. Тĕрлĕ чĕрчуна çаврăннă ачасене шăпах çавăнта сăнÿкернĕччĕ. Кăçал пысăк çак йыш "Çулталăк çемйи" республика конкурсĕнче мала тухрĕ.

Чăваш халăх артисткипе Анна Кутузовăпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче тĕл пултăмăр. Çак кунсенче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ вăл. "Çакăнтах чун туртать", - тет хавхаланса хĕрарăм гримернăйне кĕрсен.

Анне... Унран хаклăрах çын пур-ши тĕнчере? Унăн сăнарĕ нихăçан манăçми, асран тухми. «Анне» тесе чĕнни те кĕлĕ евĕр илтĕнет мар-и? Унра юрату та, шанчăк та, тĕрев те. Алли... нимрен ачаш. Сасси... темрен паха. Кашнин расна, анчах пурин те - хăйне евĕр ылтăн.

Аннесене хакласа вĕсен ячĕпе пĕр кун уйăрни те ахаль мар. Çакна вĕсем чăннипех те тивĕç. Пархатарлă пуçару çывăх çыннăмăрсен ĕçне, çепĕçлĕхне, юратăвне хакланине çирĕплетет. Унăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

Ачасем - пурнăç чечекĕсем теççĕ. Чăн та, çемьене ăшăпа, савăнăçпа тултараççĕ вĕсем. Ача-пăча сассисĕр кил-çурт та пушă. Пĕчĕкскер пурне те телей кÿрет. Амăшĕсен кунĕ умĕн республикăри паллă хĕрарăмсене чи кăткăс саманта - ачисене кун çути парнеленĕ куна - аса илме ыйтрăмăр.

"Пĕр патшалăх тепринпе туслă çыхăну йĕркелес кăмăллă пулсан салтаксене мар, пултарулăх çыннисене ярать..." - ăслă çынсем каланă сăмахсенчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Турцирен килсе çитнĕ сумлă делегацие тата чăваш ăсчахĕсемпе çыравçисене саламланă май.

ноябрь 22nd

Тĕлĕке те кĕрет ыраш уйĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех тракторпа суха тунă хĕрарăм халĕ те ылтăн ыраш пуссине тĕлленет.

Çын курман çĕрте... чуптăвасчĕ. Чăваш хĕрĕ пĕтĕм халăх умĕнче хăйне чуптума ыйтать.

Республикăри культурăпа халăх пултарулăхĕн керменĕ тĕрлĕ ăста ĕçĕсене пухса час-часах куравсем йĕркелет. Хальхинче кунта Шупашкарти «Ылтăн Стек» мастерскойĕн керамика студийĕ йыхравлать.

Хĕрарăм ир пуçласа каçчен сахалтан та 150 витре шывпа апат йăтни пуçа шăнăçаймасть. Унăн ĕç кунĕ 4 сехетре пуçланать те çĕрле тин вĕçленет. Çакă Етĕрне районĕнчи Мăн Йĕкĕт кинĕшĕн пурнăç йĕркине çаврăннă.

Страницы