Комментировать

29 Ноя, 2014

Вăл юрăпа куракана тыткăнлать

Чăваш халăх артисткипе Анна Кутузовăпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче тĕл пултăмăр. Çак кунсенче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ вăл. "Çакăнтах чун туртать", - тет хавхаланса хĕрарăм гримернăйне кĕрсен. Малтанах Анна Николаевна çак пÿлĕме пĕрле пайланă ĕçтешĕсене асаилме пуçларĕ. Уншăн артист ĕçĕнчен сумлăрăх, чаплăрах, кирлĕрех професси те çук.

Анна Кутузова Вăрнар районĕнчи Пайăк ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Николай Петрович ăста кăмакаçă шутланнă, амăшĕ Татьяна Ефимовна - 9 ача амăшĕ. Вĕсенчен пилĕккĕшĕ çеç чĕрĕ-сывă çитĕннĕ. Кил хуçи арăмĕ ĕçченлĕхĕпе пĕтĕм яла тĕлĕнтернĕ.

Çăпаталлă ачалăх

Хĕрача шкула кайичченех вулама вĕреннĕ.

- Пĕчĕклех сăвă пăхмасăр калама юрататтăм. Зоя Космодемьянская çинчен çырнă сыпăка, тĕслĕхрен, макăрса вуланăччĕ. Александр Пушкинăн "Евгений Онегин" романĕнчи Татьянăн çырăвне каласа кăтартсан класри ачасем алă çупса ячĕç. "Аня - артистка", - терĕ тахăшĕ.

Шухăшлатăп та - ачаранпах хама сцена çине тухма хатĕрленĕ. Анчах юлташсенчен юлас килмест-çке. 10 класс пĕтерсен вĕсемпе пĕрле Хусанти медицина институтне кайса кĕтĕм. Пире пĕрмай диафильм кăтартатчĕç. Унта вара ялан юн юхать. Чăтса лараймарăм - аслă шкултан тухса тартăм. Общежитие вырнаçни, вĕренме пуçлани çаплипех куç умĕнче, - паллаштарать хăйĕнпе Анна Николаевна.

- Ăшă сăмах тÿпене çитиех вĕçтерет, тетĕр. Калăр-ха, сире кам хавхалантарса пырать?

- Хама - хамах. Халăх хушшине тухни, тăвансемпе, пĕлĕшсемпе хутшăнни кăмăла уçать.

Ача чухнех выльăх çитерме, пучах пуçтарма хăвалатчĕç. Тăван тăрăхри çырма-çатрара ĕне çитерсе çÿрени е чупса çаврăнни те вăй-хал хушнă.

20 çултан иртнĕ мăнукăмпа Катьăпа çав тери çывăх. Хытă юратнăран эпĕ ăна шкула та йăтса каяттăм, киле те йăтса таврăнаттăм.

- Эсир çăпата сырса ÿснĕ. Ахăртнех, пĕве кĕрсен пушшех хитре тумланас килнĕ...

- 8-мĕш класс хыççăн атте сăран пушмак туянса пачĕ. Тăхăнтăм та - тăвăр. Хăйне калас - каялла кайса парать. Ура шыçса тăртаннине пăхмасăрах тăхăнса çÿрерĕм çав пушмака.

Вăтанма пĕлмен. Инкесен панулмине татса килеттĕм. Хăйсем те чарман-ха ĕнтĕ. Çиес килнĕ. Кайран хамăр та улмуççи лартса тултарнă. Халĕ хамăр çимĕçне те çиейместпĕр.

Куç шăрçине пула

- Çапах культура тытăмĕ илĕртнине хăçан туйса илнĕ?

- Медицина институтне пăрахсан атте ятларĕ. Эпĕ нумай шухăшласа тăмарăм - ялти клуб пуçлăхне вырнаçрăм. Спектакльсем хатĕрлеттĕмĕр. Вырăнти артистсемпе таçта та çитеттĕмĕр.

Клубра ĕçленĕ вăхăтра хаçатри пĕлтерÿ куç тĕлне пулчĕ. Çамрăксене Кинематографи институтне вĕренме чĕнеççĕ. Унта ытти документпа пĕрле сăнÿкерчĕк те ярса пама хушнă. Кăштахран хурав килчĕ. "Сирĕн куçа мĕн пулнă?" - ыйтнă çырура. Эпĕ Мускава тухса кайрăм. Мана Михаил Ром йышăнчĕ. "Çывăхарах тăр", - тет. Каллех манăн куç тавра сăмах пуçарчĕ. "Эпĕ çапла çуралнă - манăн куç шăрçи ыттисенчен пысăкрах", - ăнлантартăм ăна. "Сирĕн урăх института вĕренме кĕрес пулать. Хăвăр пурнăçа театрпа çыхăнтарма тăрăшăр", - канаш пачĕ вăл.

Музыка училищине те вĕренме илчĕç - унта та килĕшмерĕ. Кайран драма театрне килсе кĕтĕм. Мана паллă артистсемпе пĕрле гастроле ячĕç. А.Кăлканăн "Авлантарчĕç" спектаклĕнче тĕп сăнар шанса пачĕç. Кайран тин ГИТИСа вĕренме кĕтĕм.

