Укçа-тенкĕ ура айĕнчех

30 Авг, 2014

Пирĕн пурнăç пыл та çу: эпир укçа çинче утса çÿретпĕр. Ан ÿркен, пĕшкĕн те ил кăна ăна. Çак чăнлăхпа килĕшес килмест-и? Апла тăк сире черетлĕ çул çÿреве йыхравлатăп.

Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасри Юлия Кузьмина ахаль ларма хăнăхман. Сывлăм типсенех хире, вăрмана, çырма-çатра таврашне эмел курăкĕ пуçтарма васкать вăл. Мăнукне те хăйĕнчен хăвармасть. Ăна пĕчĕклех ĕçе явăçтарать. Кăçал иккĕшĕ 330 килограма яхăн эмел курăкĕ типĕтсе панă. Çавна май 30 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнĕ. Хура кĕркуннеччен тата çавăн чухлĕ тупăш илме палăртаççĕ вĕсем.

Хурт-хăмăр ăстисем çăка пыл парайманшăн пăшăрханаççĕ. Кăçал ытти çулхипе танлаштарсан унăн чечекĕ хăвăртах тăкăнчĕ. Юлия Александровнăпа Екатерина вара хаклă вăхăта усăсăр ирттермен. Кĕске хушăрах 5 килограмм çăка чечекĕ типĕтме ĕлкĕрнĕ. Енчĕке 1300 тенкĕ кĕни, паллах, савăнтарать кукамăшĕпе мăнукне. Вĕсем сысна, пилеш, чĕкеç курăкĕсене те, вĕлтĕрене те, шăши тикенекне те, ама хупахне те, сар çип утине те, хупаха та... таптаса иртмеççĕ. Нумаях пулмасть пилеш, шăлан пуçтарма пуçланă. Хальлĕхе çырлана сулхăна сарса хунă. Кĕлетĕн иккĕмĕш хутĕнчискер пĕркеленме пуçланă та ĕнтĕ.

Ăмсанмалла çеç

«Вĕсем эрнере икĕ-виçĕ хутчен юнашар ялтан урапа тĕксе килеççĕ», - каласа кăтартать Лешкас Асламасри Алина Алексеева. Эмел курăкĕ йышăнакан агент çийĕнчех укçа тыттарни те хавхаланса ĕçлеме хистет. Унсăрăн ялта ăçта шалу илĕн? Ĕç вырăнĕсене кĕскетсе пыраççĕ. «Халĕ ял çыннисенчен чылайăшĕ Мускав, Чул хула тăрăхне тухса каять. Çавăнпах эмел курăкĕ пуçтаракан сахал», - тет Алина Васильевна. 15 çул тăрăшать хĕрарăм çак ĕçре. Малтан 14 агент вăй хунă ку тытăмра. Кайран йыш пĕчĕкленсе пынă. Халĕ районĕпе штатра пĕччен юлнă вăл. Çавăнпах çакăнти лару-тăрăва никамран лайăх пĕлсе тăрать. Машинăпа пĕр ялтан теприне самантрах вĕçтерсе çитет вăл.

Алина Васильевнăна эмел курăкĕ чи нумай пуçтаракан тăрăха палăртма ыйтрăм. Урпашсем хастар ĕçлеççĕ-мĕн. Галина Вандюшкинăна, Мария Дриневскаяна, Галина Тимофеевăна, сăмахран, кашни каймассерен 10-шар пин тенкĕ парса хăварать агент. Тивĕçлĕ канурисене ăмсанмалли çеç юлать. Çапах ыттисем те вĕсенчен юласшăн мар. Янăмри Галина Ефимова та - ял халăхĕшĕн тĕслĕх.

«Малтан шкул ачисемпе эмел курăкĕ пуçтарма тухаттăмăр. Хамăр тăрăхрах типĕтмелли ятарлă çуртсем пурччĕ. Лайăх ĕçлекенсене укçан хавхалантараттăмăр», - аса илет Алина Васильевна. Унтанпа пурнăç улшăннă, халĕ унашкал вырăн тытса тăма тăкаклă теççĕ, çавăнпах типĕтнине кăна йышăнаççĕ.

Пĕчĕк пулăшуçă

Кунĕпе таçта та çитет тăххăрти Катя. Тахăш самантра ял хĕрринче сурăх кĕтĕвĕ пăхакан кукашшĕ патне чупнă вăл. Ахальтен мар пĕчĕк пулăшуçа Анатолий Зиновьевичпа Юлия Александровна çав тери хытă юратаççĕ. Вăр-варлăхпа çаврăнăçулăх пурнăçра ăна хăйĕн вырăнне тупма пулăшасса шанаççĕ. Сăмах май, Кузьминсен килĕнче - 40 сурăх. Выльăх пăхни те çемье бюджетне пысăклатма пулăшать вĕсене. Пирĕн хушăра сурăх шÿрпи е шашлăкĕ юратакан сахал-и?

«Ĕне тытас килет те, анчах сусăрланнине пула ăна сума йывăр», - пăшăрханса калаçать çемье ăшшине упраканскер. Çапах сĕтсĕр мар ку килте - арăмĕпе упăшки качака усраççĕ.

Шкула тахçанах хатĕр

Юлия Кузьмина хăй вăхăтĕнче фермăра вăй хунă. Анчах вăкăр хытах тĕксе унăн сывлăхне хавшатнă. Темиçе хутчен операци сĕтелĕ çине выртнă вăл.

«Укçа, чăн та, чул хушшинче. Эмел курăкĕ пуçтарма çăмăл тетĕр-и? Хăш чухне пилĕк те ывăнать, алă та хытать», - чунне уçать Юлия Александровна. Пур пĕрех йывăрлăх хăратмасть ăна.

2006 çулта кăшт кÿрененçи те пулнă хĕрарăм. Ун чухне преми илмешкĕн 2 килограмм эмел курăкĕ пуçтарса çитереймен вăл. Халĕ Етĕрне райповĕ мăнукне çуллахи каникула усăллă ирттернĕшĕн вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнчи линейкăра парнепе хавхалантарасса шанать. Катя та çак куна чăтăмсăр кĕтет.

Эмел курăкĕ пуçтарса туяннă укçапа Юлия Александровна Катьăна шкула хатĕрленĕ. 3 пин те 500 тенкĕлĕх çи-пуçа хĕр ача кунне темиçе хут тăхăнса пăхма хатĕр. Улăштарса тăхăнмалли кĕписем те пахалăхлă. Пушмакĕ те - хăй килĕштерекенни. Унăн сăн-пичĕ хаваслă кулăпа çиçет.

Малашне Кузьминсем эрнесерен алла кĕрекен укçапа килте юсав ĕçĕсем пуçласшăн.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.