- Чăвашла верси
- Русская версия
Эпĕ - амăшĕ...
Ачасем - пурнăç чечекĕсем теççĕ. Чăн та, çемьене ăшăпа, савăнăçпа тултараççĕ вĕсем. Ача-пăча сассисĕр кил-çурт та пушă. Пĕчĕкскер пурне те телей кÿрет. Амăшĕсен кунĕ умĕн республикăри паллă хĕрарăмсене чи кăткăс саманта - ачисене кун çути парнеленĕ куна - аса илме ыйтрăмăр.
1. Рената МАГАРИНА, Коопераци институчĕн кадрсен пайĕн ĕçченĕ: «Кашни хĕрарăм ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ чухне пăлханать. Пĕрремĕш хутĕнче - пушшех те: мĕнле çуратас? Çăмăлах иртĕ-ши? Пепке сывах-ши? Аслă ывăл халĕ 16 çула çитнĕ пулин те çак пăшăрханусем халĕ те асăмрах. Пепкÿ кăшкăрса ярсан вара хăв та çĕнĕрен çуралатăн. Ăшра çăмăл-çăмăл пулса каять. Асапне чăтса ирттернĕ ĕнтĕ, малашне нумай япала çĕнĕлле пулĕ. Эпĕ - амăшĕ, тĕнче çине халĕ урăх куçпа пăхатăп. Пурне те хамăн хÿтлĕхе илес килет.
Çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕкĕме кăкăр çумне самантлăха хурса илсен пуçра шухăш çуралать: акă мĕн иккен вăл - телей! Çак çĕнĕ туйăм мана пĕтĕмпех çавăрса илет, вăл пĕчченшĕн ытла та пысăк пек туйăнать. Савăнăçа мăшăрăмпа, ачам ашшĕпе пайлас килет...»
2. Эльвира ИВАНОВА, "Кил-çурт, хушма хуçалăх" редакторĕ: «Пĕрремĕш ачана час çуратман эпĕ. Çие юлманшăн кулянаттăм. Анне пуласса пĕлсен питĕ савăнтăм паллах. Больницăна çуратиччен икĕ эрне малтан кайса выртнăччĕ. Пепкеме куллен кĕтеттĕм. Пилĕк касма пуçласан вара хăраса ÿкрĕм. Вырăн ăшне шăп кăна кĕрсе выртрăм. Палатăри тепĕр хĕрарăм мана: "Кунтах çуратасшăн-им эсĕ?" - тесе хăвалать. Медсестрасене те вăлах чĕнчĕ...
Аттила питĕ йывăррăн çуратрăм. Çĕрĕпе асаплантăм. Лăпланмалли укол та пулăшмарĕ. Вăй пĕтсе çитрĕ хамăн, йĕрес патнех çитрĕм. Çуратмалли вырăн çинче те 2 сехет выртрăм. Нумай нушаланнипех ача пуçĕ те кăн-кăвакчĕ. Ыратнине пăхмасăр чунран кĕтнĕскер телей кÿретех. Хăшĕ-пĕри асапланнă вăхăтра упăшкисене вăрçатчĕ, урăх кирлĕ маррине калатчĕ. Эпĕ пĕрре те апла шухăшламан. Чĕрĕ-сывăскершĕн савăнтăм çеç. Иккĕмĕшне çуратма килтенех кайрăм. Ун чухне кĕсье телефонĕ çук. Упăшкана шăнкăравлаймастăп. Аслине ача садĕнчен илсе килтĕм те кампа хăвармаллине те пĕлместĕп... Иллен аслă ывăлĕ Леня таçтан килме пĕлчĕ. Малтанхине йывăррăн çуратнине аса илсе пăлханнипе юн пусăмĕ хăпарнă хамăн. "Вилесрен хăратăп... Ача пур вĕт-ха манăн", - тетĕп. Тухтăрсем лăплантараççĕ.
Анне пуличчен аппасеннисене пăхаттăм та çуратсан ачана тытма та пĕлмесрен хăраттăм. Уйрăмах Сережăна кăмăллаттăм, хамăнне ăна юратнă пек юратаятăп-ши теттĕм. Амăш туйăмĕ çумрах иккен вăл. Ачапа пĕрлех çуралать. Ăçтан тухать вăл? Тытма та, чĕркеме те хăрамастăн. Эсĕ тахçанах амăшĕ тейĕн. Пĕчĕкскертен хаклăраххи те çук. Çавăнпах ăна алла илсен куççуль тухать.
