Аннĕрсене саламлама ан манăр, е Парнесĕр уяв çинчен

29 Ноя, 2014

Анне... Унран хаклăрах çын пур-ши тĕнчере? Унăн сăнарĕ нихăçан манăçми, асран тухми. «Анне» тесе чĕнни те кĕлĕ евĕр илтĕнет мар-и? Унра юрату та, шанчăк та, тĕрев те. Алли... нимрен ачаш. Сасси... темрен паха. Кашнин расна, анчах пурин те - хăйне евĕр ылтăн.

Аннесене хакласа вĕсен ячĕпе пĕр кун уйăрни те ахаль мар. Çакна вĕсем чăннипех те тивĕç. Пархатарлă пуçару çывăх çыннăмăрсен ĕçне, çепĕçлĕхне, юратăвне хакланине çирĕплетет. Унăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

Çутçанталăк хĕрарăма тĕлĕнмелле туйăм парнеленĕ - амăшлăх туйăмĕ. Ача çуратнă май хĕрарăм та çĕнĕрен çуралать тейĕн. Вăл хăйĕнче çĕнĕ енсем уçать. Тĕпренчĕкне юратма, ăна хÿтĕлеме, каçарма, тĕрев пама, хавхалантарма пултарать. Ахальтен мар поэтсемпе çыравçăсем, ÿнерçĕсем, кĕвĕçĕсем хăйсен нумай хайлавне хĕр-хĕрарăма, аннесене халаллаççĕ.

Мĕн пĕчĕкрен лăпкаса ÿстерекен çитĕнсен те ачине юратма пăрахмасть. Темле йывăр самантра та ăнланма, пулăшма тăрăшать. Ахальтен мар вăл АННЕ. Ачишĕн чунне пама хатĕр çын...

Кăçал кăна январьпе октябрь уйăхĕсенче республикăра 14576 хĕрарăм пĕрремĕш е ун хыççăнхи ачисене çуратнă. Вĕсенчен амăшĕн ятне пуçласа тивĕçнисем - 5923-ĕн. 6186-шĕ иккĕмĕш пепкине кун çути парнеленĕ. 1894 çемьене аист виççĕмĕш хутчен вĕçсе килнĕ. 369 хĕрарăм тăваттăмĕш пепкине çуратнă. 204 ача çемьере шучĕпе пиллĕкмĕш е ытларах та пулса тăнă.

Шел, пур хĕрарăм та çак туйăма чĕри витĕр кăлараймасть. Тĕрлĕ сăлтава пула ача çуратайманнисен йышĕ те сахал мар. Апла пулин те вĕсен хушшинче пуç усманнисем те пур. Шăпăрлансене усрава илсе хăйсене те, кĕçĕннисене те савăнăç кÿреççĕ. Тулли çемьере пурăннине мĕн çиттĕр-ха? Чăннипех те телейлĕ ачасем çирĕплĕхпе туслăхра çитĕнеççĕ-çке.

Шел, çакна пурте ăнланмаççĕ. Аслисем те хăйсен яваплăхне туллин пурнăçламаççĕ. Çавăнпах-тăр уйрăлакансен йышĕ те сахал мар. Акă кăçалхи тăхăр уйăхра çеç 4008 çемье арканнă. Пĕр-пĕринпе пурнăç çулĕпе алла-алăн тытăнса утма вара 8153 мăшăр кăмăл тунă.

Раççейре Амăшĕ кунне ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Çакăн пирки Борис Ельцин 1998 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Указ алă пуснă. Юлашки 6-7 çулта уява анлăн паллă тума тытăнчĕç. Çав вăхăтрах тĕнчере амăшĕсене тахçантанпах чыслаççĕ. Британсем Аннесен кунне 1600 çул тĕлнеллех ирттерме тытăннă. Аслă типĕри тăваттăмĕш канмалли кунпа пĕр килнĕ вăл. Çак кун пуянсем те тарçисене пĕр кунлăха килĕсене янă, хĕрарăмсем çак куна çемйипе ирттернĕ. Уяв сĕтелĕ валли ятарласа тутлă çимĕçсем хушса кукăль пĕçернĕ. «Анне кукăлĕ» ятпа çÿренĕ вăл. Чи çывăх çыннăмăрсене тимлĕх уйăрас йăла вара Авалхи Римпа Грециренех килет. Римлянсем турăсен амăшне Кибела турра виçĕ кун сумланă. Пирĕн планета çинчи мĕнпур чĕрчунпа ÿсен-тăран амăшĕ тенĕ ăна. Христиан тĕнне йышăннăранпа Турă Амăшне пуç çапасси йăл илнĕ. Амăшĕсен кунĕ валли кашни çĕршыв уйрăм кун суйланă. Сăмахран, Украинăра, Америкăра, Эстонире, Данире, Финляндире, Италире, Францире, Японире, Австрире, Бельгире, Китайра, Канадăра май уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче ирттереççĕ ăна. Узбекистанра пуш уйăхĕн 8-мĕшне Аннесен кунĕ пек уявлаççĕ. Арменире ака уйăхĕнчи праçник - Аннелĕх тата илемлĕх кунĕ. Грецире çак уяв май уйăхĕн 9-мĕшĕнче килет. Индипе Аргентинăра амăшĕсемпе кукамăшĕсене тав сăмахĕ октябрь уйăхĕнче калаççĕ, Ливанра - çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче, Испанире декабрĕн 8-мĕшĕнче иртет уяв. Японире вара хăйне евĕр йăла пур. Кунта тум çине гвоздика тиреççĕ. Шурри вилнĕ амăшне асра тытнине пĕлтерет, хĕрли - çывăх çынни чĕрĕ-сывă пулнин палли.

Чи кирли - Амăшĕсен кунне хăçан ирттерни мар, мĕнпур çĕршывра тенĕ пекех çак уяв патшалăх шайĕнче пулни, аннесене хисеплени. Çĕршыври нумай праçник хушшинче вăл уйрăм вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен пире пурнăç парнелекене халалланă ăна. Çемье вучахĕн управçине, çитĕнекен ăрăва воспитани паракана патшалăхра епле пăхнинчен общество пахалăхне те хаклама пулать-çке.

Пирĕн те аннесене юратнине систерме манас марччĕ. Мăнтарăн чăвашĕсен хушăран чунри таса туйăмне куçран пăхса калама хал та çитмест-çке. Кун çути парнеленĕ çыннăмăра чунран юратнине, хисепленине калама сăмах тупасчĕ...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.