Хĕрĕме Галочкăна атте-анне патĕнче хăвартăм. Мускавра вĕренме пуçласанах хурлăхлă хыпар килсе çитрĕ: инфекцие пула 11 уйăхри тĕпренчĕкĕм вилнĕ. Çул тăршшĕпе вĕри куççуль юхтарса килтĕм, кăшкăрса макăртăм.

- Арçын ача сăнарĕсене уçма йывăр пулнă-и тата?

- Урамра курсан та: "Акă ача-пăчана выляканни пырать", - тетчĕç. Арçын ачана çаврăнни киленÿ çеç кÿнĕ. Тĕрĕссипе, пĕчĕк чухне кÿршĕсемпе çапăçса та илнĕ. Унсăр пуçне режиссер сцена çинче ирĕклĕ туйма чармасть: тапнăшăн та, чышнăшăн та сăмах лекмест. Николай Терентьев пĕр драмăна ман валлиех çырнă тенĕччĕ.

- Спектакль вăхăтĕнче пăтăрмах та сиксе тухма пултарать.

- "Вĕр, вăштăр çил" спектакльте Байба рольне куççуль витĕр выляттăм. Вăл шыва сикет вĕт. Çавăнпах пĕрре сцена çине йĕпенсе тухас терĕм. Ах, мĕнле япăх пулса кайрĕ мана. Ĕç-пуçа ытла чăн кăтартма та кирлĕ мар, ĕнентерÿллĕ выляма çеç пĕлмелле.

Тепре çапла гастроле кайсан вăрăмтуна сырса илнĕччĕ. Манăн вилнĕ çынна кăтартмалла. "Сывлать, сывлать вăл", - теççĕ куракансем. Кулас килет - юрамасть.

 

Илĕртмĕш пултарулăх

- Сире нумай каччă куç хывнă ахăр. Эсир Иван Илларионовича суйласа илнĕ.

- Ун чухне вăл, тин çеç Çĕпĕртен килнĕскер, вырăс драма театрĕнче художникре ĕçлетчĕ. Унччен каччăпа çÿресе те курман. Юнашар ял çамрăкне килĕштернĕччĕ-ха та, анчах чуна уçман. Вăл мана асăрхаманшăн хурланнине те кăтартман.

Иван Кутузов кино курма чĕнетчĕ. Унăн пултарулăхĕпе киленеттĕм. Вăл манран 12 çул аслăрахчĕ. Иксĕмĕр ывăл çитĕнтертĕмĕр. Ачана хампа пĕрле гастроле те илсе çÿренĕ.

 

Пурнăç тăсăмĕ

- Эсир театр йĕркелекен мероприятисене тăтăш хутшăнатăр. Мĕнле кăмăлпа килетĕр çакăнта?

- Пĕрле вĕреннĕ Нина Яковлевăпа Нина Григорьева театрта ĕçлеççĕ - çакă питĕ савăнтарать. Вĕсем маншăн тăван йăмăксем пекех. Валерий Николаевич çĕнĕ спектакльсем кăларни те хăпартлантарать.

- Халĕ те нумай вулатăр-и?

- Хăш чухне çĕрĕпех - алăра кĕнеке. Куç тĕлне мĕн пулать - йăлт вулатăп. Хаçат-журналпа паллашса тăратăп - маншăн веçех интереслĕ.

Халĕ Анна Николаевна хорта чун киленĕçне тупнă. Каллех сцена çине тухма май килнине пурнăç тăсăмĕпе танлаштарать хĕрарăм. Тивĕçлĕ канурисене Владимир Арланов пĕр ушкăна пуçтарни çинчен каласа кăтартрĕ вăл. Çак йыш Шупашкарта кăна мар, районсенче те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать.

 

Сассинченех паллаççĕ

"Анна Кутузовăна хамăр ялта, Виçпÿрт Шăмăршăра пĕрремĕш хут курнă. Ун чухне Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пирĕн пата "Авлантарчĕç" спектакльпе килнĕччĕ. Эпĕ 10-мĕш класра вĕренеттĕм. Анна Николаевна çав тери хитреччĕ.

Мускавра пĕрле вĕренме пуçласан эпир, ялтан килнĕскерсем, шухă пăвансем пек çÿреттĕмĕр. Вăхăта питĕ интереслĕ ирттернĕ.

Артист дипломне илнĕ хыççăн режиссера вĕренме кайсан каникула Шупашкара килнĕччĕ. Шăпах çавăн чухне вăл "Вĕр, вăштĕр çил" спектакльте Байбăна сăнарлани асра. Артистсен вылявĕпе симфони оркестрĕн шайлашăвĕ хумхантарса пăлхатса янăччĕ. Анна Кутузовăна халĕ те сассинченех палласа илеççĕ. Ăна халăх килĕштерет.

Унăн сăнарĕсем романтика еннелле туртăнаççĕ. Вĕсене пурнăç чăнлăхĕнчен кăшт çĕклесе кăтартма юрататчĕ вăл. Мелодрамăри рольсем уйрăмах лайăх пулса тухатчĕç.