Ултă ачаллă пулатăп тесе нихăçан та ĕмĕтленмен. Шухăшламан та. Иккĕмĕшне Алмуша çуратсан çитет пулĕ теттĕм. Аппасен те икшерччĕ. Мана вара ватă тухтăр виççĕмĕшне те çуратма хистерĕ. Хальхинче хĕр пуласса шантарчĕ. Хам йĕретĕп... Çуратма шухăшламан-çке. Чăн та, хĕр - Анеслу - çуратрăм. Тăваттăмĕш хутчен йывăрланнине сисмен те. Хама япăх туйнăран кайрăм больницăна. 12-13 эрнене çитнĕ теççĕ! Мăшăрăм Илле: "Виçĕ ачана ÿстернине тăваттăмĕшĕ валли кашăк çитмест-им, пĕр çăпала апат çук-им?" - терĕ. Вара малашне миçе пулать - çавăн чухлĕ çурататăп тесе тĕв турăм. Çапла каярахпа Аслан, Атлан, Алман çуралчĕç. "Ача парнелетĕн пулсан чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, ăс-хакăл та пар", - ыйтатăп чиркĕве кайсан».
3. Светлана ПЕЧНИКОВА, юрăç: «Аслă ывăлпа питĕ асапланнăччĕ. Виçĕ кун таран. Çавăнпах хăвăртрах çуралтăрччĕ тесе шухăшланă паллах. Тĕпренчĕкне алла илсен мĕнле амăшĕ савăнмĕ? Сăмахпа калама, сăнлама çук вăл туйăма.
Ыкĕ ывăл çуратнипе мăнаçланатăп çеç. Эсĕ çутă тĕнчене чун парнелетĕн-çке. Çакă кашни хĕрарăмăн тивĕçĕ тесе шухăшлатăп. Ăру хăварасси, йăха тăсасси этемлĕхĕн черчен пайĕнчен нумай килет. Çавăнпах анне ята илтсен эпĕ те çак тивĕçе пурнăçлама пултарнишĕн хĕпĕртенĕччĕ. Пĕчĕкскер санăн пĕр пайу, санăн юну, санăн тăсăму-çке... Асаплă пулин те пархатарлă çак самант. Шăл юсаттариччен ача çурататăп теттĕм. Иккĕмĕшне "туяннă" хыççăн ку шухăша пăрахăçларăм».
4. Ирина ОЛЕНКИНА, К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕн пуçлăхĕ: «Ача çураласса малтанах чăтăмсăррăн кĕтетĕн. Хăйне евĕр шикленÿ те вăл. Мĕнле иртĕ-ха кăткăс самант? Ача сывă, тĕрĕс-тĕкел çуралтăр тесе ĕмĕтленетĕн, ăна ура çине тăратасси пирки шухăшлатăн. Çуратнă хыççăн темле йывăр пулсан та çепĕç туйăмсем вăранаççĕ. Пĕчĕкскер те асаппа тухать-çке. Хăйне евĕр пурнăç çулĕ теме те юрать çакна. Кăшкăрать-ши тесе итлетĕн. Унăн сассине илтсен çан-çурăма та çăмăл пулса каять. Амăшĕн туйăмĕ вăранма тытăнать. Тÿрех пулмасть вăл, майĕпен килсе пырать.
Хамăрăн тивĕçсене те лайăх пĕлетпĕр эпир. Ачамăрсене ăшăлăхпа çепĕçлĕх, ырăлăх парнелеме тăрăшатпăр. Çаксем пĕтĕмпех тĕпренчĕксене те куçаççĕ. Ахальтен мар кăмăл-туйăма çут тĕнчене килсенех туяççĕ вĕсем. Паллах, пĕрремĕшĕпе иккĕмĕшне çуратни асра расна туйăмпа юлать. Анчах пурте хĕпĕртÿллĕ. Ача хăвăн тĕпренчĕкÿ-çке, хăвăн юну».
5. Светлана ЯКОВЛЕВА, чăваш эстрада юрăçи: «Ача çут тĕнчене килнишĕн епле хĕпĕртемĕн! Çак ăшă та ырă туйăм ĕмĕрлĕхех чуна кĕрсе вырнаçнă. Пепке çумра мăш-мăш сывланине, пĕчĕк тутипе вылятса кăкăр ĕмнине ытармалла мар-çке.
Эпĕ иккĕшне те питĕ çăмăллăн çуратнă. Хĕр пĕрчи çут тĕнчене васканă май медсестра халат та тăхăнса ĕлкĕрейменччĕ. Ывăл çуралнине пĕлсен мăшăрăм ытти мĕнпур арçын пекех калама çук савăннă, юлташĕсене хăналанă. Ачасен хушши икĕ çул кăна. Дианăна больницăран илсе тухсан киле хăнасем пуçтарăнчĕç. Асли пычĕ те пилĕк-ултă кунхи пĕчĕк йăмăкне кăлпасси çитересшĕн. «Ун хырăмĕ выçнă», - тет пĕчĕкскер. Халь те питĕ туслă иккĕшĕ. Пĕр-пĕрне яланах хÿтĕлеççĕ.
Антон Берлинра тата Чехире иртнĕ «Берлин çутисем» тата «Пултарулăх салючĕ» юрă конкурсĕсене хутшăнчĕ, унтан парнесемпе таврăнчĕ».
6. Ирина АРХИПОВА, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артистки: «Эпĕ ача çуратнă чухне «Секрет тропиканки», «Санта-Барбара» сериалсем пыратчĕç. Больницăри акушеркăсем пĕр сериал сиктерми пăхма хăнăхнă. Хайхи эпĕ ача çуратма хатĕрленнĕ, вĕсен кино курас килет. «Атя «Санта-Барбара» пуçланиччен çурат, хăвăрт пул, маттур пул», - тет акушерка. Мĕнех, итлерĕм. Йĕркеллех çуралчĕ. Ун чухне нимле УЗИ те пулман, çапах та çут тĕнчене хĕр пĕрчи килессе пĕлсех тăнă эпĕ. Ятне те суйласа хунă. Ачана пĕрремĕш хут курсан: «Сывлăх сунатăп, Юлиания», - терĕм. «Ку мĕнле ят тата, халех улăштарнă пултăр», - хăтăрса тăкрĕ ача çураттаракан. «Çук, улăштармастăп, эпĕ ăна тахçан-тахçан шухăшласа тупнă, шалти туйăм çут тĕнчене хĕрача килессе систернĕ мана. Эсир халь хăвăр сериалăра кайса курăрах», - терĕм.
Ачана кайран хам çума килсе хучĕç те темле вĕри хум пырса çапрĕ. Çав самантсем нихăçан та асран тухас çук, халĕ те куç умĕнчех. Пĕчĕкскере малашне мĕнле пăхассинчен хăраса ÿкмерĕм, çак тĕпренчĕк ĕмĕрлĕхех манăн пулнине туйса илтĕм.
Юлианийăпа эпир тантăшсем пек. Пĕр-пĕринсĕр çур кун та пурăнаймастпăр. Урамра та, килте те чăвашла калаçатпăр. Вăл Шупашкарти механикăпа технологи факультетĕнче, реклама уйрăмĕнче вĕренет».
7. Лидия ФИЛИППОВА, «Республика» хаçат директорĕ - тĕп редакторĕ: «Сентиере студент чухне, тăваттăмĕш курсра çуратрăм. Çамрăк, çăмăлттай пулнă ун чухне. Урамра кăрлач уйăхĕ, шартлама сивĕ. Студентăн кĕсйи çÿхе пулсан та Юра пире ача çуртĕнчен кĕрен кĕлчечексемпе, машинăпа кĕтсе илчĕ.
Палатăра эпир виççĕнччĕ. Пĕри, иккĕмĕшĕ хыççăн килни, хăвăртах çуратрĕ, тепри вара асапланнă хушăра пĕр чарăнми упăшкине вăрçрĕ. Мĕскĕн арçыннине мĕн кăна каласа хăртмарĕ-ши? Усал сăмахне те шеллемерĕ. Юрать, упăшки юнашар мар, чăтса тăраймĕччĕ.
Медсестрасем пепкене чĕркеме вĕрентни те асрах. Хам та çамрăк та, ачи пукане вырăнне пулнă-тăр ун чухне.
Ача çуратнă чухне этемлĕхĕн черчен çурри епле асапланнине арçынсен туйса курасчĕ те... Çавăн хыççăн, тен, хĕрарăмсене кăштах хаклама вĕренĕччĕç.
Ача темиçе çула çитсен те ашшĕ-амăшĕшĕн ачах тăрса юлать. Çавăнпа та чĕрĕ чухне атте-аннене упрамалла, хаклама пĕлмелле. Йывăр чухне пире вĕсем кăна ăнланаççĕ. Çывăх çынсемсĕр пуçне эпир никама та кирлĕ мар».
Татьяна НАУМОВА, Елена АТАМАНОВА кăсăкланнă.
Комментировать