Комментировать

22 Ноя, 2014

Хăвачĕ -иксĕлми

Хĕрарăм ир пуçласа каçчен сахалтан та 150 витре шывпа апат йăтни пуçа шăнăçаймасть. Унăн ĕç кунĕ 4 сехетре пуçланать те çĕрле тин вĕçленет. Çакă Етĕрне районĕнчи Мăн Йĕкĕт кинĕшĕн пурнăç йĕркине çаврăннă. Ахальтен мар ывăнма пĕлмесĕр чупса ĕçлекен хĕрарăма энерджайзер батарейкăпа танлаштарать ял-йыш.

Пире хирĕç капăрланса тухрĕ Ольга Тетерина. Шупашкара кайма хатĕрленнĕскер кил хуçалăхне кăтартса çаврăнчĕ. Мăшăрĕн Геннадий Петровичăн та сывлăш çавăрса илме вăхăт çук. Вăл выльăх картине ăшăтма котельнăй купалать. Çак кунсенчех тăррине витесшĕн. Кĕçех çĕнĕ ферма та хута кайĕ. Унта шултра мăйракаллă 19 пуç выльăх валли вырăн çителĕклех. Хальхи йышши технологисемпе усă курасшăн.

Тетеринсем сыснасене уйрăм картара тытаççĕ. Ольга Михайловна 5 ама таран çăвăрлаттарать.

Ашшĕ-амăшĕн пулăшуçи Николай шкултан таврăнайманччĕ. Вăл 11-мĕш класра вĕренет. Алăк урати урлă каçсанах ун валли те ĕç тупăнсах тăрать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче эрнешер кĕтÿ пăхма ÿркенмест çамрăк.

Ирĕн-каçăн 5 ĕне алăпа сăвасси ним те мар Ольга Тетеринăшăн. Талăкне сахалтан та 40 литр сĕт сутать вăл. «17 çул каяллах карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытма пуçланă. Ун йышне чакарас килмест. Пĕрне сутсан та ун вырăнне урăххине туянатпăр», - каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирлесен те аптăраса ÿкмест вăл - çийĕнчех эмел парать, укол тăвать. Урăхла каласан, ветеринар пулăшăвĕ те кирлĕ мар ăна.

«Пĕрре хăнăхнă та - çак ĕç маншăн шăл çемми. Тăрăшсан пур çĕре те ĕлкĕрме пулать. Выльăх нумай тесе килтен тухмасăр пурăнмастпăр. Шупашкара уйăхне 10-15 хут кайса килме лекет. Ял-йышпа пĕрле савăнма та вăхăт тупăнать», - ăнлантарать çемье ăшшине упракан хĕрарăм.

Çав вăхăтрах чÿрече анинчи чечекпе аппаланма кăмăллать вăл. «Малтан 300 куршак таран пулнă. Вĕсене чÿрече çывăхне 3 хут çÿлĕк çине лартаттăмăр», - аса илет Ольга Михайловна. Пăхнине кура чечекĕсем парка, çеçкисем шултра.

Кил таврашне пĕр вĕçĕм хăтлăлатаççĕ вĕсем. Шупашкарта хваттер илме вăй çитернĕ. «Лайăх пурăнма пур услови те пур. Сывлăх çирĕп. Апла тăк ĕçлеме кăна ÿркенмелле мар», - теççĕ Тетеринсем.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.