Анна Кутузова - çемье йывăрлăхĕсене пăхмасăр театра парăннă çын", - палăртать СССР халăх артисчĕ, театрăн тĕп режиссерĕ Валерий Яковлев.

Ун енне пăхма та вăтаннă

Анна Николаевна чиперлĕхĕпе, ăшă кăмăлĕпе, литературăна юратнипе РФ тава тивĕçлĕ художникне Праски Виттине те тыткăнланă. Вĕсем иккĕшĕ те Вăрнар районĕнчи Нурăс шкулĕнче пĕлÿ илнĕ.

"Анна, сан çине пăхма вăтанса куç та уçайман", - тенĕ Виталий Петрович чылай çул иртсен. Хăйне килĕштернине те сиснĕ ĕнте чиперкке? "Мĕншĕн маларах каламан?" - йăл кулнă ентешĕ.

Праски Витти артисткăн мăшăрĕпе Иван Кутузовпа юлташлă пулнă.

"Çăпатапа çÿрекен хĕрача артисткăна вĕренме шухăш тытни хăех пархатарлă. Вăл ниме пăхмасăр хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. Чун вăйĕ пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утмашкăн пулăшса пычĕ ăна. Çавăншăн хисеплетĕп те ăна", - çирĕплетет Виталий Петрович.

Дрезден галерейинчи картина

"Эпир 22 чăваш пĕрле артиста вĕреннĕ, вĕсенчен 10-шĕ - хĕр. Анна пирĕнтен чи асличчĕ. Вăл Мускава кайиччен театрта ĕçлеме те, мăшăрланма та, ача çуратма та ĕлкĕрнĕччĕ. Пурнăç курнăскер пирĕншĕн аппа вырăннех пулнă.

Педагогсем пушă вăхăта усăллă ирттермелли çинчен асаилтерсех тăратчĕç. Çавăнпах тĕп хулара йĕркелекен культура кунĕсене, куравсене çитсе курма тăрăшаттăмăр. Çавнашкалах театрсенчен тухма пĕлмен. Пĕрре çапла 1-мĕш курсра вĕренме пуçласанах Анна Кутузовăпа иксĕмĕр метроран тухрăмăр та хыпар бюровĕ патĕнче чарăнтăмăр. Пирĕн, Рафаэль Сантин "Сикстинская мадонна" картини çинчен илтнĕскерсен, Дрезден галерейине çитсе курас килнĕ. Ун чухне вăл хăш çĕршывра вырнаçни пирки те шухăшламан. Хайхискер Дрезден галерейине мĕнле çитмеллине ыйтма пуçларăмăр. "Хĕрсем, вăл кунта мар, Германире вырнаçнă", - ăнлантарчĕç пире. Эпир вĕренме кĕриччен çав курав Мускава та килнĕ-мĕн, анчах унпа киленме май пулман.

Юлашки курссенче эпир Анна Кутузовăпа, Нина Григорьевăпа тата театр критикне вĕренекен нимĕç хĕрачипе общежитире пĕр пÿлĕмре пурăннă. Виçĕ чăваш хĕрарăмĕ 60 çула яхăн пĕр-пĕринпе туслă. Тĕрĕссипе, чикĕ леш енне питех кайса çÿремен. 1983 çулта пĕртен пĕрре Германие çитсе курнă. Шăпах çавăн чухне Дрезден галерейипе паллашнă. Пĕр залтан теприне куçнă май "Сикстинская мадонна" картинăна аякран курсан чун-чĕре сиксе тухассăн туйăннăччĕ. Тепре Надежда Павлова "Жизель" спектакльте ташланă чухне çакнашкал туйăм çавăрса илнĕччĕ мана", - каласа кăтартать ГИТИСра пĕрле вĕреннĕ Раççей халăх артистки Нина Яковлева.

Сцена çинче тата чăн пурнăçра ĕçтешĕсемпе пĕрле "ашкăннине" асаилчĕ чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев. Анна Николаевнăпа пĕрле ĕçлеме пÿрнĕшĕн шăпана тав тăвать артист. "Вăл кăна юрăпа сăнар чунне уçма, куракана йĕртме пултаратчĕ. Юрлама пуçласан çурăм çине сивĕ тар тапса тухатчĕ", - пытармасть Геннадий Павлович.

Анна Кутузова калăпланă сăнарсене асăнса хăварас килет: Байба /"Вĕр, вăштăр çил", Я. Райнис/, Наташа /"Ĕçлесе тунă çăкăр", А.Островский/, Тимрук /"Хура çăкăр", Илпек Микулайĕ/, Марук /"Кай, кай Ивана", Н.Айзман/, Луиза /"Хаярлăхпа юрату", Ф.Шиллер/, Мария /"Яштак хăва - шур хăва", М.Алексеев/, Катерина /"Юратнăран", Н.Терентьев/, Салампи амăшĕ /"Салампи", А.Артемьев/, Наталия /"Лăпкă Дон", М.Шолохов/ тата ыттисем те.